Канаш хулинче 40 ҫулти хӗрарӑм хуняшшӗне вӗлернӗ. Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулса иртнӗ. Кинӗпе 61 ҫулти ашшӗ пӗрле эрех ӗҫсе ларнӑ. Черкке хыҫҫӑн черкке пушатнӑҫемӗн кӗленче тӗпне те тухнӑ тӑвансем.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫынпа хӗрарӑм эрех ҫитменнине кура хирӗҫсе кайнӑ. Хуняҫана хаярри сахалтараххӑн туйӑннӑ имӗш — кинне вӑл лавккана хӑвалама пуҫланӑ. Лешӗн вырӑнтан та хускалас килмен, арҫын хӑйӗннех пенӗ. Тарӑхса кайнӑ кин алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ. Унпа вӑл пӗрре кӑна яшлаттарнӑ, анчах суран вӑйлах пулнӑ, арҫын часах вырӑнтах вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑма йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев малалла пырать.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ГАЗель кювета чӑмнӑ. Аварире темиҫе ҫын суранланнӑ. Ҫавна май айӑплине халӗ явап тыттарасшӑн.
Следовательсем каланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын ҫынсене турттаракан усламҫӑ кассирӗпе ГАЗеле 1600 тенкӗпе пама калаҫса татӑлнӑ. Хайхи водителӗн Мукавран 11 ҫынна Канаша илсе килмелле пулнӑ.
Арҫыннӑн пассажирсене илсе ҫӳреме лицензи пулман. Транспортра хӑш-пӗр лакӑч ҫинче ҫыхӑнмалли пиҫҫихи те пулман. Автобус техтӗрӗслев витӗр те тухман. Кустӑрма шини ҫине тӗрлӗ калӑпӑшлӑ тата ӳкерчӗклӗ протектор лартнӑ.
Водитель каҫхине сехетре 70 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа пынӑ. Ҫул пӑрлак пулнӑ. Арҫын руле итлеттереймен – автобус кювета чӑмнӑ. Аварире 7 ҫын шар курнӑ. Пӗри хытах аманнӑ.
Халӗ водителӗн суд сакки ҫине ларма тивӗ. Ун тӗлӗшпе кӗҫех приговор янӑрӗ.
«Газпром межрегионгаз Чебоксары» общество пресс-конференци ирттерсе газ парӑмӗ пирки калаҫнӑ. Журналистсем парӑма кӗрсе кайман-ха, ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисем тата муниципалитетсем газшӑн вӑхӑтра тӳлессишӗн хыпсах ҫунмаҫҫӗ иккен.
Общество пуҫлӑхӗ Кияметдин Мифтахутдинов газ парӑмӗ республикӑра 2 млрд тенке ҫывхарнине пӗлтернӗ.
«Ытти ҫул ҫулла парӑм чакатчӗ. Кӑҫал вара сахалланма мар, ӳссе кайрӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне парӑм 1,87 млрд тенке ҫитрӗ», – тенӗ Кияметдин Мифтахутдинов. Вӑрнар, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар районӗнсенчи тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче организацисен парӑмӗ уйрӑмах пысӑк-мӗн.
Пуян мар Улатӑр, Элӗк, Йӗпреҫ районӗсем парӑмсемпе татӑлнӑ, тупраллӑ Вӑрнар районӗ «Газпромом» умӗнчи парӑма ҫулталӑкра 7 млн ӳстерсе 18,8 млн. тенке ҫитернӗ. Куславкка парӑмӗ — 31 млн. Улатӑрпа Канаш та тӳлев виҫине пысӑклатса янӑ.
Чӑваш Енре авӑн уйӑхӗн 24—27-мӗшӗсенче тӗлӗнмелле пуйӑс пулӗ. Раҫҫейӗ чукун ҫулӗн куҫса ҫӳрекен лекципе курав комплексӗ Канашра тата Шупашкарта чарӑнӗ.
Экскурси пуйӑсӗ РОСНАНО компанин тата Раҫҫейри, ҫавӑн пекех ют ҫӗршыври малта пыракан предприятисен опычӗпе паллаштарӗ.
Ӗҫлекенсем валли 3 вакунтан, курав валли йӗркеленӗ 9 вакунтан тӑракан пуйӑсра экскурси йӗркелекен ятарлӑ ҫынсем те пулӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 24—25-мӗшӗсенче пуйӑс Шупашкарта, чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи 2-мӗш ҫул ҫинче чарӑнӗ. Авӑн уйӑхӗн 26—27-мӗшӗсенче вӑл Канашри чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи виҫҫӗмӗш ҫул ҫинче тӑрӗ. Экскурси 10 сехетрен 19 сехетчен иртӗ. Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ — 13.00 сехетрен 14.00-чен.
Билет хакӗ – 70 тенкӗ. Шкул ачисене, кӑнтӑрлахи уйрӑмра вӗренекен студентсене, пенсионерсене, сусӑрсене куравпа тӳлевсӗрех паллаштарӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан тӑхӑр ҫынна ҫӗнӗ машина уҫҫине тыттарнӑ. Вӗсем пурте – производствӑра йывӑр аманнисем.
Ҫӗнӗ машинӑсене Социаллӑ страхлав фончӗ парнеленӗ. Фонд пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак парнене Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр хулисенче, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Куславкка тата Елчӗк районӗсенче пурӑнакан ҫынсем тивӗҫнӗ.
Ҫак тӑхӑр ҫын тӗрлӗ ҫулта производствӑра аманнӑ. Хӑшӗ-пӗрин ури суранланнӑ, ҫавна май кашни автомобиле ҫын мӗнле суранланнине шута илсе туса кӑларнӑ тата хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа суранланнӑ ҫынсене унпа усӑ курма меллӗ пулӗ.
Канаш хулинче пурӑнакан, пӗрремӗш класра вӗренекен Мария Хушкина Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Лучше всех» телешоуна хутшӑннӑ.
Кастинга ача ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнчех хутшӑннӑ иккен. Анчах суйласа илнипе илменнине тӳрех пӗлтермен. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ачан амӑшӗ патне шӑнкӑравласа кӑларӑма чӗннӗ. Телекӑларӑма ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӳкернӗ.
Мария 240 хула ятне, ҫав шутран Ы саспаллипе пуҫланаканнисене те, пӗлнине пӗлтернӗ. Хула ячӗсене вӗрениччен амӑшӗпе хӗрӗ ахаль сӑмахсемпе вылянӑ. Каярах географи ячӗсене шӗкӗлчеме тытӑннӑ. Кӑларӑма ӳкерӗнме чӗнсен Хушкинсем ҫине тӑрса хатӗрленнӗ — вӑл е ку хула ӑҫта вырнаҫнине те астуса юлма тӑрӑшнӑ.
Хула ячӗсемпе Канаш ачи Максим Галкин телеертӳҫӗпе вылянӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 12 сехет тӗлнелле Людмила Гурьевна Михайлова Канашри «ДК ВРЗ» чарӑнура тӑнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман.
1952 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм ӑҫта кайса кӗнӗ? Ӑна тӑванӗсем, полици шыраҫҫӗ. Людмила Михайлова 165-170 сантиметр ҫӳллӗш, хытканскер. Ҫӳҫӗ тӗттӗм, хулпуҫҫи таран, куҫӗ хӑмӑр. Вӑл тӗттӗм симӗс тӗслӗ кофта, хура юбка, хура колготка тӑхӑннӑ, пуҫне тутӑр ҫыхнӑ.
Хӑйӗн ҫумӗнче хутаҫ пулнӑ, унта вара виҫӗ шампунь, душра ҫӑвӑнмалли гель, пластмасса турилкке, документсем пулнӑ.
Людмила Михайловӑна курнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр 8 (8353) 3-67-02 е 02 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ТВ-3 телеканалпа «Дневник экстрасенсов» кӑларӑмӑн Канаш хулинче ӳкернӗ серийӗ экран ҫине тухӗ. Нумаях пулмасть паллӑ экстрасенс Татьяна Ларина унта килсе кайнӑ.
Экстрасенс 16 ҫулти ача вилӗмне уҫӑмлатма ҫитнӗ. Ҫамрӑк нумаях пулмасть вилнӗ. Татьяна Ларина малтан ҫынсемпе вышка патӗнче тӗл пулнӑ, кайран масар ҫине кайнӑ.
Экстрасенса ачан тӑванӗсем чӗнсе илнӗ. Вӗсем ҫамрӑкскер мӗншӗн вилнине уҫӑмлатасшӑн пулнӑ. Официаллӑ верси тӑрӑх, ача хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Анчах тӑванӗсем ҫакна ӗненмеҫҫӗ.
Ытларахӑшӗ Татьяна Ларина экстрасенса «Битва экстрасенсов» финалисчӗ пек пӗлеҫҫӗ. Вӑл ачан тӑванӗсене мӗнпе пулӑшайнӑ-ха? Ҫакна телевизор курсан пӗлеетӗр.
Ингушетире Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Канашран ӑсатнӑ салтакӑн, паянхи кунчченех хыпарсӑр ҫухалнисен шутӗнче пулнӑскерӗн, юлашкисене тупнӑ.
Шырав ушкӑнӗн хастарӗсем халӗ ҫав салтакӑн, Константин Зотовӑн, тӑванӗсемпе тӑхӑмӗсене шыраҫҫӗ. Канашри ҫар комиссариачӗ Чӑваш Ене ҫитнӗ информацие тӗрӗсленӗ те ӗнтӗ. Константин Андреевич 1915 ҫулта ҫуралнӑ, 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ. Ӑна Канашран Житомир хулине 1670-мӗш ушкӑн йышӗпе пӗрле ӑсатнӑ. Мӑшӑрӗ Людмила Хорькова Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче пурӑннӑ.
Унсӑр пуҫне паттӑр салтак пилот пулни, «Ил-2» самолетпа вӗҫни паллӑ. Шырав отрячӗн хастарӗсем тӑванӗсем кӑмӑл тусан салтакӑн юлашкисене тӑван тӑрӑхне илсе килсе пытармашкӑн пулӑшма хирӗҫ мар.
Канаш хулинчи Коллекторсен урамӗнчи ҫула вак кирпӗчпе тата пӑталлӑ хӑмасемпе юсанӑ. Унта темиҫе машина урапине шӑтарнӑ ӗнтӗ. Анчах ҫынсем ҫапах тарӑхмаҫҫӗ, ҫул юсанӑшӑн савӑнаҫҫӗ.
Халӗ унта пурӑнакан ҫынсем ҫӗнӗ ҫул ҫинчи пӑтасене тасатма тухаҫҫӗ. Ҫула саплама ҫӳп-ҫап илсе килнӗ, 25 тонна таякан эскаватор ӑна пусарнӑ. Ҫапах ҫӳп-ҫап ҫула туса пӗтерме ҫитмен – 200 метр ҫаплипех юлнӑ. Ҫынсен атӑ тӑхӑнса ҫӳремех тивет. Чылайӑшӗ вара ҫӳллӗ кӗлеллӗ пушмакпа ҫӳреме тахҫанах ӗмӗтленнӗ.
Хула администрацийӗн ЖКХ пайӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Байгулов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫав урамра мӗн тума пултарнине тунӑ. Ҫитес ҫул мӗн пуласси хальлӗхе паллӑ мар. Шел те, ҫитес 2-3 ҫулта харпӑр секторти ҫулсене тума палӑртман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |