Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ иртсе кайнӑ ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ.
Пӗлтӗр культура ӳнер учрежденийӗнче 7 ҫӗнӗ постановка лартнӑ. Вӗсене ачасем тата аслисем валли хатӗрленӗ. Раштавӑн 15-мӗшӗнче, сӑмахран, театрта «Яту сан ӗмӗре ҫуталтӑр» музыкӑпа поэзи каҫӗ иртнӗ. Ӑна Казахстанӑн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗсченӗ Иосиф Дмитриев (Трер) ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫав кун тӗлне Лолита Чекушкина композитор Иосиф Трерӑн «Ӑрӑм» поэми тӑрӑх оратори хатӗрленӗ. Проекта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗпе пӗрле пурнӑҫа кӗртнӗ.
Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 12 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Лев Куракова асра тытнине палӑртса пухӑнӗҫ.
Лев Кураков — паллӑ учёнӑй-экономист, общество тата патшалӑх ӗҫченӗ, экономика наукисен докторӗ, профессор, Раҫҫей вӗрентӗвӗн академийӗн чӑн членӗ.
Лев Кураков пурӑннӑ пулсан ыран 80 ҫул тултаратчӗ. Вӑл ҫуралнӑ кун вулавӑшра унӑн вӗренекенӗсем, ӗҫтешӗсем, унпа пӗр шухӑшлӑ пулнисем асӑну каҫне пуҫтарӑнӗҫ.
Комсомольски районӗнчи тӗп вулавӑшра кӑҫал этнобиблиотека уҫӑлӗ. Ун валли федераци хыснинчен 10 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса парӗҫ.
Ҫӗнӗ йышши вулавӑшра нацисем хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарма ӗмӗтленеҫҫӗ, ҫав шутра чӑвашсенне те тесе шанас килет.
Вулавӑша кӑҫал тӗплӗн юсаса ҫӗнетӗҫ, вулав залӗсене, кӗнеке упракан вырӑнсене ҫӗнӗлле йӗркелӗҫ.
Унта электрон- тата аудиокӗнекесемпе те паллашма май килӗ, Брайль шрифчӗпе кӑларнӑ кӑларӑмсем те пулӗҫ.
2023 ҫулта Чӑваш Енре виҫӗ автоклуб туянӗҫ.
Республикӑн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 1729 ял-хула, вӗсенчен 1720-шӗ — ялтисем. Ялсенче культурӑпа кану ҫурчӗсен шучӗ ҫулсерен чакса пырать. Паянхи куна илсен ун пеккисем — 668.
«Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗршывра автоклубсене аталантараҫҫӗ. Ӑна туянмалли конкурса хутшӑнса пирӗн республикӑри виҫӗ район ҫӗнтернӗ. Ҫав йышра — Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗ, Элӗк муниципалитет округӗ, Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗ.
Мускав ҫывӑхӗнче пӑр скульптурисен Подольск фестивалӗ иртет. Унта пирӗн ентеш те хутшӑнать. Вӑл - Шупашкарти Андрей Молоков.
Пӑр скульптурӑсен фестивальне 12 ӑста хутшӑнать. Фестивале Мускавран, Рязаньтен, Питӗртен, Дон ҫинчи Ростовран, Амур ҫинчи Комсомольскинчен, Тюменьтен, Якутскран, Минскран тата Шупашкартан ӑстасем килнӗ.
Андрей Молоков Садко пирки калакан халапа тӗпе хурса пӑртан композици касса кӑларнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн хӗрлӗ хӑю касса тӗрлӗ объект уҫасси — тахҫантанпах пыракан йӑла-йӗрке. Раштавӑн 28-мӗшӗнче ҫавӑн пек майпа Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери культура ҫуртне уҫнӑ. Унччен пӗр кун маларах Комсомольки районӗнчи Тукай ялӗнче ун пек учреждение хута янӑ.
Пучинкерине уҫма республика хыснинчен 44757,74 пин тенкӗ уйӑрнӑ, оборудованипе тивӗҫтерме – 4028,75 пин. Ялти клубра компьютер та; сасӑ, ҫутӑ, музыка оборудованийӗ те пур. Куракансем валли, паллах, — хӑтлӑ зал, меллӗ сӗтел-пукан.
Чӑваш Енре композиторсен конкурсӗ иртӗ. Кун пирки республика Правительствин раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи ларӑвӗнче культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ.
Музыка хайлавӗсен республикӑри конкурсне композиторсене хавхалантарас тата профессиллӗ пултарулӑх коллективӗсен репертуарне хальхи вӑхӑтри кӗвӗ-ҫемӗпе пуянлатас тӗллевпе йӗркелеме йышӑннӑ.
Конкурса виҫӗ ҫулта пӗр хутчен ирттерӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ номинацире палӑртӗҫ: «Инструмент сочинененийӗ», «Вокалпа хор жанрӗ», «Пысӑк музыка форми».
Ҫӗнтерӳҫӗсене 100-шер пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Вӗсен хайлавӗсене патшалӑх театрӗсемпе концерт учрежденийӗсенче усӑ курма сӗнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗнер пысӑк кинозал уҫӑлнӑ. Ҫав пулӑм ячӗпе театра республикӑ культура министрӗн ҫумӗ Надежда Павлова та пырса ҫитнӗ.
«Ҫеҫпӗл» кинозал валли оборудовани туянма кӑҫал 9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫав укҫана Тӑван ҫӗршыври кинематографие аталанма пулӑшакан федераци фондӗнчен уйӑрнӑ.
Курав залӗнче 472 ҫын вырнаҫаять. Унта цифра кинооборудованийӗ, сасӑ аппаратури, ҫӗнӗ киноэкран, 3D форматлӑ кино кӑтартмалли хатӗр вырнаҫтарнӑ.
Министр ҫумӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Культура» нацпроект пулӑшнипе Чӑваш Енре 22 кинозал уҫнӑ.
Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Аса илтерер: унта Александр Пӑрттан «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» кӗнекине сӳтсе явнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче хыпарланӑ тӑрӑх, ларура филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Ольга Скворцова доцент палӑртнӑ тӑрӑх, «Автор литература саккунӗсене пӗлни сисӗнет. Сӑнарсене кӑтартса пама тӗрлӗ мелпе усӑ курать вӑл – ӑшри шухӑшлав, ытти сӑнарпа хутшӑнни, ҫутҫанталӑк улшӑнӑвӗ урлӑ сӑнлани... Юратуллӑ туйӑмсем ҫинчен пӗр евӗрлӗрех ҫырнӑ».
«Александр Пӑртта прозинче те артист, драматург пулни сисӗнет. Вӑл сӑнарсене те ӗҫ-пулӑм урлӑ сӑнласа парать, прозаик пек ирӗклӗн сарӑлса каймасть», — тесе хакланӑ, сӑмахран, Людмила Сачкова прозаик.
«Кино фончӗ» пулӑшнипе Ҫӗмӗрле хулинче «Восход» культура ҫуртӗнче кинозал уҫӑлнӑ. Кун валли 9 миллион тенкӗ субсиди уйӑрнӑ. Республика хыснинчен тепӗр 2 миллион тенкӗ панӑ. Ку – кинозал пӳлӗмне хатӗрлеме.
Ҫак укҫапа нумай функциллӗ конференц-заллӑ пӗчӗк кинозала хӑтлӑлатнӑ. Пӗчӗк кинозал пӗр самантра конференц-зал пулса тӑма пултарать. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тарӑх, унта ӗҫлӗ, вӗренӳ тата культура мероприятийӗсем йӗркелеме май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |