Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи дама театрӗн Кӑвак фойинче «Золотые хиты винила» (чӑв. Винилӑн ылтӑн хичӗсем) программа-ретроспективӑна пуҫтарӑннӑ. Концерта Чӑваш патшалӑх филармонийӗ хатӗрленӗ.
Программӑра иртнӗ ӗмӗрӗн 30-40-мӗш ҫулӗсенчи юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ. Сӑмахран, «Утомленное солнце нежно с морем прощалось», «О, голубка моя», «Сердце, тебе не хочется покоя».
Сергей Григорьев, Виктория Трепова скрипкӑпа ӑста вылянӑ, Гульсинэ Григорьева — альтпа, Алексей Егоров — виолончельпе, Екатерина Паргеева — фортепианӑпа. Солистсем вара юрланӑ.
Чӑваш Енӗн наци библиотекин «Варкӑш» клубӗнче ӗнер «Сухви сехмечӗсем» кӗнекене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, издательствӑра ӑна «Алран алла» ярӑмпа кун ҫути кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ ярӑмпа унччен виҫӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Вӗсене пурне те Галина Антонова редактор пухса, редакцилесе хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма Микиш Павӑлӗн, Петӗр Львовӑн, Виталий Енӗшӗн, Геннадий Мальцевӑн, Григорий Лучӑн пысӑках мар сатирӑллӑ хайлавӗсем, Николай Мартыновӑн, Юлия Силэмӑн, Нелли Петровскаян калавӗсем тата Александр Угольниковӑн повеҫӗ кӗнӗ. Вӗсем — совет саманинче ҫуралса ӳснӗ ҫыравҫӑсем.
«Варкӑш» клуба пухӑннисене Галина Антонова пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ятсене манӑҫа кӑларас мар тесе ҫӗнӗ кӗнекене кӗртнӗ. «Пӗрлехи сборниксенче те пулин вӗсем ҫинчен аса илтерес килет», — тенӗ вӑл.
Пушкӑртстанри Чанлӑ районӗнчи Норовка ялӗнче «Хунав» театр Зинаида Сурпанӑн «КГБ-Крахьяни» камитне лартнӑ.
Зинаида Сурпан (Семенова) Пушкӑртстанри Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫтерлӗри культурӑпа ҫут ӗҫ техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ вӑл Ашкатарти Культура ҫуртӗнче илемлӗх ертӳҫинче вӑй хурать, юрӑпа ташӑ ушкӑнне ертсе пырать. Пушӑ вӑхӑтра сӑвӑсем, пьесӑсем, интермедисем ҫырать. Унӑн сӑввисем «Ялав», «Тӑван Атӑл» журналсенче пичетленнӗ. Вӑл — «Ан васка, шурӑмпуҫ» кӗнеке (2004) авторӗ.
Нумаях пулмасть пирӗн республика Чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен пӗрлӗхӗ 100 ҫул тултарнине паллӑ турӗ. Ҫак паллӑ пулӑма уявлама Шупашкара питӗ сумлӑ та хисеплӗ хӑна – Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗн председателӗ, вырӑссен ку чухнехи питӗ паллӑ прозаикӗ тата публицисчӗ Николай Федорович ИВАНОВ – килчӗ. Чӑвашсен сӑмах ӑстисен пӗрлӗхӗн ҫӗр ҫулхи юбилейне халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫра вӑл Чӑваш халӑх поэтне, Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорне Валери Туркая Раҫҫейри Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн чи пысӑк наградипе — «Литературӑри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн» медальпе чысларӗ.
Сӑмах май каласан, Валери Туркай нумаях ҫине тӑнине пула нумаях пулмасть вырӑссен аслӑ поэчӗн Г.Р.Державинӑн «Ӗмӗрлӗх Державин» кӗнеки харӑсах виҫӗ чӗлхепе — чӑвашла, вырӑсла тата тутарла — ун ҫути курчӗ. Кун пек кӗнеке ку тарана ҫитиччен Чӑваш Енре пичетленмеччӗ-ха.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑ районӗнче Анатолий Юман поэта асӑнса «Крылья обретаю вновь» иккӗмӗш литература фестивалӗ иртрӗ. Пӗрремӗшне пӗлтӗр Анатолий Федоровичӑн тӑван ялӗ, Чӑвашкасси, йышӑннӑччӗ, хальхинче вара хӑнасене район центрӗ – Аслӑ Нагаткин ялӗ пуҫтарчӗ. Поэт ҫитӗнсе тӑван ялӗнчен тухса кайнӑ та ӗмӗрне Нагаткинта район хаҫатӗнче вӑй хурса ирттернӗ.
Анатолий Федорович Ермилов-Юман 1932 ҫулта ҫуралнӑ, пилӗк ҫул каялла вара ҫӗре кӗчӗ. Вӑл 70 ытла литературӑра тӑрӑшнине, 60 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнине хакласа патшалӑх «РФ культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят парса чысланӑ. Ҫаплах вӑл Чӑнлӑ районӗн пӗрремӗш Хисеплӗ гражданинӗ, литературӑри тата журналистикӑри темиҫе преми лауреачӗ. Ҫӗр ҫынни вӑл, тӑван ялне, тӑван районне, тӑван ҫӗршыва питӗ хытӑ юратнӑ, ҫакна сӑввисенче тата поэмисенче, ҫаплах статйисенче яр уҫҫӑн кӑтартса панӑ. Юманӑн икӗ ҫирӗп ҫунат пулнӑ – поэзи тата журналистика. Пирӗн аслӑ юлташӑмӑр -- тӑван ҫӗршыва парӑнса ӗҫлекен ҫыннӑн тӗслӗхӗ. Вӑл обществӑлла ӗҫсен хастарӗ, 1980-мӗш ҫулсем вӗҫӗнче Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче чӑваш юхӑмне пуҫарса яракансенчен пӗри.
Паллӑ ентешне асӑнса чыслама районти ытти ялсенчен культура ҫыннисем, вӗрентӳҫӗсем, ачасем тата район хаҫатӗнче пӗрле вӑй хунӑ ӗҫтешӗсем килнӗччӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви «Ҫулталӑк кӗнеки» конкурсра II степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. «Вулакан тӗнче» наци кӗнекин регионсем хушшинчи фестивальте издательство «Иван Яковлевич Яковлев – великий просветитель» кӗнекепе (автор-составителӗсем – Ф.Н. Козлов тата Е.В. Касимов) палӑрнӑ.
Конкурса 60 издательствӑн 159 кӑларӑмӗ хутшӑннӑ.
Иван Яковлевич чӑваш культурине хальхи вӑхӑтри чӑваш алфавитне йӗркеленипе ҫеҫ мар, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнипе те кӗрсе юлнӑ. Вӑл пултаруллӑ педагог, писатель, куҫаруҫӑ, кӗнеке кӑларакан, фольклорист пулнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти Иван Яковлев палӑкӗ умне аслӑ вӗрентекенӗмӗре сума сӑвакансем пуҫтарӑннӑ. Йышра тӳре-шарапа культура тата вӗрентӳ ӗҫченӗсем пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ умӗнчи сквер умӗнчи палӑк умне пухӑннисем хальхи вӑхӑтри чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗ Иван Яковлев ҫинчен ӑшӑ сӑмахсем нумай каланӑ, чечек хунӑ.
Аса илтерер: Иван Яковлев 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ, 1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ишекри Тӗп урамри 7-мӗш ҫурта регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ тесе йышӑннӑ.
Асӑннӑ икӗ хутлӑ ҫурта 1870 ҫулта туса лартнӑ. Унӑн хуҫи Александр Иванов Костин купса пулнӑ. Ишекри чиркӗве пыракансем ҫав ҫуртра ҫӗр каҫма пултарнӑ. Пӗрремӗш хутра апатланма май туса панӑ, иккӗмӗшӗнче — ҫӗр каҫма.
Ҫав купсан вулӑсра пӗртен пӗр кирпӗч савучӗ пулнӑ. Вӑл ҫавӑн пекех пир тӗртмелли савут тата шыв арманӗ тытнӑ. Хӑй вара вулӑсри судья пулнӑ. Унӑн ҫемйи Чанкассинче пурӑннӑ. Кил хуҫи вилсен ҫемье Шупашкара тухса кайнӑ, Ишекри пӳрт самай вӑхӑт пушӑ ларнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче унта блокадӑри Ленинградран илсе килнӗ ачасене усранӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулсенче хӑлхасӑр-чӗлхесӗр ачасен интерначӗ пулнӑ. Ишеке аякри ялсенчен вӗренме ҫӳрекен ачасем те унта пурӑннӑ. 1983 ҫулта вырӑнти «Слава» совхозӑн музейне уҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра унта Ишекри таврапӗлӳлӗх музейӗ вырнаҫнӑ.
Шупашкар районӗнчи хастарсем Тӗмен хулинче пулнӑ, унта чӑваш культурипе паллаштарнӑ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Маргарита Павлова тата Любовь Вазюкова, Шупашкар районӗнчи паллӑ хореограф Надежда Васильева ҫурҫӗрте пурӑнакан чӑвашсем валли чӑваш тӗррине тӗрлеме тата чӑвашла ташлама вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗсем ирттернӗ.
Аякри йӑхташӑмӑрсем ку тӗлпулӑва ӑшшӑн йышӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Пять вечеров» (чӑв. Пилӗк каҫ) фестиваль иртӗ. Ӑна Раҫҫейӗн Культура министерствипе Раҫсейӗн композиторсен союзӗ ирттереҫҫӗ. Ӑна ҫӗнӗ ятсемпе тата музыкӑри ҫӗнӗ енсемпе паллаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хутчен иртекен фестиваль вӑхӑтӗнче концертсем тӗрлӗ ҫӗрте пулӗҫ. Ҫав шутра — Мускаври академи филармонийӗ, «Зарядье» концерт залӗ, Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ консерватори. «Мускаври концертсемсӗр пуҫне симфони, камера тата хор программисене ҫичӗ хулара – Барнаулта, Чулхулара, Петрозаводскра, Санкт-Петербургра, Сартура, Хабаровскра тата Шупашкарта — кӑтартӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Раҫҫейри композиторсен союзӗн генеральнӑй директорӗ Карина Абрамян.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |