Ҫулсем иртнӗҫемӗн япала та кивелет. Хӑшӗ-пӗри ӑна кӑларса ывӑтать. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Тукай ялӗнче пурӑнакан Людмила Данькова вара мӑшӑрӗн асламӑшӗнчен юлнӑ хатӗр-хӗтӗре упраса хӑварнӑ та «Сире кӗтекен кил» хӑна ҫурчӗ уҫнӑ. Унта Раҫҫейри туристсем кӑна мар, ют ҫӗршывсенчисем те килеҫҫӗ. Пурте ӗлӗкхи чӑвашсем мӗнле пурӑннипе кӑсӑкланаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Даньковсен хӑна ҫуртне Стамбул хулинчи «Ҫулҫӳревҫӗ» телеканал журналисчӗ Абдула Туркцкой килсе кайнӑ. Савухи Ахмеров оператор та пӗрле килнӗ. Ахмеров Раҫҫейре ӳснӗ, ҫавӑнпа вырӑсла аванах калаҫать. Вӗсем тӗрӗк халӑхӗн ӗлӗкхи йӑли пирки фильм хатӗрлеҫҫӗ-мӗн.
Инҫетрен килнӗ хӑнасем хуран кукли мӗнле пӗҫернине, услам ҫу хатӗрленине, ҫӑм арланине кӑсӑкланса сӑнанӑ. Ҫӑнӑх хатӗрленине те курнӑ. Вӗсене чӑваш халӑх юррисем, ташшисем интереслентернӗ.
Ют ҫӗршыв журналисчӗсем Чӑваша килсе кайнипе кӑмӑллӑ юлнӑ. Кӑштахран татах килме шантарнӑ.
Сӑнсем (6)
ЧР Журналистсен пӗрлӗхӗ пысӑк проекта вӗҫленӗ. Организаци юбилейӗ тӗлне «Чӑваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ.
Ку массӑллӑ информаци хатӗрӗсен, издательствӑсен, полиграфи предприятийӗсен, информаци агентствисен историне, тӗп тапхӑрӗсен аталанӑвне ҫутатакан пӗрремӗш кӗнеке. Кӗнекере 2400 яхӑн статья, вӗсене алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ. Кунта СССР тата РФ Журналистсен союзӗсен пайташӗсем пирки, чӑваш изданийӗсен пирвайхи редакторӗсем, репрессиленӗ журналистсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем, фронтри корреспондентсем, пичет ветеранӗсем тата ыттисем ҫинчен те ҫырса кӑтартнӑ.
Чӑваш Ен тулашӗнче тухса тӑракан чӑваш журнал-хаҫачӗ пирки уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Энциклопедире 1400 ытла сӑнӳкерчӗкпе усӑ курнӑ.
Унта псевдонимсемпе пичетленнӗ журналистсемпе ҫыравҫасем пирки те пур. Кӗнеке журналистсемшӗн, издательсемшӗн, культура ӗҫченӗсемшӗн, ӑсчахсемшӗн, политиксемшӗн, студентсемшӗн, ытти ҫынсемшӗн кӑсӑклӑ пулмалла. Вӑл 3 пин тиражпа тухнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен патшалӑх премине парасси ҫинчен Хушу алӑ пуснӑ.
Кӑҫал ӑна журналистика енӗпе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн Ҫамрӑк Гвардийӗн» Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ Артем Чубуков «Информаци юхӑмӗ» проекта пурнӑҫа кӗртнӗшӗн тивӗҫнӗ. Ку пуҫару пултаруллӑ ҫамрӑк журналистсене, блогҫӑсене, PR-специалистсене, медиа-менеджерсене аталанма пулӑшать-мӗн.
Ӑслӑлӑхпа техника енӗпе Александр Антоновпа Василий Капитонов, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ вӗрентекенӗ Сергей Карпов премие тивӗҫнӗ. Анна Головинана вӗренӳ енӗпе «Математика ҫапӑҫӑвӑ» проекта хатӗрленӗшӗн панӑ.
Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче Чӑваш Енре «Сывӑ шӑл — сывӑ ачасем — сывӑ ҫемье» проекта пурнӑҫланӑ ушкӑн мала тухнӑ. Экологи енӗпе Ҫамрӑксен премине Сергей Трофимова «Ытларах кислород» проектшӑн панӑ.
Вӑй-хал культурипе спорт енӗпе Алексей Германова пама йышӑннӑ. Вӑл спорт аэробикинче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ-мӗн.
Аса илтерер: Ҫамрӑксен патшалӑх премине Чӑваш Енре 1996 ҫултанпа параҫҫӗ. Халӗ вӑл 50 пин тенкӗпе танлашать.
Ҫапла-ҫапла. Ҫырма мар, футбол выляма. «Российская газета» хаҫатӑн корреспонденчӗ Александр Кузин шӑпӑрлансене футбол выляма вӗрентет.
«Гимнастикӑна е каратэне виҫӗ ҫултанах илеҫҫӗ, футбол выляма вара ҫичӗ ҫултан аслӑраххисене кӑна. Ҫавӑнпа эпӗ пӗчӗккисем валли секци уҫма шутларӑм», — тесе пӗлтернӗ вӑл. Ун патне паян 3 ҫултан пуҫласа 5 ҫулчченхи 18 ача таран ҫӳрет. Вӗсемпе пӗрле — ашшӗ-амӑшӗ те. Александр Шупашкарта зал ятарласа тара илнӗ, кирлӗ инвентарь туяннӑ. Халӗ вӑл пӗчӗкскерсене футбол выляма тӳлевсӗрех хӑнӑхтарать.
Интернет-журналистикӑн ҫамрӑксен шкулӗ черетлӗ хут алӑка уҫнӑ-мӗн. Кун пирки республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтерет. Ку шкул кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ӗҫлет-мӗн. Унта хӑйне евӗр шухӑшлама пӗлекен ҫамрӑксене пӗр уйӑх хушши журналистикӑн вӑрттӑнлӑхӗсене хӑнӑхтараҫҫӗ иккен.
Интернет-журналистикӑна ӑша хывас тенисене пилӗк енпе пӗлӳ парӗҫ: халӑх тетелӗ (социаллӑ сеть), монтажпа дизайн, телевиденипе радио, классикӑлла журналистика тата пресс-службӑпа мониторинг. Професси вӑрттӑнлӑхне массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансем уҫса памалла иккен.
Шел те, анчах кӗске информацире шкулта вӗренес текенсем ӑҫта тата камсем пухӑннине асӑнман. Ку ыйтӑвӑн хуравне ҫӳлерех асӑннӑ министерствӑран пӗлме пулать-тӗр…
Паян чӑваш парламенчӗн спикерӗ Юрий Попов, Олег Мешков вице-спикер тата Николай Маловпа Игорь Кушев депутатсем журналистсемпе тӗл пулчӗҫ. Калаҫӑвӑн тӗп теми Чӑваш Патшалӑх Канашӗн черетлӗ тапхӑрне сӳтсе явасси пулчӗ. Астӑвакансем каланӑ тӑрӑх, кун пек мелпе тӗлпулу йӗркелени унччен пулман. Калаҫӑва спикер журналистсене республикӑн саккунсем кӑларакан органне тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тунинчен пуҫларӗ.
Тӗлпулӑва пынӑ МИХсен ӗҫченӗсенчен депутатсем, ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫивӗч ыйту самай парасса кӗтнӗн туйӑнчӗ. Ҫапах та, ӗҫтешӗмсем ан кӳренччӗр те, анчах «шӑллӑ» ыйту хускатакансем сахалрах пулчӗҫ. Кӑсӑклӑраххисен шутне, ман шутпа, «халӑх тарҫисене» тӗрлӗ блогра, Интернет-кӑларӑмсенче хурланине вӗсем епле йышӑнни; мӗншӗн хӑш-пӗр депутат сесси вӑхӑтӗнче ҫине-ҫинех сӑмах калани, теприсем вара ҫӑвара шыв сыпнӑн ларни пирки; саккун проекчӗсене ытларах чух Чӑваш Ен Элтеперӗ сӗнни депутатсем пуҫаруллӑ маррине пӗлтермест-и; парламентӑн пӗр-пӗр сессине чӑвашла ирттерме шухӑшламастӑр-и тесе кӑсӑкланнине тата ҫавӑн йышши хӑш-пӗр саманта кӗртмелле-тӗр.
Чӑвашла ирттересси пирки каласан, «маншӑн, Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, кунта пурӑнакан, ялан чӑвашла калаҫакан ҫыншӑн (ҫемьере ман виҫӗ ача, виҫҫӗшӗ те чӑвашла калаҫаҫҫӗ, арӑмпа та чӑвашла калаҫатпӑр) чӑвашла калаҫма, ертсе пыма питӗ ҫӑмӑл, кӑмӑллӑ.
Утӑн 31-мӗшӗнче, 10:00 сехет тӗлнелле Шупашкарти Раҫҫейӗн ШӖМ управленийӗ журналистсене хӑйсем патне пресс-конференцине йыхравлать. Унта Шупашкарти Раҫҫейӗн шалти ӗҫсен минестерствӑн ҫӗнӗ ертӳҫипе Сергей Павловпа паллаштарӗҫ тата кӑҫалхи 1-мӗш ҫурма ҫулӗн пӗтӗмлетӗвӗсене тӑвӗҫ. Унсӑр пуҫне журналистсем хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтӑвӗсене пама пултарӗҫ, ШӖМ ӗҫченӗсем вара вӗсем ҫине хурав пама тӑрӑшӗҫ.
Пресс конференци Шупашкар хулинче, Шевченко урамӗ, 23 (Шупашкарти Раҫҫейӗн ШӖМУ) адреспа иртет. Ыйтса пӗлмелли телефон: 24-20-44.
Ҫапла-ҫапла. Агрономсем е ял хуҫалӑхӗнче тӑрмашакан ытти ӑстасем мар, алӑра хутпа ручка, диктофонпа камера тытакансем. Пресс-тур ят панӑ мероприятие ыран республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви ирттерет.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене акса пӗтерчӗҫ ӗнтӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансене хресчен яваплӑ тапхӑрта епле тӑрӑшнине каласа кӑтартма тӗллев лартнӑ май Шупашкар районӗнчи «Атлашевский» кооператива (вӑл Тутаркасси ҫуммӑн вырнаҫнӑ) илсе кайӗҫ. Калем ӑстисем калча пахалӑхне хаклӗҫ, ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан меслетсемпе паллашӗҫ.
«Ӳссен эсӗ кам пулатӑн?» — ҫакӑн пек калаҫу пулса иртрӗ ӗнер республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче. Мероприяти хулари 20-мӗш вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекенсемпе иртрӗ. Вӗсем Наталия Герасимова класс ертӳҫипе пырса ҫитрӗҫ.
Аслӑ классене ҫитсен яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ ҫул юппине пырса тухать: унталла каймалла-и е кунталла-и? Тен, унта та, кунта та мар, пачах тепӗр енне?.. Ҫапла пуҫ ватнӑ самантра вырӑссен пӗр юмахӗнчи самант аса килӗ. Астӑватӑр-и: сулахаялла кайсан вилӗм тупӑн, сылтӑмалла кайсан лашуна ҫухатӑн, тӳрӗ кайсан телей тупӑн тенӗччӗ-и-ха унта?.. Ҫапла, юмахра ӑҫта кайсан мӗн пулассине калаҫҫӗ хӑть. Пурнӑҫра вара апла мар — ҫиччӗ виҫсе пӗрре касма тивет.
«Епле професси суйлассине палӑртнӑ-и-ха эсир?» — ыйтрӗ ачасенчен вулавӑшӑн информаципе библиографи уйрӑмне ертсе пыракан Наталья Петроградская библиотекарь. «Космонавт!» — шӳтленӗн туйӑнчӗ ачасенчен пӗри (чӑннипех ҫавӑн патне ӑнтӑлать пулсан ӑна ӑнӑҫу сунасси ҫеҫ юлать). «Учитель», «инженер», — хуравларӗҫ хӑшӗсем. Чылайӑшӗ вара шарламарӗ.
Ҫӗр ҫинчи ҫӗр-ҫӗр профессирен пӗри — журналист. Ҫакӑн пирки каласа кӑтартрӗҫ те ачасене библиотекарьсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |