Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри общежити ишӗлсе анма пултарать. Ҫакӑнтан шикленеҫҫӗ иккен асӑннӑ поселокри Первомайски урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пурӑнакансем.
Унта паян Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев пулнӑ. Пӗччен мар. Журналистсемпе.
МИХра ӗҫлекенсене «халӑх тарҫи» ҫуртри уйрӑмах япӑх вырӑнсене кӑтартса ҫӳренӗ. Стенасенчен пӗри ҫурӑлнине кура ҫурт ӳлӗмрен ишӗлме пултарӗ. Апла специалистсене чӗнтерсе хаклаттармалла. Депутат ҫурт ҫивитти ҫине хӑпарса пӑхнӑ. Ҫивитти япӑхнине пула шыв анакан вырӑна палӑртнӑ. Нӳхрепри пӑрӑхсем тутӑх, вӗсене ылмаштармалла. Чылай туалет хӑрушӑ.
Депутат ҫурта сантехника чӗннӗ. Эрнекун пыма. Вӑл шыв пӑрӑхӗсене май килнӗ таран йӗркене кӗртӗ.
Ҫурт тӑрӑмӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Александр Андреев Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцине, прокуратурӑна ӑсатнӑ.