Ҫу уйӑхӗ шкул ачисемпе ашшӗ-амӑшӗшӗн уйрӑмах хумхануллӑ вӑхӑт. Ҫак уйӑхра шкулсенче юлашки шӑнкӑрав янӑрать. Чӑваш Енре ку пулӑм кӑҫал ҫу уйӑхӗн 21 тата 22-мӗшесенче пулса иртӗ.
Кӑҫал юлашки шӑнкӑрав 9-мӗш класс вӗренсе пӗтерекен пирӗн тӑрӑхри 12 пин ытла ачашӑн тата 11-мӗш класран вӗренсе тухакан 5 пин ытла ачашӑн янӑрӗ.
Аса илтерер: уяв мероприятийӗсем куҫӑн мелпе иртӗҫ. Анчах кӑшӑлвирусран сыхланмалли мӗнпур мерӑна пахӑнӗҫ. Ҫакӑн пек пӗлтереҫҫӗ республикӑн влаҫ органӗсем тӗнче тетелӗнчи хӑйсен странцисенче.
115 миллион тенкӗ. Ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Енри ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова. Кун пирки Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче калаҫнӑ.
Ку укҫапа Росгварди ҫыннисене е харпӑр хурал предприятийӗн ӗҫченӗсене тытма пулать. Пӗтӗмпе республикӑра 412 шкул шутланать. Пуринче те хурал ӗҫне пӗлекен ҫынсем ӗҫлемеҫҫӗ.
2018 ҫулта Керьчри шкулта инкек пулнӑ хыҫҫӑн республикӑри шкулсенче видеосӑнав, тимӗр шыракан хатӗр, полици чӗнмеллли пускӑч вырнаҫтарнӑ, ҫурт тавра карта тытнӑ, турникетсем лартнӑ.
Халӗ Хусанти гимназире инкек пулнӑ хыҫҫӑн шкулсене профессионал хуралҫӑсем сыхлас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Ӗнер Йӑлӑмри М.П. Костина ячӗллӗ вӑтам шкулта Сывлӑх центрӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев Интаграмра пӗлтернӗ.
Сывлӑх центрӗ уҫӑлнине тухтӑр питӗ кирлӗ те хальхи вӑхӑтри пулӑм тесе хакланӑ. Центрта сиплев физкультурин, массаж, физио- пӳлӗмсем, тӑвар шахти пулӗҫ. Шкулти центра федерацин травматологи центрӗн тӗп врачӗ травматолог-ортопед пырса ачасене тӗрӗслеме пултарассине пӗлтернӗ. «Чӗнсенех кайӗҫ», — хыпарланӑ тухтӑр.
Ӗнер Йӑлӑмри М.П. Костина ячӗллӗ вӑтам шкулта Сывлӑх центрӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев Интаграмра пӗлтернӗ.
Сывлӑх центрӗ уҫӑлнине тухтӑр питӗ кирлӗ те хальхи вӑхӑтри пулӑм тесе хакланӑ. Центрта сиплев физкультурин, массаж, физио- пӳлӗмсем, тӑвар шахти пулӗҫ. Шкулти центра федерацин травматологи центрӗн тӗп врачӗ травматолог-ортопед пырса ачасене тӗрӗслеме пултарассине пӗлтернӗ. «Чӗнсенех кайӗҫ», — хыпарланӑ тухтӑр.
Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ Оксана Комиссарова концертмейстер пурнӑҫран уйрӑлни пирки хурланса пӗлтернӗ. Хурлӑхлӑ хыпара Фейсбукра ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Оксана Юрьевна — аслӑ квалификаци категориллӗ концертмейстер, пӗтӗм ҫӗршыври тата халӑхсем хушшинчи конкурссен лауреачӗ тата дипломанчӗ.
Культура тата ӳнер институтӗнче Оксана Комиссарова 2009 ҫултанпа ӗҫленӗ. Малтанах хор дирижирӗсемпе халӑх юррин кафедринче тӑрӑщнӑ, тепӗр ҫулхине вокал ӳнерӗн кафедрине куҫнӑ.
Ректорат, профессорсемпе преподавательсем ӗҫтешӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑшӑн хурланнине пӗлтереҫҫӗ.
Оксана Комиссаровӑпа ыран, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 10 сехетре сывпуллашӗҫ.
Прощание состоится 5 мая в 10:00.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ колледжра «Никольский вулавӗсем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ.
Ӑна педагогсем валли йӗркелӗҫ. Конференцие Николай Никольский профессор, вӑл «Хыпар» хаҫат никӗслевҫи пулнӑ, ҫуралнӑранпа 143 ҫул ҫитнине тата ҫӗршыври Ӑслӑлӑхпа технологи ҫулталӑкне халалланӑ.
Докладсене хальхи вӗрентӳпе воспитани темине тӗпе хурса хатӗрле сӗннӗ. Конференцие хутшӑнма аслӑ, пӗтӗмӗшле, профессиллӗ, хушма пӗлӳ паракан шкулсемпе организацисен, ача пахчисен педагогӗсене йыхравлаҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнчи Кӗлкешри Н.А.Афанасьев ячӗллӗ шкула 30 кунлӑха хупнӑ. Кун пирки Вӑрмар районӗн сучӗ пӗлтернӗ.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче унти шыва тӗрӗсленӗ. Вӑл шкулти ҫӑлкуҫран килет. Ҫавӑн пекех кранран юхакан шыв пахалӑхне те пӑхнӑ. Лаборатори тӗпчевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, шывӑн санитарипе биологи кӑтартӑвӗсем требованисемпе килӗшсе тӑман.
Хальлӗхе Вӑрмар районӗн сучӗ кӑларнӑ приговор саккунлӑ вӑя кӗмен. Вӗренӳ министерстви кун пирки мӗн пӗлтерни паллӑ мар-ха.
Чӑваш Енре 123 шкулта 19 класс кӑшӑлвируса пула карантина кайнӑ. Кун пирки вӗренӳ министрӗ Алла Салаева хыпарланӑ.
Ку кӑна мар-ха. Тӑватӑ техникумра тата ултӑ ача пахчинчи сакӑр ушкӑн та ҫак вируса пула карантина хупӑннӑ. Ӗнерхи кун тӗлне Чӑваш Енре 22 класри 520 ача дистанци мелӗпе вӗреннӗ. Ҫакӑн пек мелпех техникумри 75 студент тата аслӑ шкулсенчи 107 ҫамрӑк ӑс пухаҫҫӗ.
Палӑртмалла: эпидеми пуҫланнӑранпа республикӑра ОРВИпе чирленӗ 18 ҫул тултарман 44360 ачана тухтӑрсем сипленӗ.
Шупашкар хулинчи Ленин районӗн прокуратури суя дипломлӑ ҫынна явап тыттарнине хыпарланӑ. Пуҫиле ӗҫе прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн пуҫарнӑ. 41 ҫулти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 327-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплас тенӗ.
Арҫын Чӑваш Республикин учрежденийӗсенчен пӗрне вырнаҫас тенӗ. Ҫавӑнта ӗҫлекен ҫыннӑн аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен калакан диплом кирлӗ пулнӑ. Ҫавна май арҫын ӗҫе вырнаҫма таҫта такамран туяннӑ суя дипломпа республикӑн Спорт министерствине кайнӑ.
Суя дипломлӑ ҫын ӗҫне Шупашкар хулинчи Ленин районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул строительстви валли ҫӗнӗ подрядчик шырани пирки пӗлтерӗччӗ. Унчченхи подрядчик, «Союзстроинвест», тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламан. Ҫӗнӗ порядчик тупӑннӑ. Вӑл – кӳршӗ регионта, Мари Элтен.
«Медведевская ПМК» организаци шкула 1 миллиард та 103 миллион та 106 пин те 400 тенкӗпе тӑвӗ. Сӑмах май, вӑл унччен те килӗшӳ условийӗсене пӑсна подрядчиксем хыҫҫӑн строительствӑна вӗҫленӗ. Сӑмах – «Университет» микрорайонти «Эврика» ача пахчи пирки. Пӗлтӗр вара унпа «Радужный» микрорайонта ача пахчи тума килӗшӳ ҫырнӑ.
«Садовый» микрорайонта 1650 ача валли вырӑн пулӗ. Вӑл республикӑри чи пысӑк шкул шутланӗ. Ӑна 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн валли туса пӗтермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.09.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чапаев Василий Иванович, граждан вӑрҫи Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нестор Янкас, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи Анат Тагил хулин сивӗ тӗрминче вилнӗ. | ||
| Вишневская Клавдия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Митта Ирина Вингеровна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Александр Арсентьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |