Чӑваш кӗнеке издательствинче Владимир Кузьминӑн «Тымар» романӗ пичетленсе тухнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗсем – Е.Ю. Ивановӑпа В.Н. Алексеев. 1000 тиражпа пичетленнӗ кӗнекене С.В. Гончаров художник илемлетнӗ.
Роман «Ҫӗр аннерен хакли ҫук», «Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ» тата «Телей уҫҫи ҫумрах» пайсенчен тӑрать иккен. «Унта чӑваш ялӗ, хресченӗн кун-ҫулӗ еплерех аталанса-улшӑнса пыни тӗп вырӑн йышӑнать. Ҫӗршыври улшӑнусем чӑваш ялӗнче те сисӗнмесӗр юлмаҫҫӗ, ялта ҫуралса ӳснӗ яш-кӗрӗм хуланалла талпӑнать. Хайлаври тӗп сӑнарсем – Салакайӑксен йӑхӗнчи ҫынсем», — пӗлтерет Ольга Федорова.
Романри ӗҫ-пуҫ иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче пуҫланать те 2017 ҫулта вӗҫленет. Тӗп тема — юрату.
Чӑваш наци радиовӗн эфирӗнче паян «Самана таппи» кӑларӑм пулчӗ. Вӑл — «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗпе пӗрле йӗркеленӗ передача. Ӑна Рената Волкова тата «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ Лидия Филиппова ертсе пычӗҫ. Кӑларӑма Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, Альбина Юрату сӑвӑҫ, Александр Осипов музыковед хутшӑнчӗҫ.
Кӑларӑмра хальхи вӑхӑтри чӑваш поэзине тата эстрадине тишкерес тӗллев лартнӑ. Александр Осипов ташламалли тата итлемелли юрӑсем пур тесшӗн пулчӗ. Айван сӑмахсемлӗ юрӑсем пирки калаҫнӑ май Альбина Юрату ҫамрӑксене хӑйсен хӗрӳлӗхне кӑларса яма ун пеккисем те кирлӗ тесшӗн пулчӗ.
Юрӑсенче вырӑс сӑмахӗсене усӑ курни пирки те сӑмах хускатрӗҫ. Хӑш-пӗр юрӑра вӑрланӑ кӗвӗ тӗл пулни пирки те калаҫу пулчӗ.
2109 ҫулта К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне юсама палӑртнӑ. Пашалӑх закупкисен сайтӗнче ҫак тӗллевпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Аукциона заявкӑсене раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, конкурс раштавӑн 14-мӗшӗнче иртӗ. Килӗшӳ хакӗ – 28 130 030 тенкӗ. Ҫӗнтерӳҫӗн стенасене сӑрламалла, маччана, урая, алӑксене, электричествӑна, канализацие, вентиляцие, шыв пӑрӑхӗсене улӑштармалла, ҫӗнӗ розеткӑсем, светильниксем, сантехника лартмалла.
Театра ҫитес ҫулхи ака уйӑхӗнче юсама пуҫлӗҫ, ӗҫе авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Театра ҫав вӑхӑтра хупмӗҫ.
Сӑмах май, театр зданине 1961 ҫулта тунӑ, вӑл пӗтӗмпе 2772 тӑваткал метр лаптӑка йышӑнать.
Мускавра пурӑнакан чӑваш кинорежиссерӗн Елена Рябцеван ӗҫне — «Юман» кӗске метражлӑ фильма — Иерусалимри виҫҫӗмӗш кинофестивальте кӑтартӗҫ. Кинофорум чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче уҫӑлӗ те раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хупӑнӗ.
Кинофестивалӗн пӗрремӗш кунхине, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 15 сехетре «Юман» фильма «Чӑвашкино» ҫуртӗнче кӑтартӗҫ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Елена Рябцева режиссер пӗлтерчӗ.
Фестивалӗн малтанхи кунӗнче кӑтартакан «Юмана» харӑсах темиҫе ҫӗршывра: Палестинӑра, Ливанта, Иорданире, Ливинче, Алжирта — пӗр вӑхӑтра курма май килӗ.
Кинофорума Шупашкарта уҫни «Общество дружбы и сотрудничества между народами Чувашии и Палестины» (чӑв. Чӑваш Енпе Палестина халӑхӗсем хушшинче килӗштерсе ӗҫлекен общество) (ертӳҫи — Аль-Балауи Бассам Фатхи право докторӗ) ҫине тӑнипе ҫыхӑннӑ.
Иерусалимри фестивалӗн ытти кунӗнче Ливанта, Египтра, Тунисра, Мароккӑра, Алжирта, Оманта, Иракра, Суданта, Ливинче, ҫавӑн пекех Раҫҫейри икӗ регионта — Мари Элпа Пушкӑртстанра — ӳкернӗ ӗҫсене кӑтартӗҫ.
Шупашкарта раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 11 сехетре, хальччен пулман культура мероприятийӗ иртӗ. Ҫав кун Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне «Хрустальная веточка» (чӑв. Хрусталь турат) сусӑр ачасен пултарулӑх фестивальне йыхравлаҫҫӗ.
Сусӑрсен пӗтӗм тӗнчери кунне халалланӑ уява ирттерме Раҫҫейӗн Культура министерстви тата Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшаҫҫӗ. Фестивале сусӑр ачасен пултарулӑхне аталантарма хавхалантарас, вӗсене ҫынсен хушшинче хӑйсене тупма пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
«Хрусталь турат» мероприятире ачасем вокал, хореографи пултарулӑхне, сӑвӑ-калав илемлӗ вуланине, тӗрлӗ интсрументпа хитре каланине кӑтартӗҫ.
Сӑмах май, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери Парамузыка фестивалӗ иртнӗччӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче литература клубӗ малалла ӗҫлет.
Ытларикун, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртӗ.
Ӑна йӗркелекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «клуб ларӑвӗсем ирӗклӗ калаҫу формипе иртеҫҫӗ, хутшӑнакансем суйласа илнӗ кӗнекесене тишкереҫҫӗ, шухӑш-кӑмӑлне пӗлтереҫҫӗ, хӑйсен хайлавӗсемпе паллаштараҫҫӗ».
Чӑваш литературине юратакансем, хальхи вӑхӑтри ӗҫсемпе кӑсӑкланакансем тата вӗсемпе паллашсах тӑракансем Римма Прокопьеван «Сар хӗвел хӗрелсен» кӗнекине сӳтсе явма палӑртнӑ.
Кӗнеке ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ хайлавсен республикӑри конкурсӗнче 2017 ҫулта ҫӗнтернӗ. Ҫав укҫана ҫӗнӗ кӗнекене пичетлеме усӑ курнӑ. Ӑна сӳтсе явас текенсене «Варкӑш» клуба йыхравлаҫҫӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер саспаллисене Акатуя пухнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн уявне вӑл чӑваш алфавитӗнчи 37 саспаллине хутшӑнтарнӑ.
Сӑмахӑмӑр — Чӑваш кӗнеке издательствинчи кӗҫӗн классенче вӗренекен шкул ачисем валли пичетленнӗ «Йӑлӑмри Акатуй» кӗнеке пирки пырать.
Кӑларӑма кӗнеке-азбука евӗр хатӗрленӗ. Унта автор кашни саспаллипе сӑвӑ урлӑ паллаштарать. Акатуя пухӑннӑ саспаллисем чӑваш лексикин хӑйне евӗрлӗхне уҫса параҫҫӗ.
Юрий Сементерӗн «Йӑлӑмри Акатуй» азбука-кӗнекин пӗтӗмӗшле тиражӗ – 1000 экземпляр. Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӑларӑма хӑйне евӗр тесе палӑртаҫҫӗ. Унтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳкерчӗксемпе кӗнекене Петр Сергеев художник илемлетнӗ, редакторӗ – Ольга Иванова.
Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче геологипе минералоги ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Ӑслӑлӑхпа ӳнер чӑваш наци академийӗн чӑн пайташӗ, ҫул ҫӳревҫӗ тата таврапӗлӳҫӗ Геннадий Трифонов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа «Г.В. Трифонов – геолог, философ, ученый, педагог» сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ.
Мероприятие Чӑваш патшалӑх университечӗн истори музейӗн ертӳҫи Ольга Галошева йӗркеленӗ. Ююбиляра ентешӗсен ячӗпе Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял литературовед тата публицист саламланӑ. Геннадий Федорович пултарулӑхне Евгений Кадышев, Рената Михайлова, Николай Осипов, Тихон Сергеев наука докторӗсем, Геннадий Степанов, Герольд Плечов, Нина Полупан-Семедова, Эмиль Ургалкин ӗҫтешӗсем пысӑка хурса хакланӑ.
Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Иосиф Дмитриев-Трерпа сывпуллашнӑ. Сывпуллашу керменӗн кӗҫӗн залӗнче иртнӗ. «Халӑх нумай пулнине пурин валли те вырӑн ҫитеймен», — тесе пӗлтерчӗ Тимӗр Акташ журналист.
Ӑсату мероприятийӗнче ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева, Чӑваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев, Чӑваш Республикинчи театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Геннадий Медведев тата ыттисем сӑмах тухса каланӑ. Вӗсен шутӗнче Мари Элӗн наци драма театрӗн ӳнер ертӳҫи Василий Пектеев та пулнӑ, вӑл Иосиф Трера театр рыцарӗ, чӑваш халӑхӗн рыцарӗ тесе хак панӑ.
Иосиф Дмитриев-Трер — паллӑ чӑваш режиссёрӗ, поэчӗ, музыка критикӗ, тӑлмач, актёр. Вӑл Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Казахстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче, Геннадий Иванов-Орков искусствовед Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, «ҫӗнӗ хаваслӑх». «Нарспи» поэмӑна дизайн тата содержани енчен пачах ҫӗнӗлле, хальччен пулманла кӑларнӑ.
Кӑларӑмра К.В. Иванов поэтӑн, А.И. Миттов художникӑн пултарулӑхӗ, А.П. Хузанкайӑн чун хавхаланӑвӗ, Питер Франс куҫаруҫӑн ӑс-тӑнӗ пӗрлешнӗ. Ҫак шухӑша Геннадий Иванов-Орков пӗлтернӗ.
Кӗнекене кӑвакрах тӗспе капӑрлатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |