Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл алхаснине пула 12 район-хулара йывӑҫсене тӳнтерсе янӑ. Ҫут ҫанталӑкӑн усал вӑйӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Муркаш, Пӑрачкав, Шупашкар, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи йывӑҫсем ӳкнӗ. Шупашкарта, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫутӑсӑр юлнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсенче инкеке сирме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкассинчи, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил шкулӗсен, хӑш-пӗр районти уйрӑм ҫын ҫурчӗсен ҫивиттисене вӑйлӑ ҫил сӳтсе кайнӑ.
Инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пӗлет тесе хыпарлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-службинче. Унтан та ытларах — яваплӑ службӑсене вӑл ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енре 11 ача пахчи тума пуҫлӗҫ. Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» тата «Садовый» микрорайонсенче икшер ача пахчи тума тытӑнӗҫ. «Университетский-2», «Кувшинка», «Солнечный» микрорайонсенче тата Сосновка поселокӗнче пӗрер пулӗ.
Канаш хулинче, Комсомольски районӗнчи Урмаелте, Шупашкар районӗнчи Атайкассинче те ҫӗнӗ ача пахчисем хӑпартӗҫ. Вӗсене хута ямашкӑн пӗтӗмпе 893,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Сӑмах май, Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле хулара 10 ача пахчи уҫма палӑртнӑ. Ҫакна та палӑртмалла: кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче РФ Правительстви ҫӗнӗ ача пахчисем хута яма, 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫула ҫитнӗ ачасем валли вырӑнсем тума 1,3 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.
Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑма тин ҫуралнӑ ачине путарса вӗлернӗшӗн суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Хайхискер пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче хӑйӗн хваттерӗнче хӗрача ҫуратнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ӑна шыв тултарнӑ савӑтра путарса вӗлернӗ. Унтан амӑшӗ вилене целлофан хутаҫа хунӑ та юханшыв патне кайнӑ, отверткӑпа усӑ курса пӑра шӑтарнӑ, хутаҫа вакка чӑмтарнӑ. Йӗр ан юлтӑр тенӗ-ши – вакка юрпа хупланӑ.
Ача виллине пӗлтӗр акан 22-мӗшӗнче ҫав вырӑнтах тупнӑ. Судпа медицина экспертизи ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ача вӑхӑтрах ҫуралнӑ. Амӑшне тупас тесе следовательсем судпа генетика экспертизи ирттернӗ. Ачан ДНК-профилӗ Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑмӑннипе пӗр килнӗ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.
Канаш район администрацийӗн финанс пайӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе уголовлӑ пилӗк ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсен шухӑшӗпе, вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пысӑк укҫа йӑкӑртнӑ.
Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ акӑ епле пулнӑ: 2011 ҫултан пуҫласа 2016-мӗшӗччен хайхи пуҫлӑх райадминистраци ертӳҫи ирӗк памасӑрах, саккуна пӑсса 10 хушу кӑларнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — хӑйне преми парассипе, тепӗр ҫиччӗшӗ материаллӑ пулӑшу кӳрессипе ҫыхӑннӑ. Ҫак хушусене пурнӑҫласа бухгалтери ӗҫченӗсем хыснари 97 пин тенке ӑна куҫарса панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, пай пуҫлӑхӗ саккуна пӑснине следстви комитечӗн тата Шалти ӗҫсен министерствин экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пайӗн ӗҫченӗсем пӗрле ҫыхӑнса ӗҫленӗрен тупса палӑртнӑ.
Паян Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче педагогсен республика конкурсӗн финалне хутшӑннисене чысланӑ.
Чӑван Ен Элтеперӗн 150 пин тенкӗ премине «Ҫулталӑкри чи лайӑх вӗрентекен» ята тивӗҫнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулти Татьяна Андреевӑна панӑ. «Чи лайӑх воспитатель» номинацире ҫӗнтернӗ Ҫӗмӗрлери 19-мӗш ача пахчинчи Елена Михайлова педагог-психолог 100 пин тенкӗ укҫа лекнӗ. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» — Ҫӗмӗрле районӗнчи Улхаш шкулӗнчи Александр Мальков, «Ҫулталӑкри чи лайӑх социаллӑ педагог» — Канашри транспортпа энергетика техникумӗнчи Ирина Сладкова, «Ҫулталӑхри чи лайӑх педагог-психолог» — Шупашкарти 2-мӗш шкулти Александра Горелова. Вӗсене 50-шар пин тенкӗ парса хавхалантарнӑ. «Педагогикӑри дебют» ята Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнчи Ксения Михайлова тивӗҫнӗ.
Канаш районӗнче пурӑнакан 45 ҫулти отставкӑри подполковник, ШӖМ пенсионерӗ судра явап тытнӑ. Пенсионер руль умне ӳсӗрле ларнӑ, ҪҪХПИ инспекторне ҫапнӑ.
Ку пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канашра пулнӑ. Патрульпе пост службин ӗҫченӗ унталла-кунталла выляса пыракан машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ӳсӗр арҫын, ШӖМре ӗҫленӗскер, ларнӑ. Освидетельствовани тумашкӑн вӑл инспекторсене хӑйне сиплев учрежденине илсе ҫитерме ыйтнӑ. Унта ҫитсен хайхскер унтан тухса кайнӑ. Анчах ӳсӗр водителе ҪҪХПИ ӗҫченӗ чарнӑ, куншӑн ӑна лешӗ тӑнлав тӗлӗнчен чӑмӑрӗпе ҫапнӑ. Унтан ӳсӗрскер полицейские тата унӑн ӗҫтешне киревсӗр сӑмахсемпе ятлама пуҫланӑ.
Полицейские итлеменшӗн арҫынна 1,5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Освидетельствовани тухманшӑн 30 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн руль умне 1,5 ҫул ларма юрамӗ. Суд ШӖМ пенсионерне полицейские хур кӑтартнӑшӑн, ҫапнӑшӑн тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Чӑваш Енре ырантанпа, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе, Канашпа Шупашкара хула ҫум пуйӑссем хутлама тытӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинче чукун ҫул транспорчӗ шӑмат кунсерен ҫеҫ хутлать тесе хыпарланӑччӗ малтанласа. Анчах нумаях пулмасть ҫӗнӗ хыпар пӗлтерчӗҫ: пуйӑссене кашни кунсерен ҫӳретме пуҫлӗҫ.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен 6502-мӗш номерлӗ «Канаш – Шупашкар» тата 6505-мӗш номерлӗ «Шупашкар – Канаш» пуйӑс ҫӳрессине хула ҫум пассажирсене турттаракан «Содружество» компанийӗ пӗлтернӗ.
Канашран Шупашкара пуйӑс ирхи 3 сехет те 51 минутра хускалӗ, Шупашкара 6 сехет те 15 минута ҫитӗ; Шупашкартан 18 сехет 40 минутра тапранса Канашра 21 сехет те 5 минутра пулӗ.
Баварири Develey Senf & Feinkost GmbH компани пирӗн республикӑра сарӑ пӑрӑҫ ҫитӗнтересшӗн. Вӗсем ку ӳсен-тӑранпа анлӑ усӑ кураҫҫӗ: соуссем, техӗмлӗхсем хатӗрлеҫҫӗ.
Халӗ Чӑваш Енре сарепт сарӑ пӑрӑҫӗ (сарептская горчица) ӳстереҫҫӗ. Унӑн вӑрринчен апата ямалли сарӑ пӑрӑҫ, чӗлхене чӗпӗтекенскере, хатӗрлеҫҫӗ. Европӑра вара урӑх сортпа анлӑ усӑ кураҫҫӗ, вӑл «Дижонская» ятлӑ. Ҫак сорт ҫемҫе тутӑллӑ.
Develey Senf & Feinkost GmbH компани 2010 ҫулта Канашра хӑйӗн производствине уҫнӑ, унта соуссем кӑлараҫҫӗ. Компани директорӗ Михаэль Дурах Чӑваш Енре ӳстернӗ сарӑ пӑрӑҫпа кунта кӑна усӑ курасшӑн мар. Вӑл ӑна Европӑна та ӑсатма сӗнет. Ҫавӑнпа компани кунта вӑрӑ центрӗ тума хатӗр. Вӗсене ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫитӗнтерӗҫ.
Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ку шухӑша ырланӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗ Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура суту-илӳпе кану центрӗсенчи тӗрӗслевӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвне тишкернӗ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов каланӑ тӑрӑх, Шупашкарта уйрӑмах нумай кӑлтӑк тупса палӑртнӑ объект — «МТВ Центр» суту-илӳпе кану комплексӗ. Унта пушар хӑрушлӑхне пӑснӑ тӗслӗхсене 149 хутчен шута илнӗ. Шупашкарти «Каскад» суту-илӳпе кану центрӗнче 73 кӑлтӑк палӑртнӑ. Республикӑн тӗп хулинчи «Модӑсен ҫурчӗ» центрта пушар сигнализацийӗ тата хӑрушлӑх пирки пӗлтерекен тытӑм юсавсӑр иккен. Проекта пӑхӑнмасӑрах планировкӑна ылмаштарнӑ. Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳпе кану центрӗнче пушара шывпа автомат мелпе сӳнтермелли тытӑма насуссемпе ҫыхӑнтарман, 1-4-мӗш хутсенче тӗтӗме сирмелли тытӑм ӗҫлемен.
«Хальлӗхе тӗрӗсленисенчен Канашри «Империал» суту-илӳ центрӗ ҫеҫ йӗркене пӑхӑнса ӗҫлет», — тенӗ Станислав Антонов.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен Мӑнкун ыркӑмӑллӑх марафонӗ иртет. Вӑл «Пулӑшма вӑхӑт» ыркӑмӑллӑх фондне пулӑшать.
Марафон иртнӗ вӑхӑтра Юрия Славянская тата артистсен ҫемйи Антонпа Виктория Макарскисем чӗрӗ сасӑпа юрласа концерт лартӗҫ. Ҫавӑн пекех сусӑр ачасем, ваттисем патне кайма палӑртнӑ. Мари тата Чӑваш республикисенчи православи ҫамрӑкӗсемпе, нимеҫӗсемпе тӗл пулӗҫ.
Юлия Славянская Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Етӗрне хулисенче пулӗ. Антонпа Виктория Макарскисем Шупашкара ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче килӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |