Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра «Их имена останутся в истории» (чӑв. Вӗсен ячӗсем историре юлӗҫ) темӑпа ӑслӑлахпа практика конференцийӗ иртнӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне тата К.П. Неверов генерал-лейтенант ҫуралнӑранпа 130 сул ҫитнине халалланӑ.
К.П. Неверов — чӑваш купсин, меценанчӗн Прокопий Ефремовӑн мӑнукӗн ывӑлӗ. Лидия Филиппова журналист тата публицист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Унта ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, педагогсем, литераторсем, ветерансем, кадетсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Шупашкартан ҫеҫ мар, Челепир хулинчен те. Ҫавсен йышӗнче чӑваш меценанчӗн йӑхӗнчен тухнисем те пулнӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче, сӑмахран, Неверов генерал-лейтенантӑн Челепирти мӑнукӗ Наталия Викторовна телефонпа ҫыхӑнса калаҫнӑ.
Agabazar // 1524.8.9930
2025.02.03 09:33 | |
![]() |
Чаваш купсин тӑхӑмӗ. Ехрем хуҫан тӑхӑмӗ. Ҫине-ҫинех меценат тени кунта кирлех те мар. |
волгин герман // 2371.83.4655
2025.02.03 11:08 | |
челепир яче вырасла мен тени? | |
Agabazar // 1524.8.9930
2025.02.03 13:04 | |
![]() |
Меценат тени вăл — професси мар. |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.02.04 06:14 | |
Мĕнле хула у - Челепир?! Мĕн, Раççейре çĕнĕ хула ÿссе ларнă-им?!
Валери ТУРКАЙ.04.02.25 |