Культура
![]() Алина Герасимован «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк. Чӑваш Ен наци телерадиокомпанийӗн ӗҫченне «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Ку хисепе НТРКн радиовещанийӗн аслӑ редакторӗ Алина Герасимова тивӗҫнӗ. Чӑваш Енӗн телерадиокомпанине ӗҫлеме вырнаҫиччен Алина Герасимова ача-пӑча хаҫатӗнче ӗҫленӗччӗ. Вӑл 1973 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1995 ҫулта Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Маттур эс! Питӗ нумай ырӑ ӗҫ тӑватӑн, чунна парса ӗҫлетӗн!
Тахҫанах тивӗҫлӗ!
Валери ТУРКАЙ