Ҫанталӑк сивӗтнӗ май хваттерсене тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене ӑшӑ пама тытӑнчӗҫ. Анчах малтанхи тапхӑр тепӗр чух кӑлтӑклӑ пулать: ӑшӑ ҫитмен ҫуртсем те тупӑнкалаҫҫӗ. Чӑваш Ен Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви хӗрӳ лини телефонне ӗҫлеттерме пуҫланӑ. Унӑн номерӗ — (8352) 64-22-17.
Ҫурт-йӗре тата социаллӑ объектсене ӑшӑпа тивӗҫтерес ыйтӑва ӗнер Чӑваш Ен Стройминӗн ертӳҫи Алексей Грищенко районсемпе хуласен администрацийӗсен ертӳҫисемпе видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Ӑшӑтмалли тапхӑра ӗнерхи кун тӗлне пирӗн республикӑра 99 процент таран хатӗрленсе ҫитнӗ. Ӗҫе Улатӑр, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Тӑвай районӗсенче, Канаш, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенче пӗтереймен. Вӗсене министр 1-2 кунта вӗҫлеме хушнӑ.