Пирӗн ентешӗмӗрсем – Роман Сергеев тата Михаил Елисеев – «Казачок» нумай сериллӗ фильмӑн авторӗсенчен пӗрисем пулса тӑнӑ. Асӑннӑ фильма халӗ Псков облаҫӗнче ӳкереҫҫӗ. Унта Алексей Кравченко, Георгий Дронов, Владимир Епифанцев паллӑ актёрсем те выляҫҫӗ.
«Казачок» – ҫамрӑксем валли ӳкерекен нумай сериллӗ фильм. Сюжет тӑрӑх, Мускавра пурӑнакан шкул ачине, Степана, ашшӗ-амӑшӗ тӑна кӗтмелле тесе асламӑшӗ патне яла яраҫҫӗ. Вӑл унта ҫӑла кӗрсе ӳкет аваллӑха ҫакланать. Стёпа хӑйӗн ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ тӑванӗсемпе палалшать, 1612 ҫулта пулса иртнӗ пулӑмсене хутшӑнать.
Маларах асӑннӑ Романпа Михаил – Хаваслисемпе тавҫӑруллисен клубӗн ертӳҫисем. Унччен вӗсем «Тайна пропавшей деревни» камит сериалӗн сценарисчӗсем пулнӑ. Ҫав ӗҫӗн премьерине «ТНТ» телеканал утӑ уйӑхӗнче кӑтартнӑ.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Ишлейре «Вкусы Чуваши» (чӑв. Чӑваш Ен тути) фестиваль иртӗ.
Уява пухӑннисем чӑваш наци кухнин куравӗпе паллашайӗҫ, вырӑнти апат-ҫимӗҫе астивсе пӑхайӗҫ. Ачасемпе аслисем валли тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ ӗҫлӗ.
Вырӑнти пултарулӑх ӑстисемпе паллӑ чӑваш артисчӗсем концерт лартса парӗҫ.
Фестиваль Ишлейри Ҫӗнтерӳ паркӗнче 16 сехетре пуҫланӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Альберт Канаш поэт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа музыка уявӗ иртнӗ.
Мероприятие писательсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем пуҫтарӑннӑ. Музейра поэтӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе тата кӗнекисемпе паллаштаракан «Эпир – аптрамансем» курав йӗркеленӗ.
«Мероприятие Литература музейӗн наука ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пычӗ. Уява «Надежда» халӑх ансамблӗ «Чечексем, чечексем» юрӑпа уҫрӗ. Сӑввин авторӗ, паллах, – Альпӑрт Канаш. Унӑн лирикӑллӑ хайлавӗсемпе композиторсем чылай юрӑ кӗвӗленӗ.
Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Чурачӑк шкулӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Венера Иванова Литература музейне пӗччен мар, мӑнукӗсемпе пӗрле килнӗ – Шупашкарти 30-мӗш шкулта ӑс пухакан Артемпа Арина Парусовсем А. Канашӑн сӑввисене пӑхмасӑр каларӗҫ», — хыпарланӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Микки мыскарисем» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Чӗмпӗрте пурӑнакан Николай Ларионов ҫыравҫӑ-журналист.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ кӗнекен алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2022 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Кӗнекене кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли шӑрҫаланӑ 11 калав кӗнӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ — Юлия Лутошкина.
Чӑваш Енре тӗрлӗ ялта ял кунӗсем иртеҫҫӗ. Нумаях пулмасть Етӗрне тӑрӑхӗнчи Анат Явӑшра та иртнӗ.
Унта пухӑннисем чи малтан Анат Явӑш ялӗн ҫӑви ҫинче пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш наци конгресне 16 ҫул ертсе пынӑ Геннадий Архипов вил тӑприйӗ ҫине чечек хунӑ.
Унтан уяв ялти ятарлӑ лапамра иртнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралса ӳссе тӗрлӗ тӑрӑха сапаланнӑ ентешсем те пырса ҫитнӗ.
Чӑваш эстрада юрӑҫисем, Куславккапа Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хаваслӑ юрӑ-ташӑпа, мыскарасемпе савӑнтарнӑ.
«Хыпар» Краснов депутата явап тыттарасшӑн. Ҫапларах пӗтӗмлетме пулать «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Краснов о тиражах и миражах» ятпа пичетленнӗ блогра.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсен пӗр ушкӑнӗ республика парламенчӗн депутатне Пётр Краснова редакцие пӗрмай критикленӗшӗн (ӑнланманлӑх пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче «Петр Краснов депутат «Хыпара» мӗншӗн тапӑннӑ?» ятпа пичетленнӗ хыпарта Софья Савнеш унччен пӗлтернӗччӗ-ха) явап тыттарма ыйтса Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн этика енӗпе ӗҫлекен комиссине заявлени ҫырса панӑ-мӗн. Комисси вара ҫав хута пӑхса тухассине каярах вӑхӑта хӑварнӑ имӗш.
Асӑннӑ блогра Пётр Краснов депутат ӗнентернӗ тӑрӑх, унӑн тӗп чӑваш хаҫатне е пӗр-пӗр ҫынна тапӑнас тӗллев ҫук. Вӑл, республикӑн пӗрремӗш пичет министрӗ пулнӑскер, «Хыпар» шӑпишӗн питӗ пӑшӑрханать-мӗн.
Паян Канаш районӗнчи Чакаҫ ялӗнче ҫӗнӗ аллея уҫӑлнӑ.
Сывлӑшпа десант ҫарӗнче пулнисем маларах «Никто, кроме нас» (чӑв. Пирӗнсӗр пуҫне никам та) стела вырнаҫтарнӑ, моряксем — якорь евӗрлӗ «Защитникам морских рубежей» (чӑв. Тинӗс чиккисен хӳтӗлевҫисене) стела тата Андреев ялавне.
Митинга вырӑнти хастарсем, «Сияние» тата «Ҫӑлкуҫ» ташӑ тата пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ.
Пушкӑрт Республикинчи Хушӑлка ялӗнчи ачасем «Суккӑр така» тата «Ларать, ларать, Миша ларать» чӑваш вӑййисене вылянӑ. Кун пирки Пушкӑртстанӑн Пишпӳлек районӗнче тухакан «Ҫутӑ ҫул» хаҫат хыпарлать.
«Ачасем сиккеленӗ, чупнӑ, кулнӑ. Вӑхӑта питӗ савӑнӑҫлӑ ирттернӗ», — пӗлтернӗ вырӑнтисем. Хушӑлка ачисем те ахаль выляман — вӑйӑсем хыҫҫӑн вӗсене пылак парнесем лекнӗ.
Ку вӑйӑсене «Культура шӑматкунӗ. Раҫҫей халӑхӗсен вӑййисем» мероприяти шайӗнче ирттернӗ.
Канашри, Тӑвай районӗнчи таврапӗлӳ музейӗсене кӑҫал юсӗҫ, Улатӑрти таврапӗлӳ музейӗн экспозицине ҫӗнетӗҫ
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашри музейӗн тӑррине тата фасадне ҫӗнетме 6 млн тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Тавай районӗнчи музейӗн шалтине юсама вара 15,6 млн тенкӗ пӑхса хунӑ.
Улатӑрти музея кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерме 28,3 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Унта "Вырӑс провинцийӗн дизайнӗ" проект пурнӑҫланать.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ директор ӗҫе кӳлӗнӗ. Культура учрежденийӗнчи пуҫлӑх тилхепине Елена Николаевӑна тыттарнӑ.
Елена Николаева 2011 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче директорта ӗҫленӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вара директор пулса унччен Юрий Владимиров тӑрӑшнӑччӗ. Ӑна ӗнер ӗҫрен хӑтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |