Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: А.Никитин композитор Владимир Егоров «Эпӗ мар» юрра вӑрланине судра ӗнентернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 06.10.2019 20:10 | 3051 хут пӑхнӑ
Культура
"Ҫамрӑксен хаҫатӗнчи" сӑн
"Ҫамрӑксен хаҫатӗнчи" сӑн

Чӑваш эстрадине ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа вирхӗнсе кӗнӗ Владимир Егоров чаплӑ хитне – «Эпӗ мар» юрра – шӑрантарма пӑрахнине сисрӗр-и? Ҫапла, шӑв-шав ҫӗкленӗ юрӑ янӑрама пӑрахрӗ ҫав. Тавлашу ҫуратнӑ юрӑ пирки «Хыпар» тата «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ҫырса кӑтартнӑ.

Владимир Егоров ҫак юрра хӑйӗн тесе юрланӑ: сӑмахӗсем те, кӗвви те хӑйӗн имӗш. Анатолий Никитин композитор тата унӑн мӑшӑрӗ Надежда Никитина ку хит пирки ӑнсӑртран пӗлнӗ: концертран таврӑннӑ чухне. Иккӗшӗ пӗр-пӗрин ҫине ӑнланмасӑртарах пӑхса илнӗ: ку юрра Анатолий Никитин иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче кӗвӗленӗ-ҫке, сӑвви – Александр Ильинӑн. Анчах вӑл «Мана мар» ятлӑ.

Композитор Владимир Егоровпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ вара сиввӗн калаҫнӑ: малтан «докажи!» Ӗҫ-пуҫ чӑнах та суда ҫитнӗ. Ку 9 уйӑха тӑсӑлнӑ, Александр Егоров пӗр суд ларӑвне те килмен, ваккачӗ ҫеҫ пулнӑ. Кайран вакат юрӑ халӑхран тухнине ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Анчах Никитинсем Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн архивне ҫитнӗ – вӑл халӑх пулнине ҫирӗплетекен документ ҫук.

«Мана мар» юрра Анатолий Никитин хӑй те малтан юрланӑ. «Янташ» ушкӑн та репетицисем ирттернӗ. Ушкӑн юрӑҫисем ҫакна ҫирӗплетме суда пынӑ.

Суд пынӑ вӑхӑтра Владимир Егоров «Эпӗ мар» юрра ЮТВ ирттерекен премие «Ҫулталӑк юрри» номинацие тӑратнӑ. Унта вӑл сӑвви те, кӗвви те халӑхӑн тесе палӑртнӑ. Шӑпах ун чухне Александр Ильинӑн ӗҫне (вӑл та суда тавӑҫ тӑратнӑ) пӑхса тухса пӑнчӑ лартнӑ. Вӑл суд йышӑнӑвне илсе ЮТВ телеканал ертӳҫи патне ҫитнӗ. Кун хыҫҫӑн Владимир Егорова номинантсен йышӗнчен кӑларнӑ.

Юлашки суд ларӑвӗ Никитинсен ҫурлан 7-мӗшӗнче иртнӗ. Унтан йышӑну вӑя кӗрессе 1 уйӑх кӗтнӗ. Ҫапла Владимир Егорова «Эпӗ мар» юрра авторӗсене палӑртмасӑр юрлама чарнӑ. Юрӑҫ Анатолий Никитинран, Александр Ильинран каҫару ыйтман. «Хыпар» хаҫата композитор интервью панине вуласан ҫакӑ паллӑ: Владимир Егоров йӗркеллӗ калаҫнӑ, каҫару ыйтнӑ пулсан вӑл ку юрра ӑна юрлама ирӗк пама хирӗҫ пулман. Анчах ҫакна кӗтсе илеймен вӑл. Композитор «Мана мар» юрра урӑх юрӑҫ шӑрантарассине пӗлтернӗ. Кам? Хальлӗхе ку вӑрттӑнлӑхра.

Статьясене тӗплӗнрех вулас килет тӗк юпан 4-мӗшӗнче тухнӑ «Хыпар» хаҫата тата юпан 3-мӗшӗнче пичетленнӗ «Ҫамрӑксен хаҫатне» тупӑр.

#судсем, #юрӑҫсем, #культура, #МИХсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3578.51.0082
2019.10.06 22:05
Agabazar
"Халӑх юрри" теме пӑхатӑн пулсан — ҫакна ҫӑлкуҫсемпе ҫирӗплет.
"Хам юрӑ" тетӗн пулсан — каллех ҫӑлкуҫсемпе ҫирӗплет.
Питӗ ансат!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем