«Паян ирех радио итлесе ларатӑп... Хитре юрӑсем параҫҫӗ.. Юрӑ саламӗ кайрӗ... «Аякка, инҫе, инҫе вӑрласа каяп сана, аякра, инҫе, инҫе пурпӗр пулӑн ман кӑна...», — юрлать эп палламан юрӑҫ-пике...», — тесе ҫырнӑ Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукра.
«Эй, тур-тур, хӗрсем, арҫын пулма пӑрахӑр-ха, тархасшӑн...», — тенӗ вӑл унтан. «Хӗрсем, эсир мар, сире вӑрласа кайччӑр арҫысем «АЯККА, ИНҪЕ, ИНҪЕ»... Темле хӗрӳленсе юратсан та хӗр пулма ан пӑрахӑр, хӗр илемне ан ҫухатӑр, темле тӑрӑшсан та эсир нихҫан та арҫын пулас ҫук, ҫут ҫанталӑк сире ачашлӑх, ҫепӗҫлӗх, илӗртулӗх панӑ... «ВӐРЛАСА КАЙСАМ МАНА...», — тесе юрлӑр хӑть...», — тенӗ чылай юрӑ валли сӑвӑ ҫырнӑ автор.