Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем Тутарстанра иртекен «Рабочая лошадка» (чӑв. Ӗҫ лаши) регионсем хушшинчи V театр форум-фестивальне хутшӑнать. Мероприятие асӑннӑ регионти Ҫыранҫи Чаллӑ хулинче пуҫтарӑнӗҫ.
Гастроле театр директорӗ Елизавета Абрамова ертсе пыракан пултарулӑх делегацийӗ тухса кайнӑ. Ушкӑн форумӑн виҫӗ тематика секцине хутшӑнать.
Форум-фестиваль вӑхӑтӗнче театрсем спектакльсем лартӗҫ. Пирӗннисем конкурс валли Денис Андронов ҫамрӑк режиссёрӑн «Сказка о Ежике, волшебном лесе и еще кое о чем…» спектакльне суйласа илнӗ. Унпа театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗнче «Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль» номинацире кӑҫал ҫӗнтернӗ.
Шупашкар хулинчи Мускав ҫыранӗнче Нарспи сӑнне ӳкерсе хунӑ.
Аса илтерер: Нарспи — Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэминчи тӗп сӑнар. Пуян ҫемьере ӳснӗскер телейне чухӑн хӗрарӑм ывӑлӗпе, Сетнерпе, тупма ӗмӗтленнӗ. Анчах, поэма авторӗ калашле, «ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен. Анчах вӑйлӑ тэтем те хӑй тӗнчине пӑхӑнать. Укҫапала эрехех ҫынна ӑсран кӑларать». Ҫапла вара Нарспипе Сетнере пӗрле пулма май килмен...
«Нарспи» графити пирки «Приволжье» тӗнче тетелӗнчи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ. Граффити авторӗ — Василий Чапай (ку вӑл хушма ят).
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫ вырӑнӗсем пушаннӑ. Кун пирки культура учрежденийӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Театра художник-бутофор кирлӗ. Ҫав ҫыннӑн ятарлӑ пӗлӳллӗ пулмалла, театра юратмалла, ҫынпа калаҫма ӳркенмелле мар, ӗҫ опычӗ пулсан аван.
Ҫутӑ оборудованин электроникине, сцена механикине, сасӑ техникине тата электрон техникӑна тытса тӑма инженер-электрик кирлӗ, унӑн ӗҫ опычӗллӗ пулмалла.
Механика оборудованийӗн инженерне те ӗҫе илӗҫ.
Сцена машинисчӗн 45 ҫулчченхи ҫирӗп хул-ҫурӑмлӑ, сиенлӗ йӑла-йӗркесемсӗр арҫын пулмалла.
Асӑннӑ ҫынсен эрнере ултӑ кун ӗҫлеме тивӗ, тунтикун кантарӗҫ.
Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен +78352620221 телефонпа кадр специалисчӗпе ҫыхӑнмалла. Тӗплӗ резюмене drama21@rchuv.ru электрон адреспа ярса пама сӗнеҫҫӗ.
Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче 2024 ҫулта Жюль Вернӑн «Вокруг света за 80 дней: 150 лет спустя» ятлӑ спектакльне лартма палӑртнӑ. Ҫавна май унта ҫыравҫӑн кӗҫӗн мӑнукне Жан Верна кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Франци ҫыравҫи ку шухӑша ырланӑ, спектакль вӑйлӑ пуласса иккӗленмен.
Ҫавӑн пекех, Вырӑс патшалӑх драма театрӗн директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, премьерӑна Федор Кнюхов ҫулҫӳревҫе чӗннӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Уйрӑлу каҫӗ» спектакль-мюзикл кӑтартӗҫ. Ку ӗҫе театрӑн сцени ҫине пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пуҫласа кӑларнӑ.
Спектакле СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Вера Панова драматургӑн «Проводы белых ночей» пьеси тӑрӑх лартнӑ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «режиссер пьесӑна хальхи пурнӑҫпа килӗшӳллӗн ҫӗнетнӗ. Спектакле чӑваш халӑхӗ юратакан паллӑ юрӑсемпе тата кӗвӗсемпе илемлетнӗ».
«Уйрӑлу каҫӗ» спектакльти тӗп рольсенче ҫамрӑк артистсем: Светлана Лукиянова, Надежда Зубкова, Василий Иванов, Евгений Урдюков, Григорий Петров тата Екатерина Спиридонова.
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 1-мӗшӗччен Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль иртесси пирки унччен хыпарланӑччӗ. Кӑҫал вӑйӑ киновӗн конкурсне 7 ҫӗршыври 11 кинолента хутшӑнӗ: Таджикистанран, Иранран, Арменирен, Норвегирен, Сербирен тата Раҫҫейрен. Пирӗн ҫӗршывран 5 ӗҫ пулӗ. Ку конкурс жюри пайташӗсене Австрире кинофестиваль пуҫарнӑ Николай Максимов ертсе пырӗ.
Этника тата регион фильмӗсен конкурсне 19 ӗҫ хутшӑнӗ, документлӑ фильмсен конкурсне - 14 ӗҫ.
Кинофестивалӗн тӗп лапамӗ "Волжский" кинотеатр пулӗ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Чӗмпӗрте спектакль кӑтартӗҫ. Унта вӗсем «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» драмӑпа тухса кайӗҫ.
Асӑннӑ спектакле СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев лартнӑ. Пьеса авторӗ — чӑваш театрне пуҫарса янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский. Спектакльте вилӗмсӗр Константин Иванов ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш спектакльне курас тесен чӗмпӗрсен И.А. Гончаров ячӗллӗ драма театрне ҫитмелле.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Победители. Орест Филиппов» (чӑв. Ҫӗнтерӳҫӗсем. Орест Филиппов) курав уҫӑлнӑ. Ӑна художник ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Виктор Бритвин Орест Ивановича ӑшӑпа аса илсе каласа кӑтартнӑ. Вӑл ӑна художник, учитель тата ӗҫтеш евӗр пӗлнӗ.
«Директорта ӗҫлеме ҫирӗплӗх ҫитмест тесе ун пирки каланине астӑватӑп. Ӗҫри тавлашусенче вӑл час-часах парӑнатчӗ. Ман шухӑшпа, вӑл вӑрҫӑ, вилӗм, юлташсене ҫухатни мӗнне пӗлнӗ, чӗрӗ юлса Ҫӗнтерӗве кӗтсе илнӗ. Ҫавӑн пеккисемпе танлаштарсан ытти уншӑн вак-тӗвекӗн туйӑннӑ пулинех», — тенӗ Виктор Бритвин.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче «Чӑваш халӑх еткерлӗхӗ» ятпа регионсем хушшинчи фестиваль иртӗ. Ӑна Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ йӗркелӗ.
Фестивале Чӑваш Енпе, чӑвашсен историйӗпе, этносӗпе тата культурипе паллаштарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Фестиваль ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем ҫаксем: шкул таврапӗлӗвӗ, археологи таврапӗлӗвӗ, экологи таврапӗлӗвӗ, ҫарпа истори таврапӗлӗвӗ, туризм таврапӗлӗвӗ, литература таврапӗлӗвӗ, музыка таврапӗлӗвӗ. Унта 14-26 ҫулхи вӗренекенсемпе студентсене, ҫавӑн пекех вӗсен ертӳҫисене хутшӑнма сӗнеҫҫӗ.
Фестиваль «Чӑваш Керем» этнографи комплексӗнче иртӗ.
Чӑваш Енре тата тепӗр музей уҫнӑ. Халӑх инструменчӗсен музейӗ Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшра, унти «Ясна» этнокомплексра вырнаҫнӑ.
Музейра тӗрлӗ инструмент вырӑн тупнӑ, ҫав шутра 200 ҫула яхӑн маларах хатӗрленӗ кӗсле те пур.
Унти инструментсемпе ҫавсене ӑсталакан Даниил Даниловпа Николай Фомиряков темччен паллаштарма тата инструментсемпе каласа кӑтартма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |