Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Журналистсене право тӗлӗшӗнчен пулӑшас енӗпе ӗҫлекен центрӗн эксперчӗсем Чӑваш Енре журналистсен правине пӑснине асӑрханӑ. Кун пек списока пирӗн республика пуҫласа лекнӗ.
Журналистсен правине пӑснине палӑртакан карттӑна виҫӗ тӗспе сӑрланӑ: сарӑ, хӗрлӗ сарӑ тата хӗрлӗ. Сарӑ тӗслисенче журналистсен правине кӑштах кӑна пӑсакансене кӑтартнӑ, хӗрлисенче — ытла та пӑсакансене.
Пирӗн республика сарӑ хӗрлӗ тӗспе уйӑрнӑ регионсен йышне лекнӗ. Журналистсен правине уйрӑмах пӑсакан регионсем — Иркутск облаҫӗ, Буряти, Тинӗсҫум крайӗ, Краснодар крайӗ, Пенза облаҫӗ.
Чӑваш Ен журналистсене хӑратма хӑтланнипе, вӗсен пурлӑхне пӑснипе, суд тӑрӑх сӗтӗрнипе, укҫа-тенкӗ енчен пусмӑрланипе, цензурӑпа палӑрса тӑнине пӗтӗмлетнӗ.
Журналистсен — пысӑк ҫухату. РФ Журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, 90 ҫула кайнӑ Михаил Иванов пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ.
Михаил Иванович МИХсенче 45 ҫул ытла ӗҫленӗ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1944 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Вӑл Япони вӑрҫине хутшӑннӑ.
Михаил Иванов Ленинградри Ленин орденӗллӗ А.А.Жданов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче журналиста вӗреннӗ. Унтах вӑл пулас мӑшӑрӗпе Валентина Андреевнӑпа паллашнӑ. Вӑл ҫак ҫӗр ҫинче ҫулталӑк ытла ҫук ӗнтӗ. Валентина Иванова 1978 ҫултанпа Чӑваш Енри ИТАР-ТАСС корреспонденчӗ пулнӑ.
Михаил Иванов «Советская Чувашия» хаҫат редакторӗнче те ӗҫленӗ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра студентсене вӗрентнӗ.
Михаил Ивановпа нарӑсӑн 22-мӗшӗнче 13-14 сехетсенче Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ.
Чӑваш Енӗн телерадиокомпанине хӑйӗн пурнӑҫӗн 47 ҫулне халалланӑ Вячеслав Телятов телеооператор пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Чулхула облаҫӗнче ҫуралнӑскер пирӗн республикӑна 24-ра килнӗ. Вӑл кинооператорта та тӑрӑшнӑ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче Чӑваш Енри мӗн чухлӗ паллӑ ҫынна ӳкермен-ши! Унӑн ӗҫтешӗ, Зинаида Паршагина тележурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Вячеслав Телятов тӑрӑшнипе утмӑла яхӑн спектаклӗн телеверсине куракан патне ҫитернӗ. Мӗнпур ӗҫ телекомпанин фондӗнче упранать. 1980 ҫулта Мускавра иртнӗ Олимпиадӑна та вӑл ӳкернӗ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Вячеслав Телятов кинокомплекс пуҫлӑхӗ пулнӑ. «Штатив 350 килограмм таятчӗ, камера – 150 килограмм ытла. Вӗсене тӗксе куҫарма тиветчӗ», – аса илсе каласа кӑтартнӑ каярах паллӑ телеооператор. Телевиденири ӗҫе вӑл 2008 ҫулта, ҫитмӗл урлӑ каҫсан, пӑрахнӑ.
Телеооператорпа ыран, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Ритуал залӗнче 12 сехетре сывпуллашӗҫ.
«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Вера Эверкки хӑйне парикмахер профессинче тӗрӗслет. Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑл Виталий Станьял ӑсчаха ҫӳҫ касса янӑ, сухалне хитрелетнӗ.
Парикмахерта ӗҫлесен ҫӗршывра йывӑр лару-тӑру пулсан та тупӑш тума пулать. Вӑл кирек хӑҫан та ҫӑкӑр ҫимелӗх укҫа ӗҫлесе илме май парать. Ҫапла шухӑшлать Вера Эверкки. Вӑл халӗ тусӗсене, пӗлӗшӗсен ҫӳҫне илем кӗртме кӑмӑллать.
Вера хальлӗхе практика тухать, ҫавӑнпа ӑна модельсем (ҫӳҫ касма тата сӑрлама вӗренмешкӗн кирлӗ ҫынсем) питӗ кирлӗ. Парикмахера вӗренекен журналист Виталий Станьял ӑсчаха ҫӳҫне касса яма сӗннӗ. Виталий Петрович хирӗҫлемен, хаваспах парикмахерские кайнӑ. Прическа ӑна килӗшнӗ. Виталий Станьял чӑваш журналисчӗсем калемпа кӑна мар, кирек мӗнле инструментпа та, ҫав шутра – хачӑ, тура, ӗҫлеме пӗлнинче нихӑҫан та иккӗленменнине палӑртнӑ.
Чӑваш Енри журналистсем Раҫҫейри конкурссенче ҫӗнтернине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах та пӗлтернӗччӗ-ха.
Утӑ уйӑхӗнче «Патриот России» (чӑв. Раҫҫейӗн патриочӗ) Раҫҫейри XV конкурса пӗтӗмлетнӗччӗ те унта республикӑри икӗ журналист палӑрнӑччӗ. Вӑл вӑхӑтра «Республика» хаҫатра ӗҫленӗ Эрбина Никитина журналист, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ унта «Служу Отечеству» (чӑв. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлетӗп) номинацире «Хаҫат» категорире ылтӑн медале тивӗҫрӗ. Чӑваш телерадиокомпанийӗн редакторӗн Анастасия Акшарован радиопрограммине кӗмӗл медальпе хакланӑччӗ.
Халӗ вара «Моя земля — Россия» (чӑв. Манӑн ҫӗр — Раҫҫей) пӗтӗм Раҫҫейри конкурсран Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн журналисчӗ Владимир Егоров «За лучшее освещение развития малого предпринимательства и кооперации на селе» (чӑв. Пӗчӗк предпринимательлӗхе тата ялта кооперацие аталантарнине чи лайӑх ҫутатни) номинацире ҫӗнтернӗ.
Ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезчӗ вӑхӑтӗнче РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Чӑваш ГТРК журналисчӗн ыйтӑвне тӗлӗнсерех йышӑннӑ. Хӑйне евӗр ӑнланманлӑх пирки Александр Белов Фейсбукри хайӗн страницинче пӗлтернӗ.
Съезда хутшӑннӑ Ольга Васильева, пуян опытлӑ журналист асӑрханӑ тӑрӑх, йӑл кулманнипе асра юлӗ.
Прессӑпа калаҫнӑ чухне министр шӑртланчӑк пек курӑннӑ. «Айӑпсӑр кӑна ыйту панӑ ГТРКри Надя Андреевана ним ҫукран лекрӗ», — тесе ҫырнӑ Александр Белов. Тележурналист хай ыйтӑвне ҫапларах ҫавӑрттарса хунӑ: «Вӗренӳ министерстви ют ҫӗршыв студенчӗсене вырӑс чӗлхине епле пӗлнине экзамен тыттарса тӗрӗслеттерес пуҫарупа тухнӑ текен хыпар пур. Кун пирки тӗплӗнрех пӗлме май ҫук-ши?» Министр ыйтӑва тепӗр хутчен калама ыйтнӑ май ют ҫӗршыв студенчӗсене вырӑс чӗлхипе экзамен тытнинче ним ҫӗнни те ҫуккине кӗскен кӑна палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Енре паян «Коммунизм ялавӗ» (халӗ вӑл «Хыпар» ятпа тухса тӑнине нумайӑшӗ пӗлет) хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ Демьян Семеновпа сывпуллашаҫҫӗ.
Демьян Филипповича пӗлнисем асӑннӑ ҫын республика шайӗнче тухса тӑракан ҫак хаҫатӑн чи лайӑх редакторӗсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Демьян Семенов пирки чӑтӑмлӑ, чӑн ӗҫшӗн ҫине тӑракан, интеллигентлӑ, ӑста ертӳҫӗ тата вӗрентекен пулнине палӑртаҫҫӗ.
Демьян Филиппович ҫӗртмен 25-мӗшӗнче куҫне хупнӑ. Вӑл 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑшра ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче тата КПСС Тӗп комитечӗн Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. 1985—1990 ҫулсенче ЧАССР Верховнӑй Совечӗн председателӗ пулма шаннӑ. 1995—2006 ҫулсенче республикӑн Патшалӑх Канашӗн Аппаратӗнче редакципе издательство пайне ертсе пынӑ.
Демьян Филипповичпа паян 14 сехетре «Ритуаллӑ пулӑшу» предприятире сывпуллашӗҫ.
Египетри журналист хӑйӗн тин ҫуралнӑ ывӑлне Путин ят панӑ. Вӑл хӑйӗн савӑнӑҫӗ пирки халӑх тетелӗнче ҫырса кӑтартнӑ.
Каир хулинче пурӑнакан Моамен Мухтар хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне Фейсбука вырнаҫтарнӑ. «Ку манӑн ывӑл Путин», — тесе ҫырнӑ вӑл сӑнӳкерчӗк айне.
Журналист ывӑлӗ валли мӗншӗн кунашкал ят суйланӑ? Ҫакна вӑл ҫапла ӑнлантарнӑ: «Владимир нумай, Путин вара пӗрре ҫеҫ».
Халӑх тетелӗпе усӑ куракансем Египетри журналиста ача ҫуралнӑ ятпа саламланӑ. Ывӑлӗ пысӑк ҫын пуласса шанаҫҫӗ вӗсем.
Кӗҫех Чӑваш Енри чи лайӑх корреспондентсен ячӗсене палӑртӗҫ. Шкул хаҫачӗсен «Школа-пресс-2016» конкурсне заявкӑсем йышӑнса пӗтернӗ.
Кӑҫал конкурса 200 ытла заявка килнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат ӑна 11-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта хутшӑнакансен географийӗ ҫулсерен анлӑланса пырать. Кӑҫал Мускаври, Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи регионсенчи журналистсем те ӗҫӗсене ярса панӑ. Волгоград, Кисловодск, Тула облаҫӗ те хутшӑннӑ.
Конкурса унччен хутшӑннӑ ҫынсенчен 8-шӗ федераци шайӗнчи журналист пулса тӑнӑ. Кӑҫал шкул хаҫачӗн дизайнне те хаклӗҫ. Чи лайӑх фотокорреспондента та палӑртӗҫ.
Ҫамрӑк журналистсене кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче чыслӗҫ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра хӑш-пӗр факультетсене пӗрлештернӗренпе темиҫе ҫул та хыҫа юлчӗ ӗнтӗ. Шел те, унчченхипе танлаштарсан, тӳлевсӗр вырӑнсем сахалланса пыраҫҫӗ.
Халӗ ав виҫӗ факультета пӗрлештерсе Вырӑс, чӑваш филологийӗсен тата журналистика факультечӗ пулса тӑнӑ. ЧПУн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул ҫак факультетра «Журналистика» енӗпе вӗренекенсем валли тӳлевсӗр 10 вырӑн пулӗ. Ҫакна РФ Вӗренӳ министерстви федераци конкурсӗнче палӑртнӑ.
Аса илтерер: унччен факультетра журналистика енӗпе пӗр тӳлевсӗр вырӑн та пулман. Виҫӗ факультета 2013 ҫулта пӗрлештернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Стихван Шавли, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |