«Чӑвашфильм» пӗрремӗш наци киностудийӗ каллех ҫӗнӗ фильм ӳкерме хатӗрленет. Вӑл «80-мӗш ҫулсенчи дискотека» ятлӑ пулӗ.
Юрий Спиридоновӑн киностудийӗ актерсене суйласси пирки пӗлтернӗ. Пӗрремӗш кастинг авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ.
Юрий Спиридонов ҫӗнӗ кинопроект пирки ҫапла каланӑ: «Фильм перестройка вӑхӑтӗнчи пирӗн лайӑх тапхӑр пирки каласа кӑтартӗ. Мӗнле туслашни, мӗн пирки ӗмӗтленни, мӗнле кӗвӗ итлени пирки, радиопа тата телевизорпа мӗн пыни, мӗнле тумланни, мӗн патне талпӑнни, эпир тата пирӗн атте-анне хулари хӑш савутсемпе хапрӑксенче ӗҫлени ҫинчен».
Паян, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Иоаким Максимов-Кошкинский вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Чӑвашсен профессилле театрӗн йӗркелӳҫине, «Чувашкино» киностудие уҫаканне, драматурга, тӑлмача, актера, театрпа кино режиссерне, общество деятельне, театр педагогне, Чӑваш АССРӗн халӑх артистне, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченне хисеп туса К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑвал патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем, Чӑваш Енӗн электрон тата кинодокументацин патшалӑх архивӗн ӗҫченӗсем, журналистсем пуҫтарӑннӑ.
Астӑвӑм митингне театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев уҫнӑ. Иоаким Максимов-Кошкинскийӗн сумлӑ ӗҫне вӑл пысӑка хурса хакланӑ, унӑн пархатарлӑ ӗҫне тивӗҫлипе малалла тӑсмаллине палӑртнӑ.
Пӗлтӗр ҫулла Муркаш районӗнче Елена Рябцева режиссер ӳкернӗ «Юман» фильм тӗрлӗ кинофестивальте пулма ӗлкӗрчӗ. Чи малтанах ӑна Елена ҫапах та Шупашкара илсе килнӗччӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче кӑтартнӑччӗ. Унтах фильмра вылянӑ артистсем, ҫак ӗҫе хӑйсен сулмаклӑ тӳпине хывнӑ хастарсем пухӑннӑччӗ.
Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр. Елена Рябцеван ӗҫне паян Лондонри «INSHORT 2018» кинофестивальте кӑтартнӑ. Режиссер ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери кинофорума Елена хӑй кайман. Англинче вӑл, сӑмах май, ултӑ хут та пулнӑ. Кинофестивале Вера Щербина редактор хутшӑнать.
Ӗҫе пӗтӗм тӗнче шайӗнче кӑтартас умӗн Еленӑпа «The New Current» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм интервью хатӗрленӗ. Журналистсем фильм епле ҫуралнипе те кӑсӑкланнӑ. Елена Раҫҫейри пысӑках мар этнос ушкӑнӗпе пӗтӗм тӗнчене паллаштарас килнине пӗлтернӗ.
«Чӑвашфильм» ҫитес ҫул ҫӗнӗ фильм кӑтартасшӑн. Ун валли ят та тупнӑ ӗнтӗ – «Подполковник Варламов слушает» (чӑв. «Варламов подполковник итлет»). Ку проект авторӗ - Юрий Спиридонов.
Тӗп сӑнар - Чӑваш ААСРӗн Вӑрнарти НКВД пуҫлӑхӗ Варсанофий Варламович Варламов, ӑна Юрий Спиридонов калӑплать. Вӑрҫӑ пирки ӳкерекен проекта Вера Кузьмина артистка та хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Фильма Куславкка, Шупашкар, Комсомольски, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта ӳкернӗ. Халӗ фильма монтаж тӑваҫҫӗ. Кинона Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 74 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Юрий Плющев кинооператор тата фотохуджник ҫинчен Минск хулинче пурӑнакан Дмитрий Михелев кинорежиссер тата ҫыравҫӑ пӗр вунӑ ҫул каяллах ҫапла каласа панӑччӗ: «Беларусьфильмри» чӑваш юлташлӑхне кӗрет вӑл, сахал мар документлӑ тата илемлӗ фильм ӳкернӗ. Елчӗкре ҫуралнӑ, Шупашкарта ҫитӗннӗ, Николай Никитин чӑваш ҫыравҫин ывӑлӗ...» Анчах ун ҫинчен ҫийӗнчех ҫырса кӑтартасси пулмарӗ: Мускава, Раҫҫей ҫинчен ют ҫӗршыв ҫыннисене каласа паракан студие, чӗнсе илнӗ иккен ӑна, хӑҫан таврӑнассине каласа хӑварман. Вӑхӑт иртсе пырать, анчах куҫа-куҫӑн лараса калаҫма хӑҫан май килӗ? Тав Турра, «Фейсбук» урлӑ кӑштах сӑмахласа илме май килчӗ.
- Кинооператор – питӗ сайра тӗл пулакан професси. Алла кинокамера тытас ӗмӗт епле ҫуралчӗ?
- Шкулта вӗреннӗ чухне эпӗ фотографи енне туртӑннӑ. Ман «Смена-6» фотоаппарат пурччӗ, каярах «Зенит» ҫине куҫрӑм. Шупашкарти пионерсен Керменӗ ҫумӗнчи фотокружока ҫӳреттӗм. Ӑна Михаил Егоров ертсе пыратчӗ. Вӑл ҫав тапхӑрти паллӑ фотожурналистчӗ, ун сӑнӳкерчӗкӗсем хаҫат-журналта тӑтӑшах ҫапӑнса тухатчӗҫ.
ЧР Наци вулавӑшӗ «Литмост. Эксмо объединяет» проекта хутшӑнать. Ҫавна май авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫейри паллӑ ҫыравҫӑпа Ник Перумовпа онлайн-тӗлпулу ирттерӗҫ.
Мероприяти Наци вулавӑшӗнче конференц-залра иртӗ (2-мӗш хут, 214-мӗш пӳлӗм), 14 сехетре пуҫланӗ. Унта кирек кам та пыраять, паллӑ ҫыравҫа ыйту параять.
Сӑмах май, «Эксмо» ҫак уйӑхра «Гибель Богов-2», «Орел и Дракон» ярӑмӑн ҫиччӗмӗш кӗнекине кӑларать.
Тата ҫакна палӑртса хӑвармалла: мероприятие лекес тесен укҫа тӳлемелле мар, вӑл тӳлевсӗр.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ премьера хатӗрлет. Ӑна авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче сцена ҫине кӑларма палӑртнӑ. Вӑл хайлав Валентин Катаевӑн «Миллион терзаний» (чӑв. Хӑлха ҫаккишӗн хӑлха чикки) пьеси тӑрӑх лартнӑ камит пулӗ.
Хайлавӑн тӗп сӑнарӗ, интеллигентлӑ, вӑтам ҫулсенчи ӗҫсӗр арҫын, вырӑс интеллигенцийӗн ялавне ҫӳлте йӑтма чӗнсе калать. Хӑйӗн ачисене ҫапла вӗрентет вӑл. Спектакле Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов лартнӑ, художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.
Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла. Чӑваш Енри театрсем ҫак кунсенче черетлӗ сезона уҫрӗҫ. Сӑнавлӑ театрти чаршав авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлчӗ, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче — Вырӑс драма театрӗнче.
Куславкка районӗнчи Куснарта Марфа Трубина ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине уявланӑ. Унти шкулта ҫыравҫӑсен пӗр ушкӑнӗ авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫакӑн пирки Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ Фейсбукра пӗлтернӗ. Тата вӑл шкула пырса кӗрсенех куҫ тӗлне лекнӗ портретсене ӳкерсе илнӗ.
Ҫыравҫӑ 1888 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче /кивӗ стильпе ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче/ Куславкка районне кӗрекен Аслӑ Куснар ялӗнче ҫуралнӑ. «Пирӗнтен, хӗрӗхелле ҫитнӗ е унтан та иртнӗ ҫынсенчен, кам ас тумасть пулӗ Трубина Мархвине, хамӑр хушӑри пек каласан — «Мархва аппана», хамӑра валли те, пирӗн ачамӑрсем валли те нумай-нумай паха кӗнеке ҫырса хӑварнӑ ҫынна? Пурте питӗ лайӑх ас тӑватпӑр ӑна, пурте ырӑпа асӑнатпӑр, унӑн ҫав тери кӑмӑллӑ, чӑннипех те «чӗре патне пыракан» произведенийӗсене паян кун та хаваслансах вулатпӑр», — тесе ҫырнӑ Леонид Агаков хӑй вӑхӑтӗнче.
Ача-пӑча ҫыравҫине паян та астӑваҫҫӗ — Куславкка районӗнчи мероприятие шкул ачисем те, вӗренекесем те хутшӑннӑ.
Шупашкарта Василий Чапаев ҫуралнӑ ҫурта ҫӗнетесшӗн. Кун валли 3 миллион тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ.
Патшалӑх закупкисен сайтӗнче документсене вырнаҫтарнӑ. Заказчикӗ – Чӑваш наци музейӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 2 867 112 тенкӗ.
Ҫурта ҫӗнетнӗ чухне унчченхи сӑн-сӑпатне упраса хӑварасшӑн, истори сӗмне пӗтересшӗн мар. Чапаев ҫуралнӑ ҫурта ҫӗнетсе пӗтерсен айккинчи фасад ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарасшӑн.
Ку ӗҫе кӑҫал раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен вӗҫлеме палӑртнӑ.
Нумаях пулмасть Екатеринбургри «Таганская слобода» паркра Халӑхсен культурин кунӗ иртнӗ. Ҫулсерен йӗркелекенскере хальхинче 16-мӗш хут пухнӑ. Унта Свердлов облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Евгений Куйвашев та хутшӑннӑ.
Вӑтам Урал тӑрӑхӗнче пурӑнакан 160 халӑх хушшинче пирӗн чӑвашсем те тӗлӗнтерме пултарнӑ. Иртен-ҫӳрене те, уява пухӑннисене те, журналистсене те. Ӗмӗрне ҫырас ӗҫе халалланисем ентешӗмӗрсен тухйисене уйрӑмах сӑнанӑ. «Чӑвашсен пуҫа тӑхӑнмалли кӑсӑклӑ», — пӗлтернӗ, сӑмахран, «Облгазета.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫат.
Уявра чӑвашсен «Ентеш» фольклор ушкӑнӗ такмаксене чӑвашла та вырӑсла каласа ташланӑ. Ҫавӑн чухне иртен-ҫӳрен чарӑнса тӑрса вӗсен пултарулӑхӗпе киленнипех ҫырлахман — ташша тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |