Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пулӑшу кӳрекен, вӗрентӳ, сывӑх сыхлавӗн тытӑмӗсенче ӗҫлекенсен 80 проценчӗн пӗрремӗш компонентпа вакцинациленмелле пулнӑ. Ҫапла пӗлтернӗччӗ Чӑваш Енӗн тӗп санитари тухтӑрӗ.
Ҫавӑн пекех ытти хӑш-пӗр тытӑмра тӑрӑшакан ҫынсен вакцинациленмелле пулнӑ. Ку тӳре-шарана та пырса тивет. Иккӗмӗш компонента раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Ҫак йӗркене пӑхӑнмасан ҫынна ӗҫлеме ирӗк памӗҫ.
Аса илтерер: паянтан суту-илӳ центрӗсене, администраци ҫурчӗсене QR-кодпа кӗртеҫҫӗ.