К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ директор ӗҫе кӳлӗнӗ. Культура учрежденийӗнчи пуҫлӑх тилхепине Елена Николаевӑна тыттарнӑ.
Елена Николаева 2011 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче директорта ӗҫленӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вара директор пулса унччен Юрий Владимиров тӑрӑшнӑччӗ. Ӑна ӗнер ӗҫрен хӑтарнӑ.
Чӑваш Енре вокал картти тӑвӗҫ. Ӑна валли 3 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Укҫана Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллине уйӑрса парӗҫ. Ҫав укҫапа капелла музыка карттине йӗркелӗ. Ку хыпара республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова ТАСС информаци агентствине пӗлтернӗ.
«Вокал каттине республикӑра ҫуралнӑ композиторсен хайлавӗсене суйласа илсе хатӗрлӗҫ», — ӑнлантарса панӑ министр.
Вокал- онлайн-карттин интернет-порталне те йӗркелеме палӑртнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Манӑн туссем. Мои друзья» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ.
Кӗнекене килти чӗрчунсемпе выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен хайланӑ ултӑ калав кӗнӗ. Вӗсен авторӗсем – Николай Ишентей, Олеся Михайлова, Елен Нарпи, Лариса Петрова, Лидия Сарине, Екатерина Силерова.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ултӑ ҫултан аслӑрах ачасем валли харӑсах икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата вырӑсла – хатӗрленӗ.
Чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене вырӑсла Ольга Васильева, Лариса Петрова тата Анастасия Федорова куҫарнӑ. Ӳнерҫи – Мария Ермолаева, редакторӗ тата пухса йӗркелекенӗ – Ольга Иванова.
Кӑларӑм 1000 экземплярлӑ тиражпа кун ҫути курнӑ.
Чӑваш Енри 5 культура учрежденийӗ Элтепер грантне тивӗҫнӗ. Пӗтӗмпе - 18 миллион тенкӗ. Унпа ҫӗне постановкӑсем лартӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ тата Оперӑпа балет театрӗ 5-шер млн тенке тивӗҫнӗ. Симфони капелли тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗ 3-шер млн тенкӗ грант илнӗ. Филармони 1 млн тенкӗлӗх гранта та тивӗҫнӗ. Ӳнер музейне вара 1 млн тенкӗлех грант лекнӗ.
Чӑваш наци музейӗнче хальхи вӑхӑтра «Путём зерна. Круг чувашских праздников» (чӑв. Тырӑ ҫулӗпе. Чӑваш уявӗсен ҫаври) курав ӗҫлет.
Иртнӗ уйӑхӑн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑскер утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хупӑнӗ.
Курав тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе паллаштарать. Унта хресченӗн ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Мӗн ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннечченех канӑҫсӑр ӗҫлет хресчен. Ырми-канми тар тӑксан та вӑл ӗлӗк тӗрлӗ уяв ирттерме май тупнӑ. Хӗлле та алӑ усса ларман.
Курав тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗркипе кӑсӑкланакансемшӗн кӑсӑклӑ пулмалла.
Уҫӑ тӳпе айӗнче тӳлевсӗр кино курас килсен Шупашкарти «Амазони» парка каймалла. Паян унта тӳлевсӗр сеанссем пуҫланаҫҫӗ.
Фильмсене ҫанталӑк лайӑх чухне каҫхи 8 сехетре кӑтартма тытӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте патриотлӑх воспитанийӗпе ҫыхӑннӑ.
Паян «Подольские карсанты» ятлине кӑтартӗҫ. Ыран «Несокрушимый» фильм экран ҫине тухӗ. Кайран «Девятаев», «Сирийская соната», «28 панфиловцев», «Битва за Севастополь», «Калашников», «Ржев» фильмсене катартӗҫ. Вӗсем ҫак черетпе экран ҫине тухса пырӗҫ.
Кино курмалли лапам пӑр катокӗ пулнӑ ҫӗрте вырнаҫӗ. Киносене ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗччен кӑтартӗҫ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче юрра-ташша юратакансен коллекивӗсем те пур. Вӗсенчен пӗри — «Калинушка» ансамбль. Пултарулӑх ушкӑнне Валентина Телей юрӑҫ ертсе пырать. Центрта вӑл халӗ музыка ертӳҫи пулса ӗҫлет.
Валентина Телей ертсе пыракан ушкӑн тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳрет. Хамӑр республикӑри тата хулари конкурссене ҫеҫ мар, урӑх регионсенчисене те хутшӑнать.
«Центрта ӗҫлеме тытӑннӑранпа ҫур ҫул сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ. Хора ҫӳрекенсем хастар пулнӑран тата вӗсем репетицисенче ҫине тӑрса хатӗрленнӗрен, ҫӗнӗ репертуара вӗреннӗрен пире тӗнче шайӗнчи тата Раҫҫейри конкурссенче лауреатсен ятне тивӗҫме май килчӗ», — тет Валентина Телей.
Шупашкарта «Юрлакан фонтансен хули» конкурс-фестиваль ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна Хула кунне халалланӑ.
Хитре юрлама пултаракан ҫынсен малтанласа суйлав турне хутшӑнмалла. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 5 тата 12-мӗшӗсенче 16 сехетре иртӗ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлав турӗсем «Салют» культура керменӗ ҫумӗнче, Амӑшӗн палӑкӗ ҫумӗнче, Лакрей варманӗнче тата Кадетсен паркӗнче иртӗҫ. Уйрӑмах маттуррисене ӑмӑртӑвӑн 2-мӗш пайне чӗнӗҫ. Чи пултаруллӑ 40 юрӑҫ хӑйӗн пултарулӑхне Хула кунӗнче кӑтартса парӗ.
Шупашкар районӗнчи Толиккассинче паллӑ чӑваш поэтне тата писательне, тӑлмача асра тытса палӑк уҫнӑ.
Георгий Орлов — чылай калавпа повесть авторӗ. Вӗсене вӑл ҫутҫанталӑка юратса ҫырнӑ.
Поэт палӑкне лартма ял ҫыннисем хӑйсем шухӑш тытнӑ, укҫа пухнӑ, палӑка тӑвакана тупнӑ. Ырӑ ӗҫе Валентина Порфирьева пуҫарнӑ. Стелӑна кӗнекене уҫса хунӑ евӗр тӑвас тенӗ.
Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреатне хисеп туса лартнӑ палӑка уҫма тӑван тӑрӑхӗнчи ҫынсем тата хӑнасем пуҫтарӑннӑ. Георгий Орлов хӗрӗ Алла Орлова та пулнӑ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ пуласси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кун валли 80 млн тенкӗ кирлӗ пулассине пӗлтернӗччӗ. Проекчӗ кӑна 3 млн тенкӗ ытларах кайса ларӗ.
Ҫак кунсенче музей проектне хатӗрлемешкӗн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Малтанхи хак - 3 млн та 179 пин те 449 тенкӗ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин проекта 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хатӗрлемелле.
Музей 250 тӑваткал метр пулӗ. Ҫывӑхра машинӑсем валли парковка та тӑвӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |