Персона
![]() Пётр Сымкин. gatd.culture21.ru сӑнӳкерчӗкпе усӑ курнӑ Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, фотоӑстана, журналиста, Пётр Сымкина, юлашки ҫула ӑсатнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара «Советская Чувашия» хаҫатӑн журналисчӗ Вячеслав Иванов Фейсбукра паян пӗлтернӗ. Пётр Васильевич 1937 ҫулхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ҫарӑмсан районӗнчи Анатри Тимӗрҫен ялӗнче ҫуралнӑ. Фотоӳнерпе вӑл шкул ҫулӗсенчех кӑсӑкланма тытӑннӑ. Хусанти инженерипе строительство институтӗнче вӗреннӗ. Партин Чӑвашобкомӗнче, «Молодой коммунист» хаҫат редакцийӗнче, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра хыпарсен пайӗн заведующийӗнче, «Правдӑн» Чӑваш Енпе Мари Элти издательствинче, «Российская газета» хаҫатра тата «Новости» агентствӑсенче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |