Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Салтака ӑсатмалли Канашри ҫурта юсӗҫ

Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Таисия Ташней 03.10.2018 19:51 | 596 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Республикӑри ҫар комиссариачӗн Канашри сбор пунктне ҫывӑх вӑхӑтра тӗплӗн юсама палӑртнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, ҫуртӑн ҫивитти те япӑхнӑ, стенисем те начар. Юсав ыйтӑвне Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствинче татса панӑ.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ыйтупа республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хӳтӗлев министрӗпе Сергей Шойгупа калаҫнӑ. «АРМИЯ-2018» пӗтӗм тӗнчери ҫарпа техника форумӗ вӑхӑтӗнче те ҫав ыйтӑва хускатнӑ-мӗн.

Канашри республика пунктӗнчен Чаваш Енри салтаксене ҫара ӑсатаҫҫӗ. Ҫурта ӑна хута янӑранпах, 1971 ҫултанпа, пӗртте юсаман.

Юсама хӑҫан тытӑнассине Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче хальлӗхе пӗлтермен. Подрядчика конкурс иртерсе палӑртӗҫ.

#Хӳтӗлев министерстви, #юсав, #ҫурт-йӗр, #Канаш

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тӗплӗ юсав хыҫҫӑн стена ҫурӑлса кайнӑ
2018, 04, 26
Череповец ҫыннисем Шупашкара пула ӑшӑ шывсӑр ларнӑ
2018, 07, 30
Виҫӗ крыльца юсама 400 пине ларнӑ
2018, 08, 10
Канашри усламҫӑн лавккине хупма йышӑннӑ
2018, 08, 11
Ҫул юсанине пула... вӑхӑтра каҫса ӗлкӗрмелле
2018, 08, 28

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org