Ҫул-йӗр
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн эксперчӗсем Чӑваш Енри чи ванса-япӑхса пӗтнӗ ҫулсене палӑртнӑ. Списока, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, влаҫра ӗҫлекенсем патне ярса панӑ. Вӗсен кӑлтӑка пӗтерме мера йышӑнмалла. Ҫулсене пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти хастарӗсем шӑтӑк-путӑклӑ ҫулсен рейтингне хатӗрленӗ. Списокра Шупашкарти Лапсар тата Ишлей проезчӗсем ҫӳлти йӗркесене йышӑнаҫҫӗ. Рейтингра пӗтӗмпе — 231 объект. Япӑх ҫул тесе Шупашкарти Иван Яковлев проспектне те хаклаҫҫӗ иккен. Тӗп хуламӑрти Граждан, Хабиб Миначев урамӗсенчи япӑхнӑ вырӑнсене те начар ҫулсен йышне кӗртнӗ. Республикӑри ытти-район хулана илсен, Улатӑрти, Канашри, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи ҫулсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |