
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗ Надежда Александрова пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 47 ҫулта пулнӑ.
Надежда ҫемье йӑлине малалла тӑснӑ – унӑн аслашшӗ (е кукашшӗ) Михаил Прокопьевич Ижеев «Хӗрлӗ Чӑваш Ен» тата «Советская Чувашия» хаҫатсенче 27 ҫул ӗҫленӗ. Надежда И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра диплом илсен «Чӑваш Ен» ПТРКра ӗҫлеме пуҫланӑ.
Надежда Александровӑпа ыран, утӑн 4-мӗшӗнче, Етӗрне округӗнчи Элешкушкӑнь ялӗнче сывпуллашӗҫ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн пресс-службин управленийӗн пуҫлӑхне Юлия Стройковӑна пысӑкрах должность шанса панӑ. Вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ — пресс-служба тата протокол управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ.
Юлия Стройкова пресс-служба управленине виҫӗ ҫула яхӑн ертсе пынӑ, ҫав шутра Элтеперӗн пресс-секретарӗ пулса та тӑрӑшать.
Юлия Викторовна 1968 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫуралнӑ. «Канале 5 плюс» каналта журналист тата ведущи пулнӑ, унтан «Чебоксары-ТВ» телеканалта ӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн Наци телерадиокомпанине уҫнӑ хыҫҫӑн директорӑн заместителӗ пулса тӑнӑ, 2013-2014 ҫулсенче унта ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫланӑ. 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл республикӑн информаци политикин министрӗн ҫумӗн пуканне йышӑннӑ. Ку должноҫре ҫичӗ ҫул ӗҫленӗ. 2022 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн пресс-службин управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма шаннӑ.

Пӗррӗмӗш каналпа пыракан «Непутевые заметки с Дмитрием Крыловым» кӑларӑмра Чӑваш Ен пирки кӑтартӗҫ
Нумаях пулмасть ӳкерӳ ушкӑнӗ Етӗрне округӗнчи Тури Ачакри 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн музейӗнче пулнӑ. Федераци каналӗн журналисчӗсене «Вирьял» халӑх ансамбль, музей ӗҫченӗсемпе шкул ачисем пирӗн халӑхӑн йӑли-йӗркипе паллаштарнӑ.
Хӑнасем Сӑр хӗрринче те пулнӑ, вӑрҫӑ ҫулӗсенче унта хӳтӗлев чикки тунӑ вырӑнсене курнӑ. Унтан Етӗрнери ӳнерпе тавра пӗлӳ тата СССР халӑх артисчӗ Н.Д.Мордвинов ячӗллӗ музейсенче кадрсем ӳкернӗ.
Кӑларӑма курмасӑр ан юлӑр! Вӑл ҫӗртмен 8-мӗшӗнче тата 15-мӗшӗнче эфира тухӗ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сирень сенкерӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Унӑн авторӗ – Елена Николаева ҫыравҫӑ-журналист. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Ирина Калентьева.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хайлав пуххине авторӑн тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ новеллисем кӗнӗ. Елена Николаева 1974 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Тушкилте ҫуралнӑ. Тӑван ялти вӑтам шкулта вӗреннӗ чухнех районта, республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журналпа ҫыхӑну тытнӑ. 1991–1996 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗреннӗ.
Аслӑ шкул пӗтерсенех республикӑра тухса тӑракан «Хресчен сасси» хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ. 2015 ҫултанпа «Хресчен сасси – КИЛ» хаҫатра пай редакторӗнче тӑрӑшать.

Чӑваш кӗнеке издательствинче Валентин Константиновӑн кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Вӑл «Ют ҫын ачи» ятлӑ. Кӗнекери хайлавсене икӗ ушкӑна пайласа вырнаҫтарнӑ.
Пӗрремӗшӗ, «Тӗрӗслӗх пурах тӗнчере» ятлӑ. Унта вулакана шухӑшлаттаракан, тавлаштаракан хайлавсем кӗнӗ. Иккӗмӗш ярӑмра – шӳтлӗ хайлавсем.
Палӑртса хӑварар: Валентин Константинов – журналист, ҫыравҫӑ, хальхи вӑхӑтра Куславкка районӗн хаҫачӗн тӗп редакторӗнче ӗҫлет.

Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ (Стерлитамак) хулинче «Ачалӑх тӗнчи» фестиваль-конкурс иртнӗ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналисчӗ Елена Атаманова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Аякри тӑвансем тӗлӗнтерчӗҫ те, савӑнтарчӗҫ те. Ҫӗр-ҫӗр ача ҫитнӗччӗ уява, пурте-пурте чӑваш тумӗпе, капӑрлӑхсемпе. Чӑвашла хитрен юрлаҫҫӗ, паллӑ поэтсен сӑввисене шӑрантараҫҫӗ, чӑваш тумӗ ҫинчен каласа кӑтартма та пӗлеҫҫӗ.
Асӑрхӑр: ял ачисем мар, хулара пурӑнакан шӑпӑрлансем!
Пушкӑртстанра тем тесен те урӑхларах!!! Пушкӑртстанра чӑвашлӑха хисеплени, юратни, тӑван чӗлхене, культурӑна, йӑла-йӗркене сума суни тата вӑйлӑрах курӑнать! Вӗсем туслӑха хаклама, пӗрле чӑмӑртанса, пӗр-пӗрне ура хумасӑр, вак-тӗвекленмесӗр, пӗр-пӗрне ӑмсанмасӑр ӗҫлеме пӗлеҫҫӗ. Тата ҫав тери уҫӑ кӑмӑллӑ та тарават! Чаплӑ, чаплӑ Уяв тӑк уяв пулчӗ!» — хавхаланса та ҫунатланса пӗлтернӗ мероприяти пирки Елена Атаманова журналист.

Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, чӑваш поэчӗ Валентин Урташ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ кун, чӑваш писателӗсем, поэчӗсем, журналисчӗсем унӑн вил тӑприйӗ ҫине ҫитсе ӑна асӑннӑ. Калем ӑстисемпе пӗрле Анатолий Князев та пулнӑ. Анатолий Пантелеймонович – Елчӗк чӑвашӗ, вӑл Шупашкар районӗнчи Апашра пурӑнать.
Анатолий Князев поэтпа хурӑнташлӑ иккен. Кун пирки Лидия Филиппова журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Паян, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев журналистсемпе пресс-конференци ирттернӗ. 2 сехет ытла тӑсӑлнӑ вӑл.
Журналистсенчен пӗри республикӑра Ҫӗнтерӳ кунӗпе чӑвашла плакатсем пулманни пирки каланӑ. Вӗсем пулаҫҫӗ-и? Элтепер ку ыйту интереслӗ пулнине палӑртнӑ. Вӑл уяв тӗлне плакатсем пулассине каланӑ.
Аса илтерер: кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 80 ҫул ҫитет.

Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев журналистсемпе пресс-конференци ирттерет.
Журналистсем ӑна хӑйне те, видеоҫыхӑну урлӑ та ыйту пама пултараҫҫӗ. Пресс-конференци 11 сехетре пуҫланать.
Эфира Чӑваш наци телевиденийӗпе, Элтеперӗн телеграм-каналӗнче, «Контактри» «Чувашская Республика» ушкӑнра, «Республика 21» телеграм-каналта курма пулать. Ҫавӑн пекех Тӑван радиопа, Наци радиовӗпе итлеме май пур.
Олег Николаев ҫинчен тӗплӗнрех РУВИКИ-н чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.

Ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче пирӗн республикӑра Чӑваш пичечӗн кунне уявлаҫҫӗ. Ӑна тӑван халӑхӑмӑрӑн пӗрремӗш хаҫачӗ, «Хыпар», тухма пуҫланипе сӑлтавланӑ.
Чӑваш журналисчӗсем професси уявне хальхинче «Роланд» ресторанта уявланӑ.
Чӑваш Енӗн Роскомнадзорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра 142 массӑлла минформаци хатӗрӗ, вӗсенчен 81-шӗ — пичет кӑлӑрӑмӗсем.
