Анатолий Хмыт чӑваш ҫыравҫи ЧР Наци библиотекинче «Турай» ҫӗнӗ романа презентацилерӗ.
Унта ӗҫтешсем, ентешсем, критиксем, филологсем, Афганистан вӑрҫине хутшӑннӑ пӗр полкри ҫынсем, хӗсметри юлташӗсем, журналистсем, библиотекарьсем хутшӑнчӗҫ.
Вӗсем хушшинче Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн директорӗ Юрий Исаев, Чӑваш радио (ЧГТРК) тӗп редакторӗ Ольга Туркай, Чӑваш профессиллӗ ҫыравҫӑсен правленийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Куликова (Улькка Эльмен), Чӑваш кӗнеки издательствин редакторӗсем Галина Антонова, Владимир Степанов, Хусанти паллӑ чӑваш журналисчӗ Константин Малышев, Шупашкарти 18-мӗш шкулӑн малтанхи директорӗ Александр Григорьев; ЧР Обществӑллӑ палатӑн членӗ, ЧНК президиум пайташӗ Тимӗр Тяпкин, тата ыттисем пулчӗҫ.
Пухӑннисем ҫӗнӗ романа, А. Хмытӑн пултарулӑхне ҫӳтсе яврӗҫ, ӑна ырӑ сунса сӑмах каларӗҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Автор хӑнасене хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекине парнелерӗ, лару хыҫҫӑн хӑнасене, чейпе сӑйларӗ.
Кӑҫал Шупашкарта иртекен пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль 6 кун мар, пӗр эрне пулӗ. Ку хушӑва нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ алӑ пуснӑ.
Ҫапла кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланса 31-мӗшӗнче вӗҫленмест, ҫӗртмен 1-мӗшӗнче кӑна хупӑнӗ. Хальхи вӑхӑтра икӗ номинаципе ӗҫсем йышӑнаҫҫӗ: «Вӑйӑ киновӗ» тата «Этника тата регион киновӗ». Суйлав ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пулӗ.
Чӑваш Енӗн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Кӗнеке парнелемелли пӗтӗм тӗнчери куна халалласа ҫыравҫӑсем пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, поэт, прозаик, драматург Лидии Сарине; ача-пӑча ҫыравҫи Алевтина Корочкова; Чӑваш кӗнеке издательствин ача-пӑча литературин редакторӗ Ольга Федорова пулнӑ.
Вӗсем тата вулавӑш тусӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса библиотекӑна 1200 ытла кӗнеке парнеленӗ. Ҫав шутра илемлӗ литература ҫеҫ мар, аслисем валли те.
Кӗнеке пуххине 10 ҫемьери ачасене парнеленӗ.
Хӑшӗ-пӗри питех те чӑваш халӑхне катӑк тесе кӑтартма тӑрӑшать. Ун пеккине сахал мар курнӑ. Хамӑр чӑвашсем те «ахах»-па «мерчен» шырама ютталла ытларах тӗмсӗлеҫҫӗ. Ытти халӑхсенчен вӗреннинче ним япӑххи те ҫук, кӑна ырламалла кӑна. Анчах та ҫав хушӑрах хамӑра ыттисенчен катӑкран теме хӑтланни ман шутпа киревсӗр япала.
Сӑмахӑм ман паян «Илемлӗ, илемлӗ…» чӑваш халӑх юрри пирки пулӗ. Нумайӑшӗ, вӑл илемлӗ юрӑ тесен, хирӗҫ пулмӗҫ ӗнтӗ. Ку чӑнах та ҫапла. Пӗр енчен ансат юрӑ. Анчах ҫав хушӑрах питӗ илемлӗ вӑл. Августа Уляндина шӑрантарниех епле ҫепӗҫ янӑрать:
Чи малтан юрӑ текстне илсе парар:
Илемлӗ, илемлӗ...
Илемлӗ чӑваш юрри.
Илемлӗ чӑваш юрри те —
Юрлама пӗлсен кӑна.
Илемлӗ, илемлӗ...
Илемлӗ чӑваш ташши.
Илемлӗ чӑваш ташши те —
Ташлама пӗлсен кӑна.
Илемлӗ, илемлӗ...
Илемлӗ чӑваш пики.
Илемлӗ чӑваш пики те —
Сӑпайлӑ пулсан кӑна.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Республикӑри халӑх пултарулӑх ҫурчӗпе Вӑрнар муниципалитет округӗн администрацийӗ пӗрле пулса ирттернӗ «Шӑпӑр-кӗсле, ай, янра!» фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта чӑваш халӑх музыка инструменчӗсемпе калама пӗлекенсем хутшӑннӑ. Конкурса чӑваш музыка инструменчӗсем хатӗрлекен ӑста пулнӑ Владимир Михайлова асра тытса йӗркеленӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхи тӑххӑрмӗш хутчен иртет. Унта хутшӑнакансен йышӗ нумайлансах пырать. Ҫӗнтерӳҫӗсене кӑҫал та темиҫе номинаципе палӑртнӑ.
Чӑваш наци музейӗ эндаумент-фонд йӗркелеме палӑртса хунӑ.
Пирӗн ҫӗршыври чылай музее патшалӑх тытса тӑрать. Асӑннӑ учрежденисем тӗрлӗ проект валли грантсем ҫӗнсе илме ӑнтӑлҫҫӗ, меценантсем шыраҫҫӗ. Анчах ку вӑл — яланхи тупӑш мар. Эндаумент текен япала вара ялан тупӑш илсе тӑма май парать иккен.
«Музейра эндаумент-фонд йӗркелесси – калӑпӑшлӑ тӗллев. Унпа маларах «Эрмитаж», Вырӑс музейӗ, Третьяков галерейи йышши паллӑ музейсем ҫеҫ ӗҫленӗ. Регионсенчисенчен эндаумента тӑватӑ регионта ҫеҫ, вӗсем пурте Урал леш енче, йӗркеленӗ: Омскра, Томска, Красноярскра, Владивостокра. Раҫҫейӗн Европа пайӗнчи регионсенчен эпир пӗрремӗш пулӑпӑр, краеведени музейӗсенчен ҫӗршывра — иккӗмӗш», – тенӗ музей директорӗ Ирина Меньшикова.
Виктор Чугаров-Чалтӑр Чӑваш чӗлхи клубне ертсе пыма пӑрахнӑ. Ку хыпара Игорь Алексеев халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Игорь хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл ку яваплӑха хӑй ҫине илме темиҫе ҫынна сӗнсе пӑхнӑ, анчах килӗшекен хальлӗхе тупӑнман.
Игорь Алексеев «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ку яваплӑха хӑйсем ҫине илмӗҫ-ши тесе тӗмсӗлнӗ. Клубра хаҫат-журналта пичетленнӗ статьясене тишкерме пулать тесе шухӑшлать вӑл.
Поста вуланисем тӳлевсӗр ӗҫе туса пыма ҫӑмӑл маррине палӑртаҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейне чӑваш халӑх поэчӗ Александр Галкин (1928–2002) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа пуҫтарӑннӑ.
Пулас поэт Элӗк районӗнчи Чулкаҫ ялӗнче 1928 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Литературӑпа ӗҫлеме вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенче пуҫӑннӑ. Унӑн «Ир-ирех тӑрса эп антӑм шыв хӗрне...» пӗрремӗш сӑввине 1956 ҫулта «Ялав» журналта пичетленӗ. Тепӗр виҫӗ ҫултан унӑн «Пӗчӗк ӗҫченсем» кӗнеки кун ҫути курнӑ.
Александр Галкин сӑвӑсем те ҫырнӑ, проза та, юптарусем те. Нумай писатель хайлавне чӑвашла куҫарнӑ.
Хӑй вара чылай ҫул Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.
Астӑвӑм каҫне пуҫтарӑннисем поэтӑн «Кӑвак чечексем» сӑввипе Юрий Кудаков ҫырнӑ юрра пӗрле шӑрантарнипе вӗҫленӗ. Пултаруӑх каҫне Юрий Кудаков та хутшӑннӑ.
2022 ҫулшӑн Чӑваш Енӗн литературӑпа ӳнер премине илме хӑш ӗҫсене тӑратни паллӑ. Списокра — пурӗ тӑхӑр ӗҫ. Вӗсем пирки халӗ ҫынсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне Шупашкарти Прездент буьварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-2 пӳлӗме ҫитерме пултараҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 56-50-48, электрон адрес: culture56@cap.ru.
Конкурсри ӗҫсем ҫаксем: «Писатели Чувашии – детям» электрон вулавӑш, Вырӑс алфавитне тӗпе хурса йӗркеленӗ ҫӗнӗ чӑваш алфавичӗн палӑкӗ (авторӗ — Виктор Глебов), «Наша вечность все равно останется с нами: пьесы» пултарулӑх монографийӗ, «Сурский рубеж. Помни. Знай. Не забывай» театрпа концерт программи, «Чувашская народная песня в творчестве композиторов: композиторский фольклоризм, фольклорные «волны», жанр обработки» монографи, «Куккук куҫҫулӗ» спектакль, «Чувашский мир и его выдающиеся люди» документлӑ фильмсен ярӑмӗ, «Хранители» спектакль, Сергей Рахманиновӑн «Симфонические танцы» балечӗ.
Чӑваш наци музейӗ вырсарникун, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлӗ. Ҫавна май ун чухне учрежденири ялан ӗҫлекен экспозицисемпе тӳлевсӗрех паллашма май туса парӗҫ. Ушкӑнсем валли экскурсисем тата ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗҫ.
Чӑваш Ен историйӗпе паллаштаракан экскурси 12 сехетре пуҫланӗ, тӗрленӗ Раҫҫей карттипе паллаштараканни — 14 сехетре.
Тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗ 11 сехетре, 12 сехет те 30 минутра, 14 сехетре иртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |