Чӑваш Енри 10 команда паян каҫхи ултӑ сехет те 5 минутри пуйӑспа Мускава тухса кайнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри X робототехника фестивальне хутшӑнӗҫ. Ӑслӑ ачасемпе ҫамрӑксен сумлӑ мероприятине Олег Дерипаскӑн «Вольное Дело» (чӑв. Ирӗклӗ ӗҫ) фончӗ ҫӗршывӑн Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви тата Стратегилле пуҫарусен агентсви пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Чӑваш Енрен Шупашкарти «Kulibin.club» клуба тата «Кванториум» ача-пӑча технопаркне ҫӳрекенсем, Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулта, Шупашкарти 61-мӗш, 27-мӗш, 39-мӗш шкулсенче, 1-мӗш гимназире, Канашри 11-мӗш шкулта вӗренекенсем ҫула тухнӑ. Маларах вӗсем регионти фестивальте ҫӗнтернӗ. Делегацие «Kulibin.club» клубӑн ертӳҫи Зоя Рязанова ертсе пырать. Вӑл ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Раҫҫей Правительстви Чӑваш Ен валли 1,3 миллиард тенкӗ уйӑрӗ. Ку укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ ача пахчисем хута ярӗҫ. Хальлӗхе чи пӗчӗк шӑпӑрлансене ача пахчине вырнаҫтарма йывӑр, мӗншӗн тесен вырӑн ҫителӗксӗр. Федераци хыснинчен уйӑрнӑ «кӗмӗлпе» ҫак ыйтӑва татса пама палӑртнӑ.
2018-2019 ҫулсенче пирӗн республикӑна ку тӗллевпе пӗтӗмпе 1 336 104,6 пин тенкӗ килӗ. Ҫитес икӗ ҫулта ача пахчисенче 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫулти шӑпӑрлансем валли 2,5 пин вырӑн тума палӑртнӑ.
Ача пахчисене ӑҫта тӑвасси хальлӗхе паллӑ мар. Чи малтан, ахӑртнех, Шупашкарта хута ярӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра тата Комсомольски районӗсенче те ача пахчисем ҫӗкленме пултарӗҫ.
Нумай пулмасть Канаш хулинчи «Спецдеталь» тулли мар яваплӑ общество ҫывӑхӗнчи сывлӑша тӗрӗсленӗ. Предприяти тата пурӑнмалли ҫуртсен ҫывӑхӗнчи сывлӑшра сиенлӗ япала тупса палӑртнӑ.
Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн «Спецдеталь» тулли мар яваплӑ общество атмосферӑна фенол кӑларни ҫиеле тухнӑ. Ҫавна май тӗрӗслев материалӗсем тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн Уголовлӑ кодексӗн 251-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Предприятин сывлӑша сиенлӗ япалапа вараланӑшӑн явап тытма тивӗ.
Елчӗк районӗнчи «Волчье логово» (чӑв. Кашкӑр йӑви) сунарпа хӑна ҫуртӗнче сунар биатлонӗ енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Ку хыпара лаш-таяпасем «Контактра» ушкӑнра ҫӗркаҫ пӗлтернӗ.
Ӑмӑртӑва пӗр тӑван Князевсем пуҫарнӑ. Ҫанталӑк сиввине кура вӗсем пурне те вӗри чейпе, канихвет-пӗремӗкпе хӑналанӑ. Лаш Таяпара пурӑнакансемпе унта ҫуралса ӳснисем хӑнасене вырӑнти паллӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ. Ҫил кастарса хир тӑрӑх вӗҫтерме кӑмӑллакансене юр ҫийӗн ҫӳрекен машинӑпа — снегоходпа — ярӑнтарнӑ.
Сунар биатлонне вара тӗрлӗ тӑрӑхри: Мускаври, Шупашкарти, Канашри, Комсомольскипе Елчӗк районӗнчи — сунарҫӑсем хутшӑннӑ. Канашсен ушкӑнӗ пуринчен те маттуртарах пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсене пӑлан тата укҫа парса хавхалантарнӑ.
Чӑваш Енӗн Финанс министерстви Чӑваш Енри районсемпе хуласенче тупӑш илнине шутласа кӑларнӑ. Налук тата урӑх тупӑш илесси ҫӗнӗ ҫулти пӗрремӗш уйӑхра республикӑри 11 муниципалитетра лайӑхланнӑ.
Тупӑш илессине процентпа танлаштарса тишкерсен Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче уйрӑмах аван ӗҫлени курӑнать: унти ӳсӗм — 58,3%, Ҫӗмӗрлере — 12,2%, Канашра — 6,4%, Муркаш районӗнче — 26,6%, Етӗрне районӗнче — 14,4%.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Енри 15 муниципалитетра тупӑш пайӗ унчченхинчен чакнӑ. Уйрӑмах пӗчӗкленнисен шутӗнче республикӑн Финанс министерстви Ҫӗрпӳ тата Комсомольски районӗсене асӑннӑ. Малтан асӑннинче тупӑш илесси пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи малтанхи уйӑхринчен 29,5 процент сахалланнӑ, Каҫал тӑрӑхӗнче — 15,6 процент.
Республикӑри пилӗк хулара та виҫӗ районта шкулта ӗҫлекенсен шалу фондне пӗчӗклетӗҫ. Кун пирки нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин ятарлӑ хушу кӑларни пирки «Ман хула Шупашкар» портал пӗлтерет.
Ҫав хушура палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Канаш, Улатӑр хулисенчи тата Вӑрнарпа Шӑмӑршӑ районӗсенчи шкул ӗҫченӗсен шалу фончӗ пӗчӗкленӗ. Чи нумаййи Ҫӗнӗ Шупашкарсенне чакарӗҫ: 24,8 миллион тенкӗ. Ун хыҫӗнчен — Канаш (20,1 млн), Шупашкар (17,9 млн), Ҫӗмӗрле (5 млн), Вӑрнар районӗ (2,3 млн), Шӑмӑршӑ районӗ (997,5 пин) тата Улатӑр (770,7 пин).
Ҫав вӑхӑтрах республикӑра, пӗтӗмӗшле илсен, педагогсен шалӑвӗн фончӗ 105,5 млн тенкӗ пысӑкланӗ. Пуринчен те ытларах вӑл Патӑрьел, Тӑвай тата Комсомольски районӗсен ӳсмелле.
Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗпе прокуратура ӗҫченӗсем Канашра тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем контрафактлӑ улма-ҫырла тупнӑ. Тавара тӗп тума тивнӗ.
«Канашоптпродторг» тулли мар яваплӑ общество территорийӗнче Польшӑран кӳрсе килнӗ груша сутнӑ. Ҫимӗҫ курупки ҫинчи этикетка та улма-ҫырла ҫав ҫӗршывран пулнине ҫирӗплетнӗ. Улма-ҫырла докуменчӗсем те пулман. Аса илтерер: санкцисем йышӑннӑ хыҫҫӑн Польшӑран улма-ҫырла кӳрсе килме, ӑна сутма юрамасть.
Пӗтӗмпе Польшӑран илсе килнӗ 36,15 килограмм груша туртса илнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӑна йӑлтах тӗп тунӑ.
Канаш хлинче пурӑнакан ҫынсем шывсӑр тӑрса юлнӑ. Ку – шыв пӑрӑхӗ ҫинчи аварие пула. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре «Восточный» гастроном ҫывӑхӗнче шыв юхма пуҫланӑ. Ҫавна май 55 ҫуртри сивӗ шыва сӳнтерсе лартнӑ. Вӗсенче вара 7675 ҫын пурӑнать.
8-мӗш ача пахчи, 11-мӗш ача пахчи, 6-мӗш шкул, 16-мӗш професси училищи те шывсӑр тӑрса юлнӑ.
Шыва нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 17 сехетре пама шантарнӑ. Анчах тепӗр кунхине ирхине ӑна каллех сӳнтернӗ. Паян унта специалистсем ӗҫленӗ, юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.
Канашра пурӑнакансем вышка лартнине хирӗҫлесе митинга тухнӑ. Карас ҫыхӑнӑвӗн вышки, канашсем шухӑшланӑ тӑрӑх, сывлӑха хавшатӗ. Ҫав вӑхӑтрах Роспотребнадзор специалисчӗсем карас ҫыхӑнӑвӗн вышки йӗркеллех, ҫынсен сывлӑхне сиен кӳмест тесе ӗнентернӗ.
Хула ҫыннисен митингӗ пирки вырӑнти телекурав пӗлтернӗ.
Ятарлӑ ирӗк ыйтмасӑрах урама пухӑннисен тӗлӗшпе пакунлисем административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӗлтӗрхи ҫулла Муркаш районӗнчи юнкӑсем карас ҫыхӑнӑвӗн кампанийӗсенчен пӗри вышка лартсан сехӗрленсе ӳкнӗччӗ. Аса илтерер, вышкӑна вырнаҫтарма Матвей ятлӑ ҫын хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫтарма ирӗк панӑ. «Вӑл япӑх мар укҫа илсе пурӑнӗ, вышка епле витӗм кӳни вара паллӑ мар», — тесе ҫынсем пухӑва пуҫтарӑннӑччӗ.
Канашри ача пахчисенчен пӗрин ертӳҫи тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе вӗҫне-хӗрне тухнӑ. Хӗрарӑм шӑпине ҫитес вӑхӑтра суд татса парӗ. Хайхискере ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫана хӑй кӗсьине чикнӗшӗн айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ ҫапларах: 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи ҫӗртмеччен хӗрарӑм ертӳҫӗ хӑйне пӑхӑнса тӑракан тӑхӑр ҫынна самай пысӑк преми пама хушусем кӑларнӑ. Хайхи премине вара, налуксене тытса юлнӑ хыҫҫӑн, хӑйне тавӑрса пама ыйтнӑ. Ҫакна вӑл укҫа ача пахчин нушисене татса памашкӑн кирлипе сӑлтавланӑ е пачах нимӗн те шарламан. Хуҫа каланинчен иртейӗн-и вара? Ӗҫтешӗсем укҫана кӑларса тыттарнӑ. Ҫапла майпа саккуна пӑхӑнмасӑр ача пахчин ертӳҫи 170 пин тенкӗ ытла хӑйӗн енчӗкне пуҫтарса чикнӗ имӗш.
Палӑртса хӑварар, следстви пынӑ вӑхӑтра 38 кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ, пӗтӗм хутсене тӗплӗ тишкернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |