Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑвашсем Сурхурие пуҫтарӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 10.01.2020 06:29 | 2481 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш хастарӗсем Шупашкарта Сурхури уявне пуҫтарӑннӑ. Ӑна яланхиллех ирттерекенӗ — чӑваш культурине аталантарма пулӑшса пыракан «Сувар» фонд (ертӳҫи — Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин усламҫӑ).

Чӑваш интеллигенцийӗн пайташӗсем тата паллӑ хастарӗсем ЧНК ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» чӑваш наци кухнин кафине пухӑннӑ.

Уяв ака-сухаҫӑсен «Алран кайми аки-сухи» гимнӗпе пуҫланнӑ. Пухӑннисене Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Праски Витти саламланӑ.

Чӑвашсен шурсухалӗсем Евгений Райков вакката Чӑваш Енӗн экс-полпредне Леонид Волкова судра тухӑҫлӑ та ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗшӗн тав тунӑ. Райкова «Чуваши: этническая история и традиционная культура» кӗнеке парнелесе хавхалантарнӑ.

Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ тата Чӑваш офицерӗсен юлташлӑхӗ Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторне Николай Плотникова ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн медаль парса чыс тунӑ.

Чӑваш халӑх инструменчӗсен паллӑ ӑсти тата мусӑкҫи Николай Фомиряков халӑх кӗввисене янӑратнӑ. Вера Орлова ӗҫ ветеранӗ халӑх юррисене шӑрантарнӑ.

Уява Шупашкар тата Муркаш районӗсенчен килнӗ хастарсем те хутшӑннӑ.

Сурхурине йӗркелекенсем хӑнасене Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалланӑ календаре парнеленӗ, тӑван халӑхӑмӑрӑн наци апачӗпе — какай шӳрпипе тата ытти ӗҫме-ҫимепе сӑйланӑ.

#Муркаш районӗ, #Шупашкар районӗ, #Шупашкар, #Сурхури, #уявсем, #культура, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 3231.27.2664
2020.01.10 16:01
Эхе, тÿрлетсе ĕлкĕртĕр.
Пулкар // 1369.77.1047
2020.01.11 10:04
Сурӑх ырри!
Пулкар // 1369.77.1047
2020.01.11 10:11
Тата ӗне ырри пур. Ӗне пӑруласан, сӗтӗнчен ӗнерри (тӑпӑрч майлӑ апат) пӗҫереҫҫӗ, куршӗсене ҫиме чӗнеҫҫӗ, е кайса параҫҫӗ.
Микула // 9259.3.8429
2020.01.12 18:37
Алран кайми аки сухи анчах пулман чӑвашӑн. Чӑвашӑн яланах ҫумӗнче ҫар хатӗрӗ те пулнӑ, Атӑл тӑрӑх кимӗсем те хӑвӑрт та ӑста ҫӳретме пӗлнӗ чӑваш. Совет самани вӑхӑтӗнчи интеллигенци истори докуменчӗсене вулайман пулас, хушнипе анчах ҫырлахнӑ ? Кун пек ҫурмалла менталитет паянхи чӑваша кирлӗ мар. Документсенче каланӑ "у чуваш были пушки"."чуваш городок был укреплен редутами", "злолютые ратники паче Батыя","лучшие стрелцы ","отличаются знанием судоходства","все они при конях и при оружии". Кусен вара пӗр юрӑ,аки сухи анчах.
Виталий Михайлов // 1797.53.4488
2020.01.13 14:38
Сăри чăвашăн пек курăнмасть-çке!....
Микула // 9259.3.8429
2020.01.13 18:35
Сурхури нимле майпа та "сурӑх ури" те "ырри" те " пулмаҫ. Сурхури тӗплӗнрех куҫарсан тӗттӗм,хура вӑхӑт чакма пуҫлани тени пулать. Ҫав ,чи вӑрӑм каҫа, ҫутатса хӗвеле ҫӗнтерме пулӑшнӑ чӑвашсем.
Чăнчăваш // 6334.4.8538
2020.01.14 13:47
Ӑҫта кунта чӑвашсем, тимӗр - сӑвари, балтай- сӑвари, вырӑк-сӑвари....? Хӑйсем кларӗҫ , сӑвари уйрӑм этнӑс тесе.
Чăнчăваш // 6334.4.8538
2020.01.14 13:51
Ӑҫта кунта чӑвашсем, тимӗр - сӑвари, балтай- сӑвари, вырӑк-сӑвари....? Хӑйсем кларӗҫ , сӑвари уйрӑм этнӑс тесе.
Микула // 9259.3.8429
2020.01.14 17:38
Тутарсем ан пайланччӑр,ан пӑтранчӑр тесе, чӑвашсем-суварсем,тутарсем -булгарсем тенипе чӑвашсен ҫырлахмалла,ҫавӑнпа та ку енпе пулӑшу пулатех суварсене. Бизнес енпе те тӗрлӗрен ӗҫсем ҫырас енпе те. Суварсем тесе йӑшӑнсан "наследники " анчах та тӗпписем мар ,аякрисем кӑна пулса тӑрӑпӑр.
Пирӗн мӗн тумалла ? Пирӗн ,чӑвашсен,ӗлӗкхи пекех маларах шутламалла. Хусан тутарӗсен ытларах пайӗ чӑвашсенчен тесе ҫирӗп тӑмалла. Ҫар меслечӗ-ҫумма ҫуммӑн пулсан тупӑран переймӗн,перекеннех тивме пултарать.
Чăнчăваш // 1962.52.9319
2020.01.14 17:52
Cӑварисем Ӑтӑл Булгаринче нихӑҫан та пулман, пулма та пултарайман. Хӑйсене сӑвари тесе ҫӳрекенсем чӑнчӑвашсен тӑшманӗсем , е тутарсен шпионӗсем??

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем