Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхла вминистрӗ Владимир Степанов республикӑн Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен иртекен паянхи планеркӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки темиҫе кунра пирӗн тӑрӑхри пульницӑсенче койка фончӗ енӗпе лару-тӑру ырӑ енне кӑштах улшӑнма пуҫлани сисӗнет. Кунта сӑмах кӑшӑвируспа чирлисем пирки пырать. Пульницӑна вырттарассипе Улатӑрти район пульницинче, Шупашкарта вырнаҫнӑ вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тата Хулари клиника центрӗнче лару-тӑру йывӑртарах. Министр ӗнентернӗ тӑрӑх, ытти учрежденире сипленсе тухакансем пульницӑна выртакансенчен йышлӑрах. Эрнекун тӗлне илсен, ковид-госпитальсенче пушӑ койкӑсем 9,8 процент таран пулнӑ. Кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме мӗнпур койка фондӗнчен 35,7 процентне уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |