
Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пирӗн ҫӗршыври тата тепӗр икӗ отрасль ӗҫченӗсене тава тивӗҫлӗ ят пама йышӑннӑ.
Ҫӗршыв ертӳҫин утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи указӗпе «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» тата «Раҫҫей Федерацийӗн ҫыхӑну тата информацин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ятсем пулӗҫ.
Сумлӑ ята тивӗҫес тесен журналистсен 20 ҫултан кая мар ӗҫлемелле, отрасльти тата Раҫҫей Журналисчӗсен союзӗн наградисем пулмалла.
Маларах ун пек хисеплӗ ята Якут Республикинче ҫирӗплетнӗ.
Тӗнче тетелӗнче Чӑваш Енри хӑш журналист «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» ята чи малтан кам тивӗҫесси пирки халех пуҫ ватаҫҫӗ. Тӗрлӗ хисеп ячӗпе ытти наградӑна час-час валеҫнине кура вӗсен сумӗ юлашки вӑхӑтра хӑйсен сумне чакарни те вӑрттӑнлӑх мар.

Паян, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль уҫӑлать. Вӑл 25-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Кинофорум ӗҫлеме пуҫличчен, кӑнтӑрла, пресс-конференци иртнӗ.
Журналистсемпе йӗркеленӗ тӗл пулӑва кинофестивалӗн пултарулӑх ертӳҫи, Раҫҫей киноискусствин академийӗн академикӗ Сергей Лаврентьев ертсе пынӑ. Унта этника тата регион киновӗн конкурсне суйласа илнӗ ӗҫсен комиссийӗн ертӳҫи Сергей Анашкин, илемлӗ фильмсен тӗп конкурсӗн жюри ертӳҫи, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ, СССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Александр Прошкин, этника тата регион фильмӗсен жюри ертӳҫи, АПШ кинокритикӗ Нэнси Конди тата ыттисем хутшӑннӑ.
Кинофестиваль тӗллевӗ, унӑн йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, — хальхи вӑхӑтри сахал йышлӑ халӑхсен фильмӗсене аталанма пулӑшасси, ку енӗпе пултаруллӑ ӗҫсене тупса палӑртасси.

Андрей Малахов ертсе пыракан «Тӳрӗ эфир» кӑларӑма Чӑваш Енрен тухнӑ журналистка хутшӑннӑ. Вӑл паллӑ актертан Александр Абдуловран ача ҫуратни пирки каласа кӑтартнӑ.
Лариса Штейнман Елчӗкре ҫуралса ӳснӗ. Халӗ вӑл Францире пурӑнать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн пӗр вӑхӑт Александр Абдуловпа юрату пулнӑ. Актер 10 ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Лариса Штейнман хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне халь тин уҫнӑ. Вӑл 12 ҫул каялла унран хӗр ача ҫуратнӑ-мӗн.
Хӗрӗ Мари-Изабель амӑшӗн тӑван тӑрӑхӗнче пурӑнать. Лариса Штейман хӗрне ашшӗ пирки нумаях пулмасть каласа кӑтартнӑ. Александр Абдулова вара тахҫан кун пирки урӑхла пӗлтернӗ: ачине Франци дипломатӗнчен ҫуратнӑ. Вӑрттӑнлӑхне мӗншӗн халь тин уҫнӑ? Журналистка ҫакна ӑнлантарман.
Анчах актерӑн тусӗсем, экспертсем журналисткӑна ӗненмен. Хӑшӗ-пӗри вӑл Абдуловпа туслӑ пулни пирки те иккӗленет. Психологсем те Лариса суйма пултарнине палӑртнӑ.
Юлашкинчен детекторпа тӗрӗсленӗ. Вӑл вара Лариса суйнине палӑртнӑ. Хӗрарӑм лӑпланасшӑн мар: ДНК-тест туса хӗрӗ Абдуловран пулнине ӗнентересшӗн.

Ҫӗнӗ Шупашкарта тухса тӑракан «Грани» хаҫатӑн журналисчӗ Ирина Павлова Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн фончӗ «Чӑнлӑхпа тӗрӗслӗх» ятпа ирттернӗ конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн информполитика министерстви хыпарлать.
Журналистсен пултарулӑх тупӑшӑвне 2500 ҫын 5500 ӗҫ ярса панӑ, вӗсенчен 350-шне тӳресем ҫӗнтерӳҫӗ пек палӑртнӑ. Хӑйсен статйисенче журналистсем пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнчи ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ, коррупци, патшалӑх пулӑшӑвӗсен пахалӑхӗ, ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушлӑх пирки ҫырнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн медиафорумӗнче чыслӗҫ, укҫан премипе хавхалантарӗҫ. Унсӑр пуҫне форум вӑхӑтӗнче журналистсем калаҫусене хутшӑнӗҫ, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен тӗп редакторӗсемпе, тӳре-шарапа тӗл пулӗҫ.

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Кияметдин Мифтахутдинов Пулково аэропортӗнче ют сумкӑна тытнип ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн Александр Белов блогер тата журналист 20 ҫул каяллахине аса илнӗ.
Шупашкарти Советсен ҫуртӗнче (халӗ ӑна Правительство ҫурчӗ теҫҫӗ) темле канашлу хыҫҫӑн журналист ют портфеле йӑтса тухса кайнӑ. Ӗҫе ҫитсен пӑхать те унта долларсемлӗ портмоне тата кӗнекесем асӑрхать. Васкаса каялла вӗҫтерет. Анчах никам та портфель шырамасть иккен. Советсен ҫуртӗнче хуралта ларакан пакунлипе сумкӑна уҫса пӑхаҫҫӗ те вӑл ЧПУн ун чухнехи ректорӗн Лев Кураковӑн пулнине ӑнланаҫҫӗ. Ҫын портфелӗпе кайнине Л. Кураков хӑй те асӑрхаман иккен. Ректор патне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ хыҫҫӑн портфельсене вӗсен хуҫисем ылмаштараҫҫӗ.
Александр Белов ҫырнӑ тӑрӑх, ректорӑн крокодил тирӗнчен ҫӗленӗ портфель пулнӑ, унӑн — самай ансатти.

Раҫҫей Президенчӗ пулассишӗн суйлав тупӑшӑвне тухасси ҫинчен пӗлтерӗ Ксения Собчакӑн Чӑваш Енри штабне кам ертсе пырассине палӑртнӑ. Ку енӗпе 29 ҫулти Дарья Комарова журналист пултарать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Дарья Комарова «Радио Свобода» тата «Idel.Реалии» сайт, «Чебоксары24», «Московский комсомолец в Чебоксарах» тата ытти хӑш-пӗр кӑларӑм валли хыпарсем хатӗрлени паллӑ.
Президент компанийӗ вӑхӑтӗнче ҫамрӑк хӗрарӑмӑн штаб командине пухмалла, президент пулма кандидата тӑрас шухӑшлӑ Ксения Собчакшӑн нумай-нумай сасӑ пухмалла.
Кӑҫал иртнӗ суйлавра Дарья Комарова Ҫӗнӗ Шупашкарта кандидат пулнӑ, уншӑн сасӑлакансен шучӗпе вӑл виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн суйлавӗнчи кандидатсенчен пӗрне вӑл вараланӑ тесе пӗр ик уйӑх каялла ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑччӗ. Нумаях пулмасть журналиста суд приставӗ ҫине алӑ ҫӗкленӗ тесе ик ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑччӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ 28 ҫулти журналисткӑна Дарья Комаровӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Патшалӑх айӑплавҫи судьяна ҫакӑн чухлӗ срок пама ыйтнӑ. Кун пирки право хӳтӗлевҫи Алексей Глухов пӗлтерет.
Дарья Комаровӑна суд приставне хирӗҫ тӑнӑшӑн айӑпланӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче суд приставӗ журналисткӑн пурлӑхне тӗрӗслес тесе ун патне килнӗ. Унччен Дарьйӑран 2,5 миллион тенкӗ ытла шыраса илмелле тунӑ.
Суд приставӗ килсен журналистка кӑмӑлсӑрланнӑ, хайхискер пакунлӑ хӗрарӑмӑн аллине пӑрнӑ, тӗксе янӑ.
Кунсӑр пуҫне юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче журналистка тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Мӗншӗн? Вӑл ЧР Элтеперӗн должноҫне йышӑнассишӗн кӗрешнӗ Олег Николаев пирки суя статья пичетленӗ-мӗн.

Паян ҫӗршывӑн тӗп хулинче Раҫҫей Журналистсен союзӗн XII съезчӗ иртет. Унта Чӑваш Енрен 10 ҫын хутшӑнать: республикӑри Журналистсен союзӗн ертӳҫи Валерий Комиссаров, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика кафедрин пуҫлӑх Анатолий Данилов, «Чӑваш Ен» ПТРК информаци программисен службин ертӳҫи Елена Егорова, ЮТВ телекомпани директорӗ Юрий Гурьянов, «Советская Чувашия» хаҫат тишкерӳҫи Елена Зайцева, Куславкка районӗн «Ялав» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Валентин Константинов, Етӗрне районӗн «Ӗҫ ялавӗ» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Светлана Трилинская, Канаш районӗн «Канаш» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Людмила Шурекова, Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева, «Хыпар» хаҫат тишкерӳҫи Юрий Михайлов.
Съездра Раҫҫей Журналистсен союзӗн председательне ертсе пыракана суйлӗҫ. Хальхи ертӳҫӗ Всеволод Богданов тивӗҫе пурнӑҫлама пӑрахассине пӗлтернӗ.

РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫулталӑк вӗҫӗнче пресс-конференци ирттерекенччӗ. Кӑҫал та унсӑр ҫулталӑк вӗҫленмӗ.
Владимир Путин пресс-конференцие раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки www.ntv.ru сайт пӗлтерет.
Ытти ҫул пысӑк пресс-конференци темиҫе сехете тӑсӑлнӑ. Ахӑртнех, кӑҫал та вӑл вӑраха пырӗ. Ҫав вӑхӑтра Владимир Путин журналистсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ.
Сӑмах май, Владимир Путин пресс-конференцие кӑҫалхипе 13-мӗш хут ирттерӗ. Раҫҫейри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен журналисчӗсем аккредитациленме пултараҫҫӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсен Роскомнадзорта регистраци пулмалла. Ют ҫӗршыв журналисчӗсен РФ Ют ҫӗршыв министерстви ҫумӗнче аккредитаци пулмалла.

Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттерчӗ. Вӑл 10 сехетре Правительство ҫурчӗн 17-мӗш хутӗнче пуҫланнӑ. Вӑл икӗ сехет ҫурӑ тӑсӑлнӑ. Журналистсем хускатнӑ ыйтусем хушшинче социаллӑ-экономика аталанӑвӗнчен пуҫласа Элтепер сывлӑхӗ таранах пулнӑ.
Аса илтерер, ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче тӗнче тетелӗнчи хаҫатсенчен пӗри Михаил Игнатьев кӑҫал пресс-конференци ирттерменни пирки ҫырнӑччӗ . Ҫакна Элтепер политикӑри хайӗн вӑйне ҫухатнипе, республикӑра экономика тата социаллӑ пурнӑҫ шайӗ начаррипе, журналистсен ыйтӑвне хуравлас килменнипе сӑлтавлама пӑхни сисӗннӗччӗ.
Сӑмах май, «На_связи.ру» портал мероприятие тӳрӗ эфирта кӑтартас тенӗ, анчах ӑна апла тума ирӗк паман иккен.
