«Уҫӑ хула» проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарта тӳре-шара халӑхпа тӗлпулу ирттернӗ. Унта тӗрлӗ ыйту хускатнӑ. Ҫав шутра – «Садовый» микрорайонта пурӑнакансемшӗн пӗлтерӗшлисем те.
2020 ҫулта асӑннӑ микрорайонта шкул тума пуҫлӗҫ. Проект экспертиза витӗр тухнӑ ӗнтӗ. Шкула «Богданкӑри» тата микрорайонти ытти урамри ачасем ҫӳрӗҫ.
Кунсӑр пуҫне микрорайонти пӗрремӗш класс ачисене хулари 12-мӗш шкула автобуспа илсе ҫӳресси пирки калаҫнӑ. Ку тӗллевпе автобус уйӑрасшӑн.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗренӳ учрежденийӗсене 200 пин тенкӗ грант парасси пирки распоряжени алӑ пуснӑ. Гранта 20 вӗренӳ учрежденийӗ тивӗҫнӗ.
Ку хавхаланӑва Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 1-мӗш пуҫламӑш шкулӗ, Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ, 40-мӗш шкул, 125-мӗш ача пахчи, 47-мӗш шкул, Ача-пӑча пултарулӑх центрӗ тата С.М.Максимов ячӗллӗ 1-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗ илнӗ.
Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш тата 27-мӗш ача пахчисем грантлӑ пулнӑ. Етӗрнери «Росинка» ача пахчипе 3-мӗш шкул та 200 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Хӗвел» ача пахчи, Канашри 3-мӗш шкул, Элӗкри И.Я.Яколвев ячӗллӗ шкул, Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул, Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимнази, Елчӗкри тата Тӑвайри шкулсем, Вӑрнар районӗнчи ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ те грантлӑ пулнӑ.
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енри ача пахчисемпе хушма пӗлӳ паракан учрежденисене тӗрӗсленӗ. Кун пирки республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтерет.
Ведомствӑра хыпарланӑ тӑрӑх, тӗрӗслев планпа пӑхса хӑварнӑскер пулнӑ.
Специалистсем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи вӗренӳ учрежденийӗсене ҫитнӗ, лицензипе ҫыхӑннӑ самантсене тӗрӗсленӗ.
Инспекторсем пулнӑ мӗнпур объектран 12-шӗнче (46,2%) кӑлтӑк та тупӑнман тесе ӗнентерет ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви.
Цифрӑсен чӗлхипех каласан, ҫакна та палӑртмалла: тӗрӗслеве 18 ача пахчинче, хушма пӗлӳ паракан 7 учрежденире тата професси пӗлӗвӗ паракан 1 организацире йӗркеленӗ.
Чӑваш Енри аслӑ шкулсем, техникумсемпе колледжсем абитуриентсенчен заявленисем йышӑнма пуҫланӑ. Аслӑ пӗлӳ илес текенсенчен чылайӑшӗ политик пуласшӑн, социаллӑ ӑслӑлӑхсене суйласшӑн. Психологсемпе педагогсем, педиатрсем, стоматологсем, фармацевтсем те пуласшӑн. Электроэнергетика тата электротехника вӑрттӑнлӑхне ӑша хывас, строительство, транспортпа технологи машинисене ӗҫлеттерме вӗренес шухӑшлисем те сахал мар.
Ятарлӑ вӑтам професси пӗлӗвӗ илес текенсем сантехника хатӗрӗсене, сывлӑш тасатакан тытӑма пухас тата вӗсене тытса тӑрас, ҫуртсемпе сооруженисене тӑвас тата эксплуатацилес пултарулӑха, информаци тытӑмӗпе программировани, электроснабжени ӑсталӑхне алла илесшӗн.
Ӗҫ профессийӗсенчен программа управлениллӗ станоксен операторӗ, графика дизайнерӗ, сварщик, электромонтер специальноҫӗсене суйлаҫҫӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫамрӑк ӑсчахӗ тата доценчӗ Анастасия Алексеева Раҫҫей Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтерет.
Анастасия пысӑк пахалӑхлӑ синтетика сӑррисем пирки ӑслӑлӑх ӗҫӗ хатӗрленӗ. Ку сӑрӑсемпе тӗрлӗ тытӑмра усӑ курма пулать. Президент гранчӗпе ҫамрӑк ӑсчах ҫак ӗҫе вӗҫне ҫитерӗ.
Анастасия пӗлтернӗ тӑрӑх, хатӗр-хӗтӗр, реактивсем туянма, командировка тӑкакӗсем валли ҫулсерен 600 пин тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Палӑртса хӑвармалла: хастар Настя унччен Раҫҫей Президенчӗн тата ЧР Элтеперӗн стипендийӗсене тивӗҫнӗ.
Шупашкарти студентсем Мускавра иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫамрӑксем ҫӗршывӑн тӗп хулинче культура тата ӳнер енӗпе професси ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑх ӑмӑртӑвне культура училищинче тата художество училищинче вӗренекенсем хутшӑннӑ.
Конкурсра художество училищинче вӗренекен Кирилл Кузьмин, Ольга Михайлова, Анастасия Прокопьева тата культура училищинче вӗренекен Никитина Екатерина ӑмӑртнӑ.
«Анимаци» номинацинче Ольга Михайлова, «Дизайн» енӗпе Кирилл Кузьмин пӗрремӗш вырӑн, «Социаллӑ культура ӗҫ-хӗлӗ» енӗпе Екатерина Никитина иккӗмӗш вырӑн, «Фотографи ӳнерӗ» енӗпе Анастасия Прокопьева виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
I, II и III степеньлӗ премисене тивӗҫнисене дипломпа та хавхалантарнӑ. Аслӑ шкулсенчи бакалавриата е специалитета куҫӑн майпа вӗренме кӗрсен ҫӗнтерӳҫӗсен РФ Президенчӗ грантне илес шанчӑк пур.
Чулхула облаҫӗнчи Истомино ялӗнче ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ паракан «Гвардеец» центр уҫӑлнӑ. Вӑл — федерацин Атӑлҫи округӗн шайӗнче ӗҫлекенскер. Ун пек центрсене Раҫҫейре халиччен уҫман-ха.
Ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ паракан центр ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗ. Унта робот техникин, парашют ӗҫӗн, авиамоделированин, программӑлассин, радиоэлектроникӑн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑша хывтарӗс тата пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе ӗҫлеме вӗрентӗҫ. Ҫар специальноҫӗсене те хӑнӑхтарӗҫ. Педагогсем унта хӑйсен професси пӗлӗвне тарӑнлатайӗҫ.
Округри вӗренӳ центрӗ Чулхулари В.Ф. Маргелов ячӗллӗ кадет корпусӗн подрзаделенийӗ шутланать.
Патриот воспитанийӗ паракан центра ӗнер, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полпречӗ Игорь Комаров хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри мануллӑ терапевтсем Китайри тухтӑрсенчен вӗренӗҫ. Китайри йӑлана кӗнӗ медицина вӑрттӑнлӑхне уҫма пирӗн республикӑна асӑннӑ ҫӗршыври Аньхой провинцийӗнчи Анцинь хулинчи аслӑ медицина коллеждӗн преподавателӗсем Пэй Минь тата У Фэй килсе ҫитнӗ.
Китайри ӑстасене Шупашкара И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн хушма пӗлӳ паракан центрӗ йыхравланӑ. Кӑҫалхи ҫуркунне ҫав икӗ вӗренӳ заведенийӗ килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ. Ҫавӑн пирки вӗсем ятарлӑ килӗшӳ туса алӑ пуснӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Пирӗн республикӑри мануллӑ терапевтсене Китайри Пэй Минь тата У Фэй «Чувашиякурорт» (чӑв. Чӑвашенкурорт) санаторинче вӗрентӗҫ.
Шупашкарти 61-мӗш шкул ҫумӗнче инженери-техника шкулӗ уҫӗҫ. Ку проект пурнӑҫланасси вӗренӳ учрежденийӗн ҫӗнӗ корпусне уҫнипе ҫыхӑннӑ.
Проекта 1-мӗш класра вӗренекен шкул ачисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Малтанхи тапхӑрта шӑпӑрлансене инженери-техника профилӗнчи профессисемпе паллаштарӗҫ. Иккӗмӗш тапхӑр – 5-7-мӗш классем валли. Вӗсем валли проектированипе практика занаятийӗсем те пулӗҫ.
Виҫҫӗмӗш тапхӑрта ачасем шкулти пӳлӗмсемпе лабораторисенче кӑна мар, Регионсен хушшинчи компетенци центрӗ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ҫумӗнче те вӗренӗҫ. Шкул ачисемпе Чапаев савучӗ тӳрреммӗн ӗҫлӗ.
Кун хыҫҫӑн ачасем икӗ ҫултан пӗрне суйлама пултарӗҫ: колледжсен е техникумсен ҫумӗнче профиль вӗренӗвне малалла тӑсӗҫ е 11-мӗш класс хыҫҫӑн аслӑ шкулта инженери-техника специальноҫне суйлӗҫ.
Дипломран ӗҫ укҫин виҫи килмест тесе шухӑшлаҫҫӗ Раҫҫейре пурӑнакансем. Лайӑх тӳлекен ӗҫе дипломсӑрах вырнаҫма пулать текенсем нумайланнӑ.
Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансен шухӑшне Халӑх шухӑшне тӗпчекен пӗтӗм Раҫҫейри центр тӗпченӗ.
1991 ҫулта диплома ҫынсен 47% хакламан, 2019 ҫулта — 70%.
Ӑнӑҫлӑ карьера тӑвасси дипломран килмест теҫҫӗ. 2018 ҫулта халӑхӑн 45% ҫапла шухӑшланӑ. 2019 ҫулта — 68%.
Диплом пӗлтерӗшлӗ мар тесе шухӑшлакансем ытларах чух — ҫамрӑксем. Диплом пӗлтерӗшне юри ӳстереҫҫӗ тесе 18-25 ҫулти каччӑсемпе хӗрсен 74% каланӑ. Диплом ҫуккишӗн пӗчӗк шалу тӳлемеҫҫӗ тесе ҫынсен 76% шухӑшлать.
Аслӑ пӗлӳ илме йывӑр текенсем нумайланнӑ. Диплом кирлех текенсем — 18%. 2010 ҫулта 6% ҫапла каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |