ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри темиҫе районта ҫӳп-ҫап куписене пӗтермелле. Ку ыйтӑва ҫуллаччен татса памалла.
Ҫак ыйтӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлура ҫӗкленӗ. ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов тӗп тумалли ҫӳп-ҫап куписем пирки доклад вуланӑ.
Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Канаш хулинче, Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче ҫӳп-ҫап куписене пӗтермелле. Вӗсене иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенче тунӑ. Вӗсем экологи тата санитарипе эпидемиологи требованийӗсемпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ.
Район пуҫлӑхӗсем ҫӳп-ҫап куписене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтерме шантарнӑ.
Чӑваш Енре Ҫамрӑк моряксен XIV пуххи иртнӗ. Унта шкул ачисен 39 команди пуҫтарӑннӑ. Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчен, Йӗпреҫ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Елчӗк районӗсенчен 100 ытла ҫамрӑк армеец пуҫтарӑннӑ. Вӗсем аслӑ тата кӗҫӗн ушкӑнсене пайланса малти вырӑнсене йышӑнассишӗн ӑмӑртнӑ. Хамӑр тӑрӑхри маттур ачасемпе пӗрлех Чикмери (Мари Эл) «Паллада» парус клубӗн пайташӗсем те хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва ДОСААФӑн Шупашкарти пӗрлешӗвӗ тата ЧР Вӗренӳ министерствин «ЮНИТЭКС» центрӗ йӗркеленӗ. Пӗрремӗш вырӑна аслӑраххисенчен Шупашкарти 37-мӗш шкулти ачасем тухнӑ, иккӗмӗшне — республикӑн тӗп хулинчи 6-мӗш шкултисем, виҫҫӗмӗшне — хулари 3-мӗш тата Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗртисем. Кӗҫӗннисенчен мӑн сӗнтӗрсем мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти 37-мӗш шкултисем, виҫҫӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑхри ачасем.
Нумаях пулмасть Канашри 12-мӗш ача пахчине Роспотребнадзор хупни пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне пӳлӗмсенче сывлӑш температури пӗчӗк пулнӑ. Ҫавна май кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче суд приставӗсем ача пахчине 30 кунлӑха хупма йышӑннӑ.
Ку йышӑну хыҫҫӑн ача пахчин ертӳлӗхӗ ҫитменлӗхсене пӗтерес енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Роспотребнадзор каллех тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Хальхинче йӑлтах йӗркеллӗ пулнӑ.
Кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче иртнӗ суд ларӑвӗнче суд приставӗсен йышӑнӑвне вӑхӑт ҫитиччен пӑрахӑҫланӑ. Кун хыҫҫӑн ача пахчи унчченхи пекех ӗҫлеме пуҫланӑ.
Канаш хули инкеке пула шывсӑр юлнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, пӑтӑрмахӗ кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Вӑл «Вӑтаел—Канаш» трасса ҫинче пӑрӑх шӑтнипе ҫыхӑннӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнче йывӑр лару-тӑрӑва ӑнланма ыйтса ҫырнине те вырнаҫтарнӑччӗ. Хула шыва икӗ ҫӗртен илсе тӑрать иккен: «Высоковка – Канаш» тата «Вӑтаел – Канаш» пӑрӑхсемпе.
Хулари тӳре-шара паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ирхи 4 сехет те 10 минутра юсав ӗҫне вӗҫленӗ, 5 сехет те 30 минутра хулана шыв пама тытӑннӑ. Резервуарсенче шыв ҫителӗклӗ пухӑнсан ҫынсене шывпа тивӗҫтерме тытӑнмаллине каланӑ. Канаш хулинчи тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑнтӑрлахи 12 сехетре халӑха шыв панӑ, апла пулсан лару-тӑру йӗркеленсе каймалла.
Канаш хулин администрацийӗ авариллӗ ҫуртра пурӑнакансене япӑх пӳрте куҫарма хӑтланнӑ. Анчах ку тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ҫынсене авариллӗ ҫуртран куҫарнӑ чухнехи йӗркене тӗрӗсленӗ чухне палӑрнӑ ку.
Канаш хулин администрацийӗ «Строитель Плюс» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта кӑтартнӑ тӑрӑх, администраци хута каякан ҫуртра 54 хваттер илме килӗшнӗ. Анчах документра хваттерсенче газ, ӑшӑ, шыв пулмалли пирки пӗр сӑмах та каламан.
Ҫавна май Канаш хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Пуҫлӑхӑн ҫитменлӗхсене пӗтерме тивӗ. Ӑна явап та тыттарӗҫ.
Канаш хули инкеке пула шывсӑр юлнӑ. Пӑтӑрмахӗ «Вӑтаел—Канаш» трасса ҫинче пӑрӑх шӑтнипе ҫыхӑннӑ. Йывӑр лару-тӑрӑва ӑнланма ыйтса ҫырнине хула администрацийӗн сайтӗнче паян кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет хыҫҫӑн ҫырнӑ.
Хула икӗ ҫӗртен шыв илсе тӑрать иккен: «Высоковка – Канаш» тата «Вӑтаел – Канаш» пӑрӑхсемпе. Насуссене темле ӗҫлеттерсен те хулари тӳре-шара шыв ҫителӗклӗ уҫлама май ҫитменнине пӗлтернӗ. Ҫынсене шывпа перекетлӗрех усӑ курма ыйтаҫҫӗ. Хулана вӗри шыв парассине те вӑхӑтлӑха чарнӑ. Вӗри шыва ӑшӑ пӑрӑхӗнчен илекенсене те кун пек тумалла марри пирки асӑрхаттарнӑ. Котельнӑйсене шыв турттарса тӑраҫҫӗ пулин те пӑрӑхран вӗри шыв юхтарни ӑшӑтмалли тытӑма та юрӑхсӑра кӑларма пултарасран шикленеҫҫӗ.
Чӑваш Енре Крымри автомобиль номерӗсене, 82-мӗш регион тесе палӑртнисене, пама тытӑннӑ. Унашкаллисем пирӗн республикӑна 1000 штук килнӗ.
Регистраци номерӗсене илме меллӗ пултӑр тесе федераци саккунне улшӑнусем кӗртнӗ. Халӗ машина хуҫин пропискипе транспорт номерӗ ҫыхӑнман. Ҫавӑнпа номер фондне оптимизацилес тесе ытти регион номерӗсене те пама йышӑннӑ.
82-мӗш регион номерӗсене Шупашкарта тата Канашра илме пулать. Анчах Крым номерӗсем ҫынсене питех кирлӗ мар пулмалла. Специалист каланӑ тӑрӑх, ҫав номерсене парса пӗтернипе пӗтерменни пирки шӑнкӑравласа ыйтаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн ҫеҫ 21-мӗш регион номерне илме май пур.
Чӑнах та, ытларахӑшӗ хамӑр регион номерне илесшӗн-мӗн.
Канашри 12-мӗш ача пахчине суд приставӗсем хупнӑ. Яланлӑхах мар, ку йышӑну 30 кун вӑйра пулӗ.
Ача пахчи шӑпӑрлансен сывлӑхӗшӗн тата пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Унта условисем япӑххи пирки ашшӗ-амӑшӗ ҫӑхав ҫырнӑ. Чӳречесем кивӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте кантӑк вырӑнне — полиэтилен хутаҫ. Вӑл вара пӗчӗкскерсене сивӗрен хӳтӗлемест.
Пӳлӗмри сывлӑш температури те нормӑран самай пӗчӗк пулнӑ. Ҫавна пула ачасем ӑшӑ тумпа, пушмакпа ҫӳренӗ. Ӑшӑ тытас тесе ача пахчинчи ӑшӑтакан кӑмакасем пулнӑ.
Ашшӗ-амашӗ Роспортребнадзора ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн ӗҫ суда ҫитнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫурта 30 кунлӑха хупма йышӑннӑ.
Раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫейре спиртлӑ шӗвексене, 25 процент ытлараххисене, сутма чарнӑ. Ку йышӑну 30 талӑк вӑйра пулӗ.
Ҫак тапхӑрта Роспотребнадзор 70 ытла суту-илӳ тата усламҫӑсене объектне тӗрӗсленӗ, йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ.
Спиртлӑ 26 шӗвеке лабораторие тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Продукци йӗркепе килӗшсе тӑманнине тупса палӑртман. Сутма юраман шӗвеке лавкка сентрисем ҫинче асӑрханӑ. Кунашкал икӗ тӗслӗх пулнӑ. Шупашкарти «Ярмарккӑ» суту-илӳ комплексӗнче «Огуречный», «Персиковый», «Грейпфрутовый», «Медовый» лосьонсем сутнӑ. Пӗтӗмпе 147 штук. Ку 14,7 литрпа танлашать.
Кун пирки ШӖМе пӗлтернӗ. Канашра «Промхозстройра» вара пӗр «Медовый» тоник сутнӑ.
Канашра пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм 15 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Вӑл ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче хваттер тара парасси пирки хыпар вырнаҫтарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе Самар облаҫӗнчи МЧС ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ.
Хайхи арҫын хваттере тара илесси пирки, унта пӗр уйӑх пурӑннӑшӑн укҫа тӳлесси ҫинчен ӗнентернӗ. Анчах бухгалтерие отчет тума банк терминалӗн чекӗ кирлӗ-мӗн.
Анчах хӗрарӑмӑн перекет кӗнеки ҫеҫ пулнӑ. Арҫын мобильлӗ банка хута яма ӳкӗте кӗртнӗ. Хӗрарӑм лешӗ каланине итленӗ, счета кӗмелли пароле каланӑ. Хайхи арҫын кунпа усӑ курса унӑн укҫине икӗ телефон номерӗ ҫине хунӑ. Кайран пачах шӑнкӑрлавламан вӑл. Ҫапла вӑл Канаш хӗрарӑмне шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: арҫыннӑн телефон номерӗ — Пензӑран.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |