Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам – пысӑк ял. Унта шкулсем пур пулсан та ачасем валли вырӑнсем ҫитмеҫҫӗ.
Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул ҫумне пристрой тӑвасшӑн. Ку тӗллевпе 110,5 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Аукцион йӗркелӗҫ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчик 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен шкул ҫумне виҫӗ хутлӑ пристрой тӑвӗ. Унта пуҫламӑш класри ачасем вӗренӗҫ. 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш классем икӗ класс пулӗҫ.
Сӑмах май, Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул ҫуртне 1976 ҫулта хута янӑ пулнӑ.
Кӑшӑлвируса пула санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ япӑхса кайнӑ вӑхӑтра массӑллӑ мероприятисене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ирттереҫҫӗ.
Шупашкарти шкулсенче юлашки шӑнкӑрава ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче онлайн ирттерӗҫ. Вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсем шкулпа сывпуллашакан ачасене видеотрансляци мелӗпе ырӑ сунӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уҫӑлнӑ «Шкул эфирӗсен марафонӗ» ҫак уйӑхӑн 29-мӗшӗччен пырӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче шкул ачисем валли онлайн-уйлӑхсем уҫма палӑртнӑ. Вӗсене Шупашкарти шкулсенче 12-шер кунлӑ сменӑпа йӗркелӗҫ. Ҫавсенче ачасем тӗрлӗ ӑсталӑха дистанци мелӗпе кружоксенче тата ӑсталӑх класӗсенче алла илӗҫ, ҫав мелпех онлайн экскурсисенче пулӗҫ.
Ытти чухне шкул ачисем ҫуллахи канӑва кайсан уйлӑхсем ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вара кӑшӑлвируса пула лару-тӑру урӑхларах пулса тухать. Ҫапах ача-пӑча уйлӑхӗсене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫасшӑн.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, сменӑсене кӗскетесшӗн: 3 эрне мар, 2 эрне тӑвасшӑн. Хальлӗхе ҫуллахи уйлӑхсем ӗҫленине официаллӑ майпа ҫирӗплетмен-ха. Уйлӑха каймалли билетсене ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе сутмалла пулнӑ. Анчах пандемие пула ку ӗҫе каярах хӑварнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал ҫуллахи уйлӑхсенче 102 пин ытла ача канма пултарӗ. Уйлӑхсем вӗсене йышӑнма хатӗр ӗнтӗ.
Прокуратура Шупашкарти шкулсене тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ведомствӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр шкулта судпа айӑпланнӑ ҫын ачасене вӗрентнӗ.
Сӑмах – 37-мӗш шкул пирки. Ҫитменнине, вӑл 18 ҫул тултарман ачан сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратни пирки калакан статьяпа айӑпланнӑ. Саккунра палӑртна тӑрӑх, пурнӑҫа, сывлӑха, ирӗклӗхе, чыса пырса тивекен преступленисемшӗн явап тытнӑ ҫынсен ӗҫлемелле мар.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Директора дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енри шкулсенчен вӗренсен тухакансен сывпуллашу каҫӗ пулмасан та пултарӗ. Ку, паллах, кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май халӗ те массӑллӑ мероприятисем ирттерме юрамасть-ха.
Ку ыйтӑва паян ЧР Вӗренӳ министерствинче сӳтсе явнӑ. Ӗнер ҫакӑ та паллӑ пулчӗ: 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем экзамен тытмӗҫ. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене те аслӑ шкула вӗренме кӗрекенсем ҫеҫ тытӗҫ.
Паян министерствӑра малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, шкултан вӗренсен тухакансен уяв пулмӗ. Анчах, паллах, вӗсем аттестат илӗҫ.
Ҫӗршывра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ кӑткӑсси шкул ачисене экзамен тыттарассине те пырса тивнӗ. Чӑваш Ен вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей Вӗренӳ министерстви 9-мӗш класс пӗтерекенсене вырӑс чӗлхипе математикӑпа экзамен тыттарас мар, отметкӑна ача ҫулталӑк хушшинче епле ӗлкӗрсе пынине тӗпе хурса лартас тесе йышӑннӑ.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тыттармалли вӑхӑта ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен куҫарӗҫ. Хӑҫан экзамен тытассине каярах пӗлтерме шантараҫҫӗ. ППЭ ирттермелли йӗркене те ылмаштарма палӑртнӑ. Вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа экзаменсене аслӑ шкула вӗренме кӗрес ӗмӗтлӗ ачасем ҫеҫ тыттарӗҫ.
1-8-мӗш классенче вӗренекенсене ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуллахи каникула ярӗҫ, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен.
Чӑваш Енри шкул ачисене ҫуллахи каникула маларах яма пултарӗҫ. Ҫак ыйтӑва халӗ сӳтсе яваҫҫӗ.
Ку ыйтӑва оперативлӑ штаб канашлӑвӗнче ҫӗкленӗ. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кун тӗлӗшпе йышӑну хатӗрлеме сӗннӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, эрнере 5 кун вӗренекенсене ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каникула ярӗҫ. Эрнере 6 кун ӑс пухакансене ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче юлашки кун вӗрентӗҫ. Ҫапла майпа 1-8-мӗш классен ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуллахи каникул пуҫланӗ. 9-11-мӗш классем ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен вӗренӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта чӑваш мультфильмӗсен кунӗ иртнӗ. Килӗсенче ачасем чӑвашла мультфильмсем пӑхнӑ. «Ӑслӑ хӗр», «Уйӑх ҫинчи хӗр», «Улпут лаша пулнӑ пирки», «Тӑлӑх тилӗ», «Йӑван паттӑр», «Мӗнле тӑвас е Куйкӑрӑш» тата ыттине курса вӗсенче мӗн калас тенине ӑша хывма тӑрӑшнӑ. Алина Николаева вӗрентекен пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑхнӑ мультфильмсем тӑрӑх инҫет мелпе ӳкерчӗксен куравӗ йӗркеленӗ. 6-мӗш класри Ульяна Федотова вара курава чӑваш тӗрриллӗ уйрӑм ӳкерчӗк туса, ӑна сӑвӑпа илемлетсе ярса панӑ.
Пултаруллӑ ачасен йышӗнче Алина Николаева ҫаксене асӑннӑ: 5-мӗш класри Дима Ильин, 6-мӗш класри Катя Павлова, Ангелина Васильева, Ульяна Федотова, Игорь Бардасов, 7-мӗш класри Павел Борисов, 8-мӗш класри Дарья Бойкова, Роман Фомин, Августина Семенова, 9-мӗш класри Даниил Степанов. 3-мӗш класри Виталий Фомин Роман пиччӗшӗнчен юлас темен — мультфильм курнӑ хыҫҫӑн хавхаланса ӳкернӗ.
Шупашкарти «Университет» микрорайонта кӑҫалах шкул тума пуҫласшӑн. Ку ыйтӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа иртнӗ палнеркӑра сӳтсе явнӑ.
Олег Николаевич палӑртнӑ тӑрӑх, ку ыйту татӑлнӑпа пӗрех. Халӗ республика правительстви РФ Ҫутӗҫ министерствипе объект строительствине кӑҫалах укҫапа тивӗҫтересси пирки калаҫать. Йӑлтах йӗркеллӗ кайсан ҫитес ҫул авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче асӑннӑ микрорайонта ҫӗнӗ шкул уҫӑлмалла.
Олег Николаев Шупашкар хула администрацине ку ӗҫе хатӗрленме хушнӑ.
Ят сӑмахсем (терминсем) пирки халиччен эпӗ ятарласа «Чӑваш сӑмахлӗхӗн вӗрентӳ меслечӗсем» кӗнекере (2006, 51-55 тата 389-396 енсем), уйрӑм хӑтавсенче (тӗслӗхрен, «Кивви-ютти лайӑх-и е ҫӗнни те кирлӗ-и? 2009; «Ӗҫ ҫуртне палӑртакан ятармӑксем», 2012; «Чӗлхе ҫинчен шухӑшласан», 2020) ҫырнӑччӗ.
Ҫавсем ҫумне хушса, халӗ калаҫӑва малалла тӑсас кӑмӑл пур.
Кутемӗн вырӑс чӗлхине те, ытти чӗлхесене те интернет урлӑ виҫесӗр нумай мӑриккан сӑмахӗсем кӗрсе тулчӗҫ. Ни яшши, ни ватти вӗсем мӗне пӗлтернине пӗлмеҫҫӗ. Компьтер умӗнче кун ирттерекен ачасем ӑнланмасӑрах хӑнӑхнине кура вӗсем шкул чӗлхине хӑвӑрт кӗрсе лараҫҫӗ. Вара пуҫланать чӑваш чӗлхин онлайн-уроклӑ ҫӗнӗ тапхӑрӗ: «Zoom платформӑпа усӑ курса ВКСсем ирттересси, кейс-технологисене алла илесси, дистант процессне серверсемпе пуянлатасси («Шӑнкӑрав», 17.04. 2020).
Япалипе пӗрле ячӗ килни ӗмӗрех пулнӑ, малашне те пулӗ. Ҫапах та, ҫав сӑмахсенчен нумайӑшне ним марах хамӑр чӗлхепе ӑнланмалла калама пулать. Вӗсем тӑван чӗлхене чиперех вырнаҫаҫҫӗ те пурне те ӑнланмалла янӑраҫҫӗ: ҫумри инҫесас (сотовый телефон), инҫет вӗренӳ (дистанционное обучение), тӳрӗ кӑларӑм (прямая передача) тата ыт.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| «Колхозник ҫулӗ» (халӗ «Тӑван Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Ефимова Серафима Мироновна, Чӑваш Радиовӗн пӗрремӗш дикторӗсен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |