Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Шупашкар районӗнчи авари: сас-хура нумай, хӑшне ӗненмелле?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 12.10.2018 19:27 | 1790 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ӗнер Шупашкар районӗнче пулнӑ хӑрушӑ авари пирки халӗ те хӗрсех калаҫаҫҫӗ, форумсенче сӳтсе яваҫҫӗ. Унта миҫе ҫын вилни пирки тӗрлӗ информаци пулчӗ: малтан – 8, унтан – 11, кайран – 13… Хӑшне ӗненмелле?

ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов Чӑваш наци телекуравӗн корреспонденчӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх (паян 18 сехетре тухнӑ «Республика» хыпарсен кӑларӑмӗ), аварире 11 ҫын вилнӗ, тепӗр виҫҫӗшӗн сывлӑхӗ йывӑртарах (пӗрин вара питӗ япӑх), виҫӗ ҫын нейрохирурги уйрӑмӗнче сипленет.

Микроавтобус салнӗнче миҫе ҫын пулнӑ? Тӗнче тетелӗнче 21 ҫын текен те тупӑннӑ. Хальлӗхе официаллӑ ҫӑлкуҫсем кун пирки пӗлтермен. Ӗнер «Россия 24» телеканалпа микроавтобус водителӗ те вилнӗ тесе хыпарланӑ. Вӑл вилмен, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ (ҫынсене илсе ҫӳренӗ чухне хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерменшӗн). Водитель Канашра 5э маршрут ҫинче ӗҫлет. Мускава кайма тухнӑ ҫынсем водителе BlaBlakar сарӑм урлӑ тупни пирки те калаҫакан тупӑннӑ. Ку информацие ҫирӗплетмен.

Хӑш-пӗр сайтра микроавтобус ҫине фура кӗрсе кайни пирки хыпарланӑ. Чӑннипе вара самосвал, Мерседес маркӑллӑскер, пырса кӗнӗ. Вӑл «ТУС» строительство команин пулни пирки малтан иккӗленсе калаҫрӗҫ. Иккӗленӳ сирӗлнӗ – вӑл ҫав компанин. Руль умӗнче 59 ҫулти водитель ларнӑ. Ӑна паян суд следстви пынӑ вӑхӑтлӑха арестленӗ. Айӑпланаканӑн ваккачӗ вӑл транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине мӗншӗн тухнине уҫӑмлатмаллине пӗлтернӗ. Хай водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл умӗнче чарӑннӑ машина ҫине пырса кӗрес мар тесе хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ.

Чӑваш наци телекуравӗ «Республика» кӑларӑмра пӗлтернӗ тӑрӑх, микроавтобусри ҫынсем Ҫӗрпӳ, Тӑвай, Канаш районӗсенчен пулнӑ. Паян республикӑра – хурлану кунӗ. Эпир те аварире вилнисен тӑванӗсемпе пӗрле хурланатпӑр.

#Ҫӗрпӳ районӗ, #Канаш районӗ, #Тӑвай районӗ, #Шупашкар районӗ, #Канаш, #ҫул-йӗр, #пӑтӑрмахсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем