Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Сӗнтӗрте иртнӗ ял уявӗнче пӗчӗк ачасенчен пуҫласа шур сухалсем таранах чысланӑ. Унта Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Ерманов, ял мухтарӗ тата Ваттисен канашӗн ертӳҫи Чаптай Эльмень, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен ертӳҫи, Таврапӗлӳлӗхпе туризм центрӗн ертӳҫи Сергей Сорокин, Ҫӳлтикассинчи вӑтам шкул директорӗ Татьяна Майорова хутшӑннӑ. Ял ҫыннисене хисеплӗ ятсемпе, дипломсемпе, грамотӑсемпе, тав хучӗсемпе, парнесемпе тата чечексемпе хавхалантарнӑ.
Уява хутшӑннӑ ишлейсемпе олкашсен «Акӑшпи» ансамблӗ, Стас Владимиров юрӑҫ, Эльменсемпе тата Майоровсен ҫемйисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Валентина Эльмен тата унӑн мӑнукӗ Валерия юрланӑ та, сӑвӑсем те вуланӑ. Ача пахчине ҫӳрекен Аня Майорова «Качака» шӳтлӗ юрра шӑрантарнӑ.