Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Вӗренӳ
![]() Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче педагогсен професси ӑсталӑхне татти-сыпписӗр ӳстермелли «Ашмарин-центр» центр уҫӑлнӑ. Ӑна «Хальхи вӑхӑтри шкул» федераци проктне пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗркеленӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче «Ашмарин-центрта» педагогсене кирлӗ ҫӗнӗ пӗлӗве илме мӗнпур услови туса панине ӗнентереҫҫӗ. Унта хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ йышши технологисемпе усӑ курса тӳлевсӗр вӗрентӗҫ. Центрта — 10 пӳлӗм. Вӗсенче хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |