Чӑваш тӗррин кунне Шупашкарти В.П. Воробьев ячӗлшӗ ача-пӑча музыка шкулне ҫӳрекенсем те хастар хутшӑннӑ. Ҫав кун вӗренӳ учрежденийӗ «В краю ста тысяч песен и ста тысяч вышивок» (чӑв. Ҫӗр пин юрӑ тата ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗнче~~) программа хатӗрленӗ.
Мероприятие шкулӑн «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче йӗркеленӗ. Унта хутшӑнакансене республикӑри ҫӗнӗ уяв ҫинчен каласа кӑтартнӑ, чӑваш тӗррин асамлӑхӗпе паллаштарнӑ.
Маша Леонтьева ҫӗлеме тата тӗрлеме пӗлет, тӑрӑшуллӑскер чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне те алла илнӗ. Шкулта ӗҫлекенсемпе вӗренекенсем чӑваш тумне тӑхӑнса ӳкерӗннӗ хитре сӑнӳкерчӗсене кӑтартнӑ, чӑваш композиторӗсен юррисене щӑрантарнӑ видеороликсемпе паллаштарнӑ.
2014 ҫултанпа 11-мӗш класра вӗренекенсем раштав уйӑхӗнче, пӗрремӗш юнкунӗнче, сочинени ҫыраҫҫӗ. Ку вырӑс чӗлхипе ППЭн пӗр пайӗ шутланать.
Кӑҫал пандемие пула сочинение каярахпа ҫырӗҫ. Ҫӗнӗ расписание РФ Ҫутӗҫ министерствипе пӗрле Рособрнадзор ҫирӗплетнӗ. Унпа килӗшӳллӗн 11-мӗш класра вӗренекенсем пӗтӗмлетӳ сочиненине 2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫырӗҫ. Ҫавӑн пекех хушма кунсене те палӑртнӑ: ака уйӑхӗн 21-мӗшӗ тата ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗ. Ун чухне сочинени ҫырса «зачет» илменнисем тата экзамена тӗрлӗ сӑлтава пула килейменнисем пӗлӗвне тӗрӗслӗҫ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑран хӑш-пӗр шкула карантина янӑ, теприсене дистанци мелӗпе вӗрентме тытӑннӑ.
Паян, чӳкӗн 27-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи, Хӗрлӗ Чутайри шкулсене тете Ҫӗмӗрлери шкул-интерната карантина хупма йышӑннӑ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет.
Аса илтерер: чук уйӑхӗн 24-мӗшӗнченпе Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-11-мӗш классенче ӑс пухакан ачасем дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Раштав уйӑхӗнче ку 6-8-мӗш классене те пырса тивме пултарӗ. Аслӑ шкулсенчи тата техникумсенчи студентсене те дистанционкӑна янӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенче лару-тӑру йӗркеллех.
Шупашкарта Правительство ҫурчӗ умӗнче пӗр хӗрарӑм пикет ирттернӗ. Вӑл унта плакат йӑтса тухнӑ.
«Дистанта хирӗҫ! Ачасене шкула тавӑрӑр! Йӑлана кӗнӗ вӗрентӳшӗн!» - тесе ҫырнӑ палакат ҫине. Хӗрарӑм ачасене шкулта дистанци мелӗпе вӗрентнине хирӗҫ пулнӑ.
Сӑмах май, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче те Правительство ҫурчӗ умне арҫын пикета тухнӑ. Вӑл та плакат йӑтнӑ, ун ҫине: «Ачасене шкула тавӑрӑр! Дистанци мелӗпе вӗренни – вӗренӳ мар, фикци ҫеҫ!» - тесе ҫырнӑ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара вӗренӳ тытӑмӗ инҫет ҫыхӑну мелӗпе анлӑ усӑ курать. Ҫак кунсенче ҫапла мелпе Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-11-мӗш касси ачисене, ҫавӑн пекех студентсене вӗрентеҫҫӗ. Уроксене педагог тӗрлӗ мелпе йӗркелеҫҫӗ: социаллӑ сетьсем урлӑ та, мессенджерсем е видеоконференцҫыхӑну валли усӑ курмалли программӑсем пулӑшнипе те.
Инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентме пӗрлехи платформа ҫине куҫассине республикӑн Правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Тӳре-шара Мускавра тата Мускав облаҫӗнче усӑ куракан программӑна республикӑри пилӗк шкула тӗрӗслесе пӑхма сӗннӗ.
«Хӑш платформӑпа ӗҫлессине палӑртиччен программӑна IT-специалистсем ҫеҫ мар, унпа усӑ куракан учительсемпе ачасем те хаклаччӑр», – тенӗ Чӑваш Ен вице-премьерӗ – вӗренӳ министрӗ Алла Салаева.
Ҫӗрпӳ хулинче тата тепӗр ача пахчи туса лартӗҫ. Юлашки ҫулсенче хула сарӑлса, пысӑклансах пырать. Ҫӗнӗ ҫуртсем хӑпартнӑ май ачасен йышӗ те ӳсет. Ҫӗнӗ объект тӑвасси пирки район администрацийӗ Фейсбукра паян пӗлтернӗ. Ача пахчи Арцыбышев урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра пулӗ.
Объектӑн контракт хакӗ 214 миллион тенкӗ. Ача пахчине федераци, республика тата район хыснисен шучӗпе тӑвӗҫ. Учрежденире ясли тата кӗҫӗн ушкӑнсем пӑхса хӑварӗҫ, бассейн, столовӑй, физкультурӑпа акт залӗсем, кӗпе ҫумалли пӳлӗм, психолог, логопед пулмалла.
Ҫӗнӗ ача пахчине 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хута яма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ырантан, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар шкулӗсенчи 9-11-мӗш класс ачисене тата студентсене инҫет ҫыхӗпе вӗрентӗҫ. Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче паян иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Йышӑну хальлӗхе икӗ эрнене пырӗ.
Кӑшӑлвируспа пирӗн республикӑра 114 вӗренекен чирленӗ. Вӗсенчен пысӑк пайӗ Шупашкарта-мӗн. Ковид тӗп хулара 104 ачана ернӗ. Вӗрентекенсем те чирлеҫҫӗ. Вирус 54 педагога лекнӗ. Ку йышран 17-шӗ — Шупашкарта.
Кӑшӑлвируса пула Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш, Вӑрнарти 2-мӗш тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчи шкулсене вӑхӑтлӑха хупнӑ. 34 класс инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗренет.
ЧӲК | 21 |
Кашни ҫыннӑн хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗ. Пӗрисем кӑшӑлвирус ересрен хӑраса пурӑннӑ чух теприсем хӑйсене ку амак илеймӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ачасене шкулта епле вӗрентес ыйту та ҫавна май тӗрлӗ шухӑшлӑх ҫуратать. Пӗрисем ывӑл-хӗрне килте, компьютер умӗнче ларса, вӗрентмелле теҫҫӗ. Шкула кайсан ачасем чирлесе таврӑнӗҫ, килти ватӑсене те вирус ертӗҫ тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Теприсен шухӑшӗпе вара инҫет мел ҫыхӑнӑвӗпе йӗркеллӗ вӗренме, шкул программине ӑша илме йывӑр. Йышлӑ ача-пӑчаллисенченчен хӑшӗсем кашни тӗпренчӗкӗ валли пӗрер компьютер ҫук тесе каланине илтме тивет.
Паян Шупашкарти Гагарин палӑкӗ умне пӗри пикета тухнӑ. Вӑл ачасене инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентнине хирӗҫ-мӗн.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ промышленность валли роботсем тата автоматизациленӗ тытӑмсем кӑларакан «KUKA» компанипе килӗштерсе ӗҫлӗ.
Ӗҫе темиҫе енӗпе йӗркелӗҫ, ҫав шутра вӗренӳре ҫӗнӗ йышши оборудованисемпе усӑ курассине те палӑртса хунӑ. KUKA технологийӗсемпе усӑ курса кӑларакан роботсене сӑнавлӑ мелпе ӗҫлеттерсе пӑхӗҫ. Ҫавӑ промышленноҫри робот техники валли пысӑк шайри специалистсене хатӗрлеме пулӑшӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Ҫамрӑксем роботпа ӗҫлеме кӑна мар, ун валли программӑсем ҫырма та хӑнӑхӗҫ. Ун валли ятарлӑ лаборатори уҫӗҫ.
Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш Енри Ентешлӗхсен ертӳҫисен канашӗн председателӗ Юрий Зорин чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинерти тӗп пӗлӳ паракан шкулта пулнӑ.
Юрий Александрович шкул коллективӗпе тӗл пулса калаҫнӑ. Вӑл пирӗн республикӑра кӑҫалтан Чӑваш тӗррин кунне уявлама пуҫлассине аса илтернӗ. Сӑмах май, Юрий Зорин пушӑ алӑпа ҫӳремест. Шкула вӑл чӑваш тӗррипе паллаштаракан вӗренӳ пособийӗн 20 комплектне парнеленӗ. Вӑл пособисене депутат Куславкка, Вӑрмар тата Тӑвай районӗнчи мӗнпур шкула туянса пама шантарнӑ.
«Раскраска-исследование» тата «Книжки для вырезания» кӗнекесем туяннӑ. Вӗсем чӑваш ҫи-пуҫӗпе паллаштараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |