Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, «Чӑваш Ен» телерадиокомпанин операторӗ Владимир Синдеев куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Ӗҫтешӗсем ун пирки пултаруллӑ та асра юлакан, хавас кӑмӑллӑ та ҫынна пулӑшма хатӗр ҫын пулнӑ тесе палӑртаҫҫӗ. Тата вӑл пысӑк профессионал пулнине калаҫҫӗ. Кирек мӗнле ҫӗрте те ӑста ӳкерме пултарнӑ: строительство лапамӗнче-и е Патшалӑх Думинче-и... Тата вӑл ӗҫре ялан ҫӗннине ӑша хывма ӑнтӑлнӑ, ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курнӑ.
«Чӑваш Ен» телерадиокомпанийӗнче Владимир Синдеев 10 ҫул ӗҫленӗ. Вӑл 46 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, фотоӑстана, журналиста, Пётр Сымкина, юлашки ҫула ӑсатнӑ.
Хурлӑхлӑ хыпара «Советская Чувашия» хаҫатӑн журналисчӗ Вячеслав Иванов Фейсбукра паян пӗлтернӗ.
Пётр Васильевич 1937 ҫулхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ҫарӑмсан районӗнчи
Анатри Тимӗрҫен ялӗнче ҫуралнӑ. Фотоӳнерпе вӑл шкул ҫулӗсенчех кӑсӑкланма тытӑннӑ. Хусанти инженерипе строительство институтӗнче вӗреннӗ. Партин Чӑвашобкомӗнче, «Молодой коммунист» хаҫат редакцийӗнче, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра хыпарсен пайӗн заведующийӗнче, «Правдӑн» Чӑваш Енпе Мари Элти издательствинче, «Российская газета» хаҫатра тата «Новости» агентствӑсенче тӑрӑшнӑ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Венера Большова телерадиожурналист пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара Марина Карягина тележурналист Фейсбукра пӗлтернӗ.
Венера Петровна 1936 ҫулхи раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пӗчӗк Этмен ялӗнче ҫуралнӑ.
1956 ҫулта Етӗрнери педучилищӗрен, 1961 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи филологи факультетӗнчи вырӑс-чӑваш уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ, Партин аслӑ шкулӗнче те ӑс пухнӑ.
1961 ҫулта вӑл Телерадиовещани комитетӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан радиора корреспондентра, ҫырусем енӗпе кӗҫӗн редакторта, ҫамрӑксен кӑларӑмӗнче редакторта, политпропаганда енӗпе аслӑ редакторта тӑрӑшнӑ. 1971 ҫулта ӑна телевиденин председателӗн заместителӗ пулма шаннӑ, 1984–1991 ҫулсенче ЧАССР Патшалӑх телерадиовӑн председателӗ пулнӑ.
Маргарита Гартфельдер «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» ята тивӗҫнӗ. Ҫавӑн ҫинчен калакан Указа Раҫҫей Президенчӗ чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ иккен. Ку пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗ халӗ пӗлтернӗ.
Асӑннӑ МИХ хыпарланӑ тӑрӑх, Маргарита Гартфельдер – Чӑваш Енри опытлӑ тележурналистсенчен пӗри. Телевиденире ҫав хӗрарӑм 1992 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш Енӗн телевиденийӗнче «Местное время» кӑларӑма ертсе пынӑ, «Час президента» программа ертӳҫи те пулнӑ, «Эрне» информаципе аналитика программин те, «Прямая речь» культурӑпа ҫӳтӗҫ программин те. 2001–2010 ҫулсенче «Чебоксары-ТВ» студие ертсе пынӑ. Нацителерадиокомпанин пӗрремӗш директорӗ пулнӑ.
Шупашкарта «моржсем» сезон уҫнӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтерет.
Журналистсем вырӑна тухса сюжет ӳкернӗ. «Кӑмӑл лайӑх. Эпир чирлеместпӗр тесен те юрать. Кунта уяв килнӗ пек ҫӳретпӗр»,- тенӗ пӗри.
Анчах «морж» тӳрех пулаймастӑн, кун валли хатӗрленмелле. Тухтӑрсем хӑш-пӗр чирпе аптӑракансене вакка чӑмма сӗнмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа тухтӑрпа канашлани пӑсмӗ.
Вакра шыва кӗни юн ҫаврӑнӑшне лайӑхлатма, иммунитета ҫирӗплетме пулӑшать. Вӗсен вӑй-хал кӗрет, сивӗ ҫанталӑка та унашкаллисем хӑвӑртах хӑнӑхаҫҫӗ.
Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» чӑваш хаҫачӗн редакторӗ Ирина Трифонова Хусанти Туслӑх ҫуртӗнче Голланди журналисткипе, «NRC» ятлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗнче ӗҫлекен Ева Цукерпа тӗл пулнӑ. Унпа чӑвашсем ҫинчен калаҫнӑ.
Ева Цукер каланӑ тӑрӑх, Европӑри нумай ҫӗршывра пурӑнакан ахаль ҫынсем Раҫҫейре монохалӑх (вырӑссем) пурӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ. «Нумай нациллӗ ҫӗршыв пӗр халӑх пек пӗрлешсе пурӑнни питӗ хаклӑ. Эсир питӗ туслӑ пурӑнатӑр», — тесе каланӑ Мускавра ҫур ҫул каялла тӗпленнӗ журналист.
Вӑл чӑвашсен йышӗпе, «наци хӑйхаклӑхӗпе» кӑсӑкланнӑ.
Хӑнана чӑвашсем ҫинчен кӗнеке парнеленӗ.
Чӑваш Енри тӗрлӗ организацире халӑхпа ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалистсем валли «PRофи-21» конкурс иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пултарулӑх ӑмӑртӑвне ирттересси ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев PR-специалистсен кунӗнче алӑ пуснӑччӗ.
Конкурса пурӗ 79 ҫын заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 32-шӗ финала лекнӗ. Вӗсен ӗҫӗсене сумлӑ экспертсем хакланӑ. Финала лекнисен куҫа-куҫӑн тӗл пулса тупӑшма тивӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта чыслӗҫ.
Куславкка районӗн хаҫачӗ, «Ялав», тухма пуҫланӑранпа ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 90 ҫул ҫитнӗ. Ун чухне ӑна «Штурм» ятпа кун ҫути кӑтартнӑ. Тепӗр ҫулталӑкран ятне ылмаштарса «Ленин ялавӗпе» теме тытӑннӑ. Чылай ҫул ҫавӑн пек ятпа пӗлнӗ район хыпарҫине. 1996 ҫулта ята черетлӗ хутчен ылмаштарнӑ май самана таппи ытйнине кура «Ленин» сӑмаха кӑларса пӑрахса «Ялав» теме тытӑннӑ.
1986 ҫултан пуҫласа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗччен хаҫат редакторӗнче Валентин Константинов тӑрӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра тӗп редактор тивӗҫӗсене Надежда Михайлова пурнӑҫлать. Редакцире Нина Богданова, Валентина Воробьева, Татьяна Кольцова журналистсем тата Марина Петрова дизайнер тӑрӑшаҫҫӗ.
Хаҫат эрнесерен чӑвашла тата вырӑсла тухса тӑрать. 2018 ҫултанпа район хыпарҫине 16 полосапа пичетленӗ, кӑҫалтан вӑл 12 полоса ҫине куҫнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Вперед» (чӑв. Малалла) хаҫатӑн тӗп редакторӗ пулнӑ Валентина Хохлова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Хаҫат редакцийӗ Инстаграмри хӑйӗн страницинче вилӗм сӑлтавне пӗлтермен. Анчах «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хӗрарӑмӑн ҫывӑх ҫыннисемпе ҫыхӑнса вилӗм сӑлтавне уҫӑмлатнӑ. 61 ҫулти экс-редактор пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ-мӗн.
Валентина Хохлова ҫамрӑк чухне хаҫат ӗҫне суйланӑ та Ҫӗмӗрле районӗнчи хаҫат редакторӗнче ӗҫлесех ӗмӗрленӗ. Ҫӗмӗрлере ҫуралса ӳснӗ, Хусанти патшалӑх университетӗнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн малтанах корреспондент-радиоорганизаторта тӑрӑшнӑ, 1996 ҫултанпа – хаҫат редакторӗнче, 1999 ҫулта издательство ҫурчӗ тусан ӑна 2017 ҫулччен ертсе пынӑ.
Чӑваш Енӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен хӑш-пӗр ҫынна республика Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва ӗнер, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
153-мӗш номерлӗ хушура асӑннӑ ҫынсем пурте Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗнче тимлеҫҫӗ.
«Массӑллӑ информаци хатӗрӗсене аталантарма тӳпе хывнӑшӑн» Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе асӑннӑ телерадиокомпанин директорне Екатерина Канюкӑна чыслама палӑртнӑ.
Асӑннӑ МИХра телевиденипе радиовещанин информаци программисен службин радиовещани пайӗнче программӑсене ертсе пыракан Олег Авельев тата Светлана Позднякова продюсер «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Стихван Шавли, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |