Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сказки тюркских народов. Туссен юмахӗсем» кӗнеке икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетленӗ.

Кӗнекене пурӗ 11 халӑхӑн 11 юмахӗ кӗнӗ. Вӗсен шутӗнче — чӑвашсен, пушкӑртсен, тутарсен, алтайсен, якутсен, казахсен, азербайджансен, узбексен, кӑркӑссен, туркменсен, турккӑсен.

Кашни юмах сюжечӗ тӗрлӗрен пулин те вӗсен теми пӗр пек: юмахсем ӗҫченлӗхе вӗрентеҫҫӗ, ырӑ кӑмӑллӑ та таса чунлӑ пулма хӑнӑхтараҫҫӗ, усал туни усалпа таврӑннине ӑша хывтараҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче. Ачасене илӗртме кӗнекене хитре ӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ.

Кӗнекене чӑвашла Ольга Васильева куҫарнӑ. Кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ — Ольга Федорова. Художникӗ – Татьяна Бурдина.

 

Культура

Шупашкарта пуш уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче хор музыкин черетлӗ уявӗ иртет. Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пӗтӗм Раҫҫейри V (Пӗтӗм тӗнчери I) «Жавронок» (чӑв. Тӑри) хор конкурсӗ Ф.М. Лукин ячӗпе хисепленет. Ӑна хальхипе пиллӗкмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Икӗ ҫулта пӗрре пулакансксер вӑхӑтӗнче арҫын ачасен хорӗсем кӑҫал пуҫласа ӑмӑртӗҫ.

Конкурса паян 16 сехет те 30 минутра Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче уҫнӑ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне кӑҫал 50 ытла ушкӑн хутшӑнмалла. Вӗсен ӳсӗмӗ те тӗрлӗрен: 4 ҫултан пуҫласа 30 ҫулччен. Мускаври, Хусанти, Чӗмпӗрти, Ӗпхӳри, Ижевскри, Йошкар-Олари, Тольяттинчи, Кироври хорсем ҫитме шантарнӑ. Концерт программине Нигерипе Казахстанри артистсем пуянлатмалла.

Хор ушкӑнӗсене хак паракан тӳресен ертӳҫи — РФ искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин.

 

Культура

Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 18 сехетре велоҫулҫӳревҫӗ Никита Тӗнче пирки фильм курма май пулӗ. Ӑна Ютуб-каналта тӳрӗ эфирта кӑтартӗҫ. Кун пирки фильма хатӗрлекенӗ, унӑн режиссерӗ Виктор Чугаров пӗлтерет.

Фильма пӑхма ан манӑр, мӗншӗн тесен кинолентӑна пӗр хутчен кӑна кӑтартӗҫ, кайран ӑна хупӗҫ. Кинолентӑна Никита Тӗнчепе пулса иртнӗ пулӑмсене кӗртнӗ. Режиссер видеосемпе, сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ, велоҫулҫӳревҫӗн ҫулне сӑнаса тӑнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлнисене те кӗртнӗ.

Режиссер фильмпа ҫулталӑк ӗҫленӗ. Вӑл ӑна 2017 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче, Никита Шупашкара таврӑннӑ кун, ӳкерме пуҫланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/afisha/55863
 

Культура

Шупашкар хулинчи Атӑлӑн Мускав ҫыранӗ Раҫҫее тӗлӗнтереесси пирӗнтен те килет теме юрать. Ун ҫинчен хатӗрленӗ видеоролика Шупашкар хулинчи Музейпа туризм центрӗ турист видеохӑтлавӗсен «Диво России-2019» (чӑв. Раҫҫей тӗлӗнтермӗшӗ) VI фестиваль-конкурсне тӑратнӑ.

Шалти тата тулашри туризма аталантарма пулӑшас тӗллевӗллӗ конкурса TRIP2RUS.RU (Мускав) турист порталӗ, KURORT.VIDEO турист видеопорталӗ тата Чулхулари «Приволжье»регионсем хушшинчи туристсен ассоциацийӗ ирттереҫҫӗ.

Конкурса ӗҫсене 8 номинаципе тӑратма май пур. Пирӗннисем «Историпе архитектура тата тӗн объекчӗсем, музейсем» номинацире хутшӑнаҫҫӗ.

Конкурса ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗтӗмлетӗҫ. https://www.дивороссии.рф сайтра конкурс условийӗпе тӗплӗнрех паллашма пулать.

 

Культура

Ҫичӗ ютра пурӑнсан та тӑван чӗлхене хӗмлентерекен, тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран-лама куҫакан пуян культурине манӑҫтарасран ырми-канми тӑрӑшакансем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пур. Чунӗ ыйтнипе, вӑй-халӗ вӗресе тӑнипе ҫапла ҫунатланаҫҫӗ вӗсем. Тӗмен тӑрӑхӗнче те ун пек хастарсем йышлӑ. Хӑшӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ӗҫлеҫҫӗ.

Тӗмен облаҫӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ асӑннӑ тӑрӑхри «Пилеш» чӑваш юррин ансамбльне нумаях пулмасть тав тунӑ.

Ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова ансамбле тата унӑн ертӳҫине Зоя Беспаловӑна малашне те талпӑнуллӑн ӗҫлеме ырӑ суннӑ. Ираида Маслова алӑ пуснӑ хутра ҫӗнӗ шухӑш-ӗмӗтпе хавхаланса, тунӑ ҫитӗнӳпе савӑнса пурӑнма, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ инҫӗше ӑнтӑлма, шухӑшласа хунине ыррӑн пурнӑҫлама суннине палӑртнӑ.

 

Культура

РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Раҫҫейри 11 регионта культура ҫурчӗ тумашкӑн 282,9 миллион тенкӗ уйӑрасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ку укҫапа 16 культура ҫурчӗ ҫӗклӗҫ.

Ҫӗнӗ клубсем Адыгея, Алтай, Кабарда-Балкар, Карачай-Черкесск, Чӑваш республикисенче, Хабаровск крайӗнче, Архангельск, Астрахань, Воронеж, Курган, Чулхула облаҫӗсенче пулӗҫ.

Пирӗн республикӑра ку укҫапа Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче культура ҫурчӗ хӑпартӗҫ. Вӑл 300 вырӑнлӑ пулӗ. Ку тӗллевпе 40 миллион та 170 пин тенкӗ килӗ.

 

Культура

Раҫҫейре кӑҫал Театр ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ҫавна май Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Чӑваш Енӗн этем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӗпе тата республикӑри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗпе «Юридический театр: роли и представления» (чӑв. Юридици театрӗ: сӑнарсем тата кӑтартнисем) фестиваль йӗркелет. Пуҫаруҫӑсем мероприяти тӗллевӗ халӑха право енчен ҫутта кӑларасси тесе калаҫҫӗ.

Юридици театрӗ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртмелле. Унта 14-ран аслӑраххисем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Уйрӑммӑн та, ушкӑнпа та. Вӗсен 10 минутран ытла мар сценка евӗр япала хатӗрлемелле. Унта саккунлӑха пӑхӑнма хистени тӗпре пулмалла.

Чи маттуррисене йӗркелӳҫӗсем хавхалантарма палӑртаҫҫӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Chuvashstars» пабликра Алексей Московский юрӑҫа пӗри, хӑй калашле, «пӗр сӗнӳ» панӑ.

«Чӑвашлӑха, эстрада шайне ҫӗклес тесен чӑн малтанах пӗрремӗш утӑм тусан пӑсмӗччӗ — хӑвӑрӑн рекламӑна, афишӑрсене, PR-а, социаллӑ медиари постӑрсене чӑвашла туса пыма тытӑнмалла», — тенӗ ятне уҫҫӑн кӑтартман этем.

Хайхи Алексей Московский концерчӗсене 99 проценчӗ тӑван халӑх ҫӳрет тесе шухӑшлать. «Ӑна хисеплеме тытӑнмалла чи малтан», — тенӗ вӑл. «Чӑвашла ӑнланманнисем тепӗр 1 процент пулсан вӗсемшӗнех 99 процент пирки манса, рекламӑпа PR-а вырӑсла туса чӑрманма кирлех мар», — ҫавӑрттарса хунӑ.

Алексей Московские кура, тен, ыттисем те хӑйсен афишисене чӑвашла хатӗрлеме тытӑнӗҫ тенӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-174839068_1890
 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чувашская станковая живопись XX века» ятлӑ монографи-альбом кун ҫути курнӑ. Кӗнеке авторӗ — Юрий Викторов педагог тата искусствовед. Альбома Валерий Алексеев редакциленӗ. Кӗнекене 1000 экземплярпа пичетленӗ.

Кӗнекене хатӗрленӗ Юрий Викторов XX ӗмӗрти станок живопиҫне нумай тӗпченӗ. Шӑпах ҫав тапхӑрта чӑвашсен станок живопиҫӗ амаланса аталаннӑ.

Кӗнеке авторӗ XX ӗмӗрти ӑстасен ӗҫӗсене тишкернӗ. Ҫавна май Юрий Викторов станок живопиҫӗн тӗп жанрӗсем – истори, йӑла, портрет, пейзаж тата натюрморт — епле аталаннине кӑтартса панӑ.

Кӗнеке ӳнерҫӗсемшӗн, художниксемшӗн, чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл культурипе кӑсӑкланакансемпе тӗпчекенсемшӗн кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ.

 

Культура

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче Шупашкарти хӑш-пӗр музея хӗрарӑмсене тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Ҫакӑн пек парнене Чӑваш наци музейӗ, Музейпа курав центрӗ, Чӑваш тӗррин музейӗ, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ хатӗрленӗ.

Ытти кун та музейсем куракансене тӗрлӗ курава йыхравлаҫҫӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче, акӑ, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, А. Талвир ҫыравҫӑ тата прозаик ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа «Иксӗлми пултарулӑх» курав уҫӑлӗ. Тепӗр икӗ кунтан Чӑваш наци музейӗнче «В.К. Магницкий – исследователь Чувашского края» куҫса ҫӳрекен курав ӗҫлесе кайӗ. Ӑна В. Магницкий историк тата этнограф ҫуралнӑранпа 180 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Чӑваш тӗррин музейӗ пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Разноцветье узоров кӗскӗ» курав йӗркелӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 243, 244, 245, 246, 247, 248, 249, 250, 251, 252, [253], 254, 255, 256, 257, 258, 259, 260, 261, 262, 263, ... 465
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 06

1905
120
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
51
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
15
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй