К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ иртнӗ эрнекун хӑйӗн черетлӗ сезонне хупрӗ. Халӗ унта ҫӗнӗ сезонти плансене палӑртса хунӑ та ӗнтӗ.
106-мӗш театр сезонне культура учрежденийӗ чӑваш театрне пуҫарса янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятипе уҫма ӗмӗтленет.
Ҫӗнӗ сезон вӑхӑтӗнче театрта СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем иртӗҫ. РСФСР халӑх артистки Нина Григорьева вара 85 ҫул тултарӗ.
Ҫӗнӗ ӗҫсенчен Валентин Распутин ҫыравҫӑн «Последний срок» хайлавӗ тӑрӑх Алексей Герасимов спектакль лартасшӑн, Наталия Сергеева режиссёр Никифор Мраньккан «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗ тӑрӑх спектакль хатӗрлӗ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ режиссёрсене айккинчен пӗрмаях чӗнсе илсе спектакльсем лартать. Чӑваш академи драма театрӗ те ҫавӑн пек тӑвӗ. Дмитрий Миронов ҫамрӑк режиссёр Иван Тургеневӑн «Месяц в деревне» пьесипе спектакль хатӗрлӗ.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче чӑваш халӑх художникӗн Анатолий Силовӑн «Вихри цивилизации» (чӑв. Цивилизаци ҫил-тӑвӑлӗ) курав уҫӑлнӑ. Ӑна художникӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ.
Курава музей директорӗ Геннадий Козлов уҫнӑ. Вӑл залри ӳкерчӗксенче вӑрттӑн символ пуррине палӑртса хӑварнӑ. Портретсенче вара араб тӗнчин пайташӗсем, вырӑс, нимӗҫ, хрантсус ученӑйӗсем сӑнарланнӑ.
Сӑмах май каласан, Анатолий Силова «Иконописец Крылов Николай Иванович (1850-1900)» ылтӑн медальпе наградӑлама йышӑннӑ. Ку пирки Раҫҫейпе Палестина халӑхӗсен туслӑхӗн обществин культура комитечӗн наградӑсемпе ӗҫлекен комисси председателӗ Андрей Крылов академик видеоҫыхӑну мелӗпе пӗлтернӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Вера Кузьмина» кӗнеке-альбом кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан (1923–2021) пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халаллӗҫ.
Чӑваш театрне юратакансем Вера Кузьминана чунтан сума сунӑ. Теприсем ӑна курасшӑнах театра спектакль курма ҫӳренӗ. Ҫирӗп кӑмӑллӑ та йывӑрлӑхра авӑнман-хуҫӑлман хӗрарӑм сӑнарӗсем самай калӑпланӑ вӑл. Пур роле те ӗнентерӳллӗ, чунпа пырса тивмелле вылянӑ.
Кӗнекере сцена ӑстин тӗрлӗ ҫулӗсенчи сӑнӳкерчӗкӗсем, артисткӑран илнӗ интервьюсем, статьясемпе рецензисем пулӗҫ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ Вера Кузьминана халалланӑ кӗнеке-альбома хатӗрлессипе С.В. Журавлев фотограф, Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ В.В. Степанов тата Вера Кузьминан ывӑлӗ А.П. Хузанкай тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Песни мудрости народов Поволжья» (чӑв. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен ӑс-хакӑл юррисем) курав ӗҫлет. Ӑна халӑх юрӑҫи тата чӑваш фольклорне пухнӑ Гаврил Фёдоров ҫуралнӑранпа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 135 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Ольга Туркай радиожурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, курав ҫинчен вулавӑшӑн «Вулав центрӗ» секторӗн заведующийӗ Светлана Гордеева хавхаланса та кӑсӑклантарса ямалла каласа кӑтартнӑ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче вулавӑшра «Гаврил Федоров. Несӗлсен сасси» ятпа халӑх вокалӗн ӑсталӑх сехечӗ иртнӗччӗ.
Марина Карягина тележурналист, поэт тата драматург Азири ҫыравҫӑсене хаклассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл «Литературная Азия» (чӑв. Литература Азийӗ) конкурса тӑратнӑ ӗҫсене хаклакан жюри членӗ пулнӑ.
Халӗ Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ҫапларах хыпарланӑ: «Казахстанран хыпар ҫитрӗ: литература конкурсне пӗтӗмлетнӗ! Чӑваш ҫӗнтерӳҫисем хушшинче паллӑ авторсем те, хальлӗхе паллӑ маррисем те пур. Пирӗннисен ӗҫӗсене виҫҫӗн хакларӑмӑр: эпӗ (тӗп тӳре), жюри пайташӗсем — Виталий Родионов филологи докторӗ, Надежда Сельверстрова сӑвӑҫ. Хутшӑнакан йышлӑ пулмарӗ пулин те, хамӑр пуррине пӗлтертӗмӗр — ҫак паха!»
Сӑвӑ ҫыракан чӑваш ҫыравҫисенчен Гран-прие Галина Матвеева тивӗҫнӗ, пӗрремӗш вырӑна Любовь Фёдорова тухнӑ, иккӗмӗшне — Валентина Семёнова, виҫҫӗмӗшне — Николай Ишентей. Прозаисенчен Гран-припе Пётр Кудрявцева хавхалантарнӑ. Пӗрремӗш вырӑнта — Елена Алексеева, иккӗмӗшӗнче — Аркадий Русаков.
Раҫҫейри ҫыравҫӑсемпе издательсен союзӗн ассоциацийӗ прозаиксене Литература резиденцине йыхравлать. Ҫакӑ калем ӑстисене пичетре ӗҫлекенсемпе ҫывӑхлатасса шанаҫҫӗ.
Литература резиденцийӗнче писательсем лӑпкӑ лару-тӑрура чун канӑҫлӑхне тупайӗҫ, ҫӗнӗ шухӑш-кӑмӑлпа хавхаланӗҫ. Литература резиденцийӗ 20 кун ӗҫлӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫыравҫӑсем калас тенине хут ҫине куҫарнипе пӗрлех пӗр-пӗринпе паллашӗҫ, вырӑнти вулакансемпе тата литераторсемпе паллашӗҫ. Пултарулӑх тӗлпулӑвӗсенче пултаруллӑ ҫыравҫӑсем, редакторсемпе издаельсем сӗнӳ-канашпа пулӑшайӗҫ.
Литература резиденцийӗ Пенза ҫывӑхӗнчи ялта авӑн уйӑхӗн 3-23-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Заявкӑсене Раҫҫейри ҫыравҫӑсемпе издательсен союзӗн ассоциацийӗн (АСПИР) сайтӗнче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков ертсе пынипе чӑвашсем чунҫӳреве тухса кайнӑ. Кӑҫал хастар ентешӗмӗрсем Дагестана ҫитӗҫ.
Ырӑ йӑлана темиҫе ҫул каяллах Олег Цыпленков пуҫарса янӑ. Инҫе ҫула тухнӑ йыш чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсенче чарӑнӗ.
«Чунҫӳрев» сӑмаха ахальтен шухӑшласа кӑларман. Вӑл чун ыйтнипе ҫул-ҫӳреве тухнине пӗлтерет. Ҫав ҫула тухнисем «чунташ» ята илеҫҫӗ.
Аякри ҫула тухнӑ йышра — чӑвашлӑхпа кӑсӑкланакансем. Вӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн сӑваплӑ вырӑнӗсене ҫитсе кураҫҫӗ.
Ыран, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче республика шайӗнчи Уяв иртӗ.
Уяв ирхи 8 сехетрех пуҫланӗ. Вӑл 16 сехетчен пырӗ. Ҫав вӑхӑтра Сиктӗрмере тӗрлӗ курав, ӑстлӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 сехетре «Янра хут купӑс» конкурс пуҫланӗ. Унта 75 купӑсҫӑ хутшӑнӗ.
«Уяв пики» конкурсра 12 хӗр ӑмӑртӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ Чӑваш Енрен кайӗ.
Кӑҫалхи Уявра «Ача-пӑча вӑйӑ карти» те пулӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче юбилейлӑ 105-мӗш сезона хупма хатӗрленеҫҫӗ.
Сезона «Юрлар-и, ташлар-и, фольклорпа джаз кӗввипе» ӗҫпе утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче хупӗҫ. Ӑна СССР халӑх артсичӗ Валерий Яковлев лартнӑ.
Унччен вара утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче театрта «Ҫын пурнӑҫӗ» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна Леонид Андреев пьеси тӑрӑх Василий Иванов режиссёр лартнӑ. Пьесӑна 1906 ҫулта ҫырнӑ. Ӑна чӑвашла Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ольга Туркай куҫарнӑ.
2023 ҫулта Элӗк, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗсен культура тата кану учрежденийӗсем автоклубсем туяннӑ.
Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем ҫӗнӗ автоклубпа ҫула тухнӑ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе вырӑнтисене паллаштарнӑ.
Чӑн та, пур ялта та клубсем ҫук, тепӗр ҫӗрте пулсан та вӗсем йӗркеллӗ ӗҫлемеҫҫӗ. Автоклубсемпе концертсемпе район тӑрӑх ним мар ҫӳреме пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |