Самар хулинчи культурӑпа социаллӑ хутшӑнусен центрӗ чӑваш халӑхӗ тта ытти наци пирки видеофильм ӳкерме пуҫланӑ. Нумаях пулмасть вӗсем Канаш тата Комсомольски районӗсенче пулнӑ.
Самар журналисчӗсем ҫак проекта Раҫҫей Президенчӗн гранчӗпе пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем Чӑваш Енре кӑна мар пулӗҫ, Мари, Пушкӑрт, Удмурт, Мӑкшӑ, Тутарстан республикисене, Киров, Чулхула, Ӗренпур, Пенза, Самар, Сарӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсене тата Пермь тӑрӑхне ҫитме палӑртнӑ. Пирӗн патра вара виҫӗ кун пулнӑ.
Культура еткерлӗхӗ пирки видеофильм ӳкерекенсем халӑх хӑйнеевӗрлӗхне упракансемпе, халӑх пултарулӑхне аталантаракансемпе тӗл пулаҫҫӗ. Самар журналисчӗсем юмах-халапри сӑнарсене касса кӑларакан Алевинӑпа Евгений Ларинсемпе, Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти «Сӑр Ен» ансамбльпе тата ыттисемпе курнӑҫнӑ.
Журналистсен культура еткерлӗхне упрама пулӑшакан энциклопедире пӗтӗмпе ведофильм пулмалла. Ҫав шутра – чӑваш халӑхӗ пирки те.