
Паллӑ телеертӳҫӗрен Владимир Познертан журналистсем акӑ мӗн ыйтнӑ: вӑл наци чӗлхисене ачасен кӑмӑлне, суйлавне кура вӗрентни пирки мӗн шутлать? Владимир Познер ку ӑна килӗшменнине палӑртнӑ, кунашкал ыйту тухса тӑни те ӑна питӗ тӗлӗнтерет. Унӑн шухӑшӗпе, чӗлхе ҫынна кӑтартать. «Вырӑс чӗлхине вӗренмеллех-и?» тесе ыйтнӑ пулсан вӑл хӑть ҫакна ӑнланӗччӗ. Наци чӗлхи пирки вара…
«Манӑн шухӑшпа, республикӑра кун пек ыйту пулмалла мар, ҫакна ӑнланманни, наци чӗлхин аталанӑвне хӗстерни ырри патне илсе ҫитермест, тӗрлӗ наци ҫыннисен туслӑхне ҫирӗплетмест», - тенӗ Владимир Познер.
Телеертӳҫӗ тӗслӗх вырӑнне Канадӑна, Бельгие, Швейцарие, Финляндие илсе кӑтартнӑ. Познер каланӑ тӑрӑх, ҫак ҫӗршывсенче халӑхран унӑн тӑван чӗлхине туртса илмелле маррине ӑнланакан ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри общежити ишӗлсе анма пултарать. Ҫакӑнтан шикленеҫҫӗ иккен асӑннӑ поселокри Первомайски урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пурӑнакансем.
Унта паян Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев пулнӑ. Пӗччен мар. Журналистсемпе.
МИХра ӗҫлекенсене «халӑх тарҫи» ҫуртри уйрӑмах япӑх вырӑнсене кӑтартса ҫӳренӗ. Стенасенчен пӗри ҫурӑлнине кура ҫурт ӳлӗмрен ишӗлме пултарӗ. Апла специалистсене чӗнтерсе хаклаттармалла. Депутат ҫурт ҫивитти ҫине хӑпарса пӑхнӑ. Ҫивитти япӑхнине пула шыв анакан вырӑна палӑртнӑ. Нӳхрепри пӑрӑхсем тутӑх, вӗсене ылмаштармалла. Чылай туалет хӑрушӑ.
Депутат ҫурта сантехника чӗннӗ. Эрнекун пыма. Вӑл шыв пӑрӑхӗсене май килнӗ таран йӗркене кӗртӗ.
Ҫурт тӑрӑмӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Александр Андреев Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцине, прокуратурӑна ӑсатнӑ.

Кӑҫал ҫӗрулми тупӑшӗ савӑнтарать. Анчах сутлӑх хакӗ пӗчӗк. Хальлӗхе пур районта та ҫӗрулмине пухса кӗртмен-ха.
Ҫӗрулми ыйтӑвӗ пирки ЧР Элтеперӗ МИХсен элчисемпе тӗл пулнӑ чухне калаҫнӑ. Хӑш-пӗр журналист ытлашши ҫимӗҫе типӗ ҫанталӑкран шар курнӑ регионсене ӑсатма сӗннӗ. Тӗслӗхрен, Иркутск облаҫне. Вырӑнтисем ҫӗрулмине укҫасӑрах ӑсатма хатӗр-мӗн.
«Ҫутҫанталӑкран шар курнӑ ҫынсене пулӑшма хатӗр ҫынсене тав. Пулӑшу пирки калас тӑк, эпир унашкаллине унччен те тунӑ, малашне те ҫапла пулӗ», - тенӗ Михаил Игнатьев. Элтепер каланӑ тӑрӑх, ку енӗпе йывӑрлӑхсем пулмӗҫ.
«Анчах ҫакна ял хуҫалӑх предприятийӗсен шучӗпе туни тӗрӗсех мар. 2010 ҫула астӑватӑп, республикӑра типӗ пулчӗ. Ун чухне ҫӗрулми регионта пулмарӗ. Ӑна Омск облаҫӗнчен, Алтай крайӗнчен кӳрсе килчӗҫ ун чухне ҫӗрлуми 60 тенке ҫитрӗ. Анчах никам та ҫӑхавламан, пурте илнӗ. Ҫавӑнпа йӑлтах тупӑшлӑ условисемпе пулмалла», - ҫапла ӑнлантарнӑ Элтепер.

Ҫитес ҫул ҫурла уйӑхӗнче ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн полномочийӗсем вӗҫленеҫҫӗ. Тепӗр суйлава вӑл хутшӑнӗ-и? Ку ыйту журналистсене кӑсӑклантарнӑ. Авӑнӑн 11-мӗшӗнче Элтепер журналистсемпе тӗл пулнӑ чухне «Про Город» корреспонденчӗ ҫак ыйтӑва панӑ.
Михаил Игнатьев суйлава хутшӑнасси халӑх ӑна шаннипе шанманнинчен килнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Раҫҫей Президенчӗ унӑн кандидатурине шанни те пӗлтерӗшлине каланӑ.
«2015 ҫулта, тӗслӗхрен, кандидатурӑна шаннӑшӑн манна пуҫлӑха суйларӗҫ. Ҫӗртме пуҫламӑшӗнче эпӗ саккуна пӑхӑнса отставкӑна кайрӑм, Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан пулса тӑтӑм», - тенӗ Михаил Васильевич тӗлпулура.

Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ журналисчӗ, СССР журналисчӗсен пайташӗ, спорт комментаторӗ Юрий Диомидович Плотников пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Юрий Диомидович республикӑра тухса тӑракан хаҫатсенче ӗҫленӗ: «Ҫамрӑк коммунист», «Советская Чувашия», «Чӑваш Ен». Шупашкарти телекурав студийӗнче те вӑй хунӑ, Чӑвашрадиора 20 ытла ҫул спорт кун кӗнекине ертсе пынӑ. Вӑл «Хыпар», «Почтовый экспресс» хаҫатсемпе, «Спортивная панорама Чувашии» журналпа, Ҫӗрпӳ районӗн «Цивильский вестник» хаҫачӗпе ҫыхӑну тытнӑ.
Юрий Плотников ҫичӗ кӗнеке кӑларнӑ, 1 пин ытла сӑвӑ ҫырнӑ. Хӑй вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, унтах педагогика училищине пӗтернӗ, каярахпа И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ӑс пухнӑ. Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Юрий Плотников 85 ҫул тултармаллаччӗ.
Паллӑ журналистпа, спорт комментаторӗпе паян сывпуллашнӑ.

Самар хулинчи культурӑпа социаллӑ хутшӑнусен центрӗ чӑваш халӑхӗ тта ытти наци пирки видеофильм ӳкерме пуҫланӑ. Нумаях пулмасть вӗсем Канаш тата Комсомольски районӗсенче пулнӑ.
Самар журналисчӗсем ҫак проекта Раҫҫей Президенчӗн гранчӗпе пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем Чӑваш Енре кӑна мар пулӗҫ, Мари, Пушкӑрт, Удмурт, Мӑкшӑ, Тутарстан республикисене, Киров, Чулхула, Ӗренпур, Пенза, Самар, Сарӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсене тата Пермь тӑрӑхне ҫитме палӑртнӑ. Пирӗн патра вара виҫӗ кун пулнӑ.
Культура еткерлӗхӗ пирки видеофильм ӳкерекенсем халӑх хӑйнеевӗрлӗхне упракансемпе, халӑх пултарулӑхне аталантаракансемпе тӗл пулаҫҫӗ. Самар журналисчӗсем юмах-халапри сӑнарсене касса кӑларакан Алевинӑпа Евгений Ларинсемпе, Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти «Сӑр Ен» ансамбльпе тата ыттисемпе курнӑҫнӑ.
Журналистсен культура еткерлӗхне упрама пулӑшакан энциклопедире пӗтӗмпе ведофильм пулмалла. Ҫав шутра – чӑваш халӑхӗ пирки те.

Муркаш районӗнчи Юнкӑ ялӗнче пурӑнакан Николай Ермаков хӑйне евӗр техникӑсем ӑсталать. Унӑн трактор, ял хуҫалӑх агрегачӗсем, эксклюзивлӑ машина пур. Тӗнче тетелӗнче ун пирки видео та выранҫтарнӑ. Ҫавна май Кулибина ялта кӑна мар, ют ҫӗршывсенче те пӗлеҫҫӗ. Ун пирки "Чӑваш Ен" ПТРК журналисчӗсем сюжет ӳкернӗ.
Тӗслӗхрен, пӗр трактора вӑл кивӗ «Жигулирен» тата «ГАЗ-51» машинӑран пуҫтарнӑ. Унӑн картишӗнче тухника туллиех ларать: ҫӗрулми кӑлармалли, ҫулмалли, вутӑ ҫурмалли агрегатсем… Николай ентешӗсене те пулӑшать: мӗн те пулин тумалла та тӑк техникине часах тапратать.
Николайӑн хӑйне евӗр машина пур. Ял ҫыннисем ӑна «Хаммер» теҫҫӗ. Вӑл ӑна хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑсен, тракторсен пайӗсенчен пуҫтарнӑ. Федераци ҫулӗпе пынӑ чухне ӑна ытти водительсем пиклеттесе хӑвараҫҫӗ.
Николай Васильевич хӑйӗн блогне, Ютуб каналне уҫнӑ. Унӑн виедороликӗсене нумаййӑн пӑхаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ӑста арҫын Шупашкарти Никольский ячӗллӗ колледжра студентсене вӗрентет.

Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, ӗнер, Шупашкарта чӑвашла ҫыракан ҫамрӑк журналистсен слечӗ иртнӗ. Корреспондентсен конкурсне чылай материал килнӗ, вӗсенчен чи лайӑххисене суйласа илнӗ, авторӗсене слета чӗннӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑк журналистсене грамотӑпа, парнепе чысланӑ.
Слетра журналистикӑпа кӑсӑкланакансемпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ҫамрӑкскерсем камера умӗнче мӗнле пулмаллине пӗлнӗ, хӑйсене телеертӳҫӗ пек тӗрӗсленӗ.
Слета йӗркелекенсен шучӗпе, чӑн-чӑн журналистӑн литературӑна питӗ лайӑх пӗлмелле. Ҫавна май ачасем чӑваш поэтессипе тӗл пулнӑ, унпа калаҫнӑ.

ЧР Патшалӑх Канашӗн ЛДПР депутачӗ Константин Степанов Шупашкарти ШӖМ умне пӗчченех пикета тухнӑ. Вӑл «Свободу Ивану Голунову» (чӑв. «Иван Голунова – ирӗклӗхе») тесе ҫырнӑ плакат йӑтнӑ.
Депутат халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пикет йӗркеллех иртнӗ, пӗр полицейски пырса унӑн ятне-шывне ҫырса кайнӑ. Ун патне Голунов пирки пӗлекен ҫынсем те пырса кайнӑ.
Депутат хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ: «Журналист коррупци тата ритуаллӑ пулӑшу тытӑмӗнче скандаллӑ тӗрӗслев ирттернӗ. Маншӑн оппозици МИХӗн журналисчӗ юраман япаласем йӑтса хула тӑрӑх ҫӳрени питӗ тӗлӗнмелле пек туйӑнать. Ҫакна ӑссӑр ҫын ҫеҫ тума пултарать. Кунашкал тӗрӗслев ирттерекен журналист кун пек йӑнӑш тума пултарнине ӗненес килмест».
Палӑртмалла: Иван Голунова ҫӗртмен 6-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл наркотиксемпе ҫыхланнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Журналиста хавхалантаракан пикетсем халӗ ҫӗршывӗпех иртеҫҫӗ темелле. Унта хутшӑнакансен шухӑшӗпе, Голунов айӑплӑ мар. Халӗ вӑл килти арестра ларать.

Пирӗн пӗчӗк кӑна республикӑмӑр пурнӑҫӗпе Раҫҫейри журналистсем кӑсӑкланаҫҫӗ. Аса илтерер, ҫак кунсенче Питӗр хулинче пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ иртет. Вӑл ыран вӗҫленӗ. Паян мероприятие ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та хутшӑнмалла. Форума вун-вун ҫӗршыври сумлӑ делегаци пырса ҫитнӗ. Пирӗн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ӗҫлӗ мероприятие хутшӑнать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Михаил Васильевич ТАСС журналистне интервью панӑччӗ. Ӗнер унпа «Новости» (чӑв. Ҫӗнӗ хыпарсем) Раҫҫейӗн информаци агентствин журналисчӗн ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Журналистпа Элтепер Питӗрти форум усси ҫинченкалаҫнӑ. Михаил Васильевич ҫав форум вӑхӑтӗнче тунӑ килӗшӳсем тата унӑн тухӑҫлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
