Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Кемӗрте хӑрушӑ пушар пулнӑ хыҫҫӑн Раҫҫейӗпех пушар хӑрушсӑрлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ. Ултавҫӑсем тӗлӗрмеҫҫӗ: ҫакӑнпа усӑ курса пуясшӑн.
Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Канаш хулинче палламан ҫын вырӑнти хӑна ҫурчӗн директорӗ патне шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе пушар инспекцийӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Унтан вӑл 20 пин тенкӗпе пушар хӑрушсӑрлӑхӗн докуменчӗсене хатӗрлесе пама шантарнӑ. Директор ырӑ мар сиснӗ те кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Палӑртмалла: ку Чӑваш Енре пӗртен-пӗр тӗслӗх мар. Халӗ лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ.
Аса илтерер: Кемӗрте суту-илӳ центрӗ ҫуннӑ, унта 64 ҫын вилнӗ. Инкек хыҫҫӑн Раҫҫейри суту-илӳ центрӗсене тата ытти учреждение тӗрӗслеме пуҫланӑ.
Кӑҫал пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Акцие хутшӑнакансене пӗчӗк парне кӗтет: пурне те пӗр пек ручка валеҫсе парӗҫ. Эппин, кӑҫал диктанта пурте пӗрешкел ручкӑпа ҫырӗҫ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ене унашкал 1350 ручка илсе килнӗ. Вӗсене Шупашкарти тата Канашри акци координаторӗсене панӑ.
Пӗтӗмпе Раҫҫейре ҫакнашкал 225 пин ручка туса кӑларнӑ. Вӗсене Раҫҫей почти ҫӗршыври 424 ял-хулана валеҫнӗ. Вӗсене машинӑпа, самолетпа, пуйӑспа, паромпа илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: ку акцие Чӑваш Ен ҫулсеренех хутшӑнать.
ZaRulem.ws портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Тӑвай районӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк Мускав ҫывӑхӗнчи Балашиха хулинче таксиста тапӑннӑ та ӑна вӗлернӗ. Кайран 26 ҫулти каччӑ тарса ҫухалнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑна Канаш хулинче тытса чарнӑ. Вӑл унта кукамӑшӗ патӗнче пытанса пурӑннӑ. Ӑна Канашри уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем шыраса тупнӑ. Ӑна Мускав облаҫне конвойпа илсе кайнӑ. Кун валли ятарласа Балашихӑри полицейскисем килнӗ.
Ҫамрӑкскертен следовательсем ыйтса пӗлнӗ ӗнтӗ.
Паян Чӑваш Енри тата тепӗр ача Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех» (чӑв. Лучше всех) кӑларӑма хутшӑнчӗ. Хальхинче ку вӑл пиллӗкри Лев Гренадерский пулчӗ. Пӗчӗкскер географие аван пӗлнипе тӗлӗнтерчӗ.
«Пӗрре те йӑнӑшмарӑн», ырларӗ ӑна телешоу ертӳҫи Максим Галкин. Унтан вӑл ачана медаль сӗнчӗ. Анчах ача хӑй пултарулӑхне, ӑс-тӑнне тата кӑтартма хатӗррине палӑртса: «Эпир Ҫурҫӗр Америкӑпа паллаштарман», — тесе хуравларӗ.
Географие юратаканскер дипломат пулма ӗмӗтленет, мӗншӗн тесен вӑл «туслӑ мар ҫӗршывсене пулӑшасшӑн».
Мускава ача ашшӗ-амӑшӗпе пуйӑспа кайнӑ. Нумай-нумай ҫӗршыв ҫинчен каласа кӑтартма хатӗр пӗчӗк арҫын ача ют ҫӗршывсенчен хальлӗхе Грецире пулса курнӑ. Мускавра вӑл — иккӗмӗш хут.
Аса илтерер, маларах ку телешоуна Канашри Мария Хушкина тата Шупашкарти Максим Казынкин хутшӑннӑччӗ.
Чӑваш Енри чукун ҫулсем ҫинче авари нумайланнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫавнашкал пӑтӑрмахсенче икӗ ҫын аманнӑ, тепӗр ҫын вилнӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пулнӑ ҫав аварисемшӗн автомашинӑсен шоферӗсем айӑплӑ, вӗсем чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чухне ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнман. Ҫав вӑхӑтрах каласа хӑвармалла, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрта кун йышши пӗр аварие те шута илмен, суранланакан та, вилекен те пулман.
Чукун ҫул каҫҫисенче авари таврашӗ ан пултӑр тесе ҫирӗп мерӑсем йышӑннӑ: «Шупашкар — Канаш» каҫӑ патӗнче карта тытса ҫавӑрма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне «Шупашкар 1 – Шупашкар 2» перегонӑн иккӗмӗш ҫухрӑмӗнче транспортпа ҫӳрекенсем ҫул-йӗр правилисене епле пӑхӑннине тишкерме видеокамера вырнаҫтарӗҫ.
Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ арҫын суя дипломпа ҫӳренӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавна май ун тӗлӗшпе Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 327-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав ҫын 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнче хула администрацине муниципалитет служащийӗ пулса вырнаҫнӑ чухне суя диплом илсе пынӑ. Кайран вӑл ҫав хута хула администраицйӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса вырнаҫнӑ чух та усӑ курнӑ имӗш. Дипломра кӑтартнӑ аслӑ вӗренӳ заведенийӗнче хӑй вӗренмен те иккен. Ҫакна Канашри районсем хушшинчи прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Суя дипломлӑ специалиста кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ.
Ҫак пӑтӑрмахлӑ ӗҫе халӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем малалла тӗрӗслеҫҫӗ.
Тин ҫуралнӑ ачина вӗлернӗ ҫынна тупас тесе йӗрке хуралҫисем пысӑк ӗҫ тунӑ. Аса илтерер: пӗлтӗр ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канашра целлофан хутаҫа чикнӗ ача виллине тупнӑччӗ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пепке вӑхӑтрах ҫуралнӑ. Следовательсем ача амӑшне тупас тесе чылай ҫынран ыйтса пӗлнӗ, Канаш тата Канаш районӗнче пурӑнакан 100 хӗрарӑма тӗрӗсленӗ. Вӗсене судпа генетика экспертизи витӗр кӑларнӑ.
ЧР ШӖМӗн ДНК-лабораторийӗнче тунӑ экспертиза ҫакнашкал тискер ӗҫе тунӑ хӗрарӑма тупма пулӑшнӑ. Ачан генотипӗ Канаш хулинче пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑмпа пӗр килнӗ.
Ҫакскер хӑй преступлени тунине йышӑннӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Куншӑн ӑна 5 ҫуллӑха тӗрмене ӑсатма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енре пӗлтӗр, унчченхи ҫулпа танлаштарсан, наркоманипе чирлисен йышӗ 15,5% чакнӑ. Наркотик тутанакансен 89 проценчӗ — арҫынсем, тепӗр 11% — хӗрарӑмсем. Кун пирки паян, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республикӑн наркотиксемпе кӗрешекен комисси ларӑвӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗн тӗрӗслевпе халӑх хӑрушсӑрлӑх управленийӗн пуҫлӑх тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Ираида Алексеева пӗлтернӗ.
Унсӑр пуҫне вӑл наркотикпа айкашакансен ытларах пайӗ — 57,1% — 18-30 ҫулсенче пулнине, наркомансен 78,5% ниҫта та ӗҫлеменнине е ӗҫ килӗшӗвӗсӗрех вӑй хунине палӑртнӑ. Наркомансен йышӗ ӑҫта ытлараххи те паллӑ: вӗсем Канашра, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта уйрӑмах йышлӑ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин пирӗн регионта ачасене наркобизнеса явӑҫтаракансем тупӑнсах тӑни пирки сӑмах хускатнӑ.
Канаш хулине социаллӑ пурнӑҫпа экономика тӗлӗшӗнчен аталантармалли ятарлӑ территорисен шутне кӗртнӗ. Ку йышӑнӑва Раҫҫей шайӗнче кӑларнӑ. Ӑна РФ правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев паян, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енри монохуласенчен (ун пеккисем республикӑра пиллӗк) пӗртен-пӗр Канаш ҫеҫ ҫав списока лекнӗ.
Канаша ятарлӑ статус пани инвестици проекчӗсене аталантарма пулӑшмалла. Унта вырнаҫаканн производствӑсене налук-хырҫӑ тӳлессипе ҫӑмӑллӑх кӳрӗҫ.
Канашра тулӑ тӗплӗн тирпейлекен, чукун тата хурҫӑ шӑратакан, тумтир ҫӗлекен производствӑсем, бетон, гипс тата цемент производствисем йӗркелеме, машиностроенипе ҫыхӑннӑ производствӑна аталантарма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ятарлӑ статуса 10 ҫуллӑха параҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра унти предприятисен тупӑш налукне малтанхи пилӗк ҫулта 20 процентран 5 процент таран чакарса парӗҫ, кайранхи тепӗр 5 ҫуллӑха — 10 процент.
Хальхи вӑхӑтра Канаш хулин экономика тӑнӑҫлӑхӗ вырӑнти «Промтрактор-Вакун» предприятирен, автоагрегат савутӗнчен килет.
Канаш хулинче пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле (уголовлӑ) ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачине вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Раҫҫейри следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашри гаражсен хушшинче иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗчӗк пепке виллине тупнӑ, вӑл целлофан хутаҫра пулнӑ. Ку пӑтӑрмаха шута илсе следовательсем ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарса тӗпчеме тытӑннӑ. Канаш хулинчи тата районӗнчи 100 ытла хӗрарӑма ДНК тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ. Пӗрин — Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑмӑн — ДНКи хайхи вилӗ ачаннипе пӗр килнӗ. Ҫавна май хӗрарӑма тытса чарнӑ. Лешӗ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ачана кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫуратнине, тӳрех тазри шывра путарса вӗлернине пӗлтернӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл сывлама пӑрахнӑскере хутаҫа чикнӗ те хулари гаражсен хушшинчи юхан шыв патне аннӑ, унта отверткӑпа усӑ курса шӑтӑк тунӑ, хутаҫа ҫавӑнта янӑ.
Палӑртса хӑвармалла, пуҫиле ӗҫе тишкерсе вӗҫне тухман-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |