Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Республикӑра
![]() Валентина Хохлова. @redvpered сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Вперед» (чӑв. Малалла) хаҫатӑн тӗп редакторӗ пулнӑ Валентина Хохлова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Хаҫат редакцийӗ Инстаграмри хӑйӗн страницинче вилӗм сӑлтавне пӗлтермен. Анчах «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хӗрарӑмӑн ҫывӑх ҫыннисемпе ҫыхӑнса вилӗм сӑлтавне уҫӑмлатнӑ. 61 ҫулти экс-редактор пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ-мӗн. Валентина Хохлова ҫамрӑк чухне хаҫат ӗҫне суйланӑ та Ҫӗмӗрле районӗнчи хаҫат редакторӗнче ӗҫлесех ӗмӗрленӗ. Ҫӗмӗрлере ҫуралса ӳснӗ, Хусанти патшалӑх университетӗнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн малтанах корреспондент-радиоорганизаторта тӑрӑшнӑ, 1996 ҫултанпа – хаҫат редакторӗнче, 1999 ҫулта издательство ҫурчӗ тусан ӑна 2017 ҫулччен ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |