Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шорникова Елена Васильевна

Шорникова Елена Васильевна Левониха, украин хӗрарӑмӗн сӑнарӗнчеШорникова Елена Васильевна, — чӑваш актриси. 1912 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Уйкас ялӗнче чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. 2007 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вилнӗ.

Пурнӑҫӗ

Ашшӗ, Василий Петрович, тулӑх пурнӑҫпа пурӑнакан ҫынсен ывӑлӗ пулнӑ. Анчах та вӑл авланас умӗн кил-ҫурчӗ тӗпӗ-йӗрӗпех ҫунса каять, ҫавӑнпа та чипер Наҫтаҫҫипе Ваҫҫан хӑйсен пурнӑҫне кӑмрӑкпа кӗл купи ҫинче пуҫлама тивнӗ. Амӑшӗ ратне-хурӑнташӗ ҫинчен Елена Васильевна сахал пӗлет. Кукашшӗ ямшӑк пулни, амӑшӗ качча тухиччен пӗр вӑхӑт Хусанта те санитаркӑра, те прачкӑра ӗҫлени, вулама-ҫырма пӗлни пирки ҫеҫ илтнӗ.
Елена Васильевнӑн ачалӑхӗ 1920-мӗш ҫулсене килнӗ. Ку вӑхӑтра таврара выҫлӑх тата тиф, трахома, хура чечче чирӗсем алхаснӑ. Пилӗ ҫула ҫитсен ашшӗ вилет (вӑл хӑйне «коммунистсен юлташӗ» тесе вӑйлӑ хӗненӗ хыҫҫӑн вырӑн ҫинчен тӑрайман), тӑхӑр ҫула ҫитсен — амӑшӗсӗр.
Пӗррехинче, хирте ӗҫленӗ чухне, вӑл аптраса ӳкнӗ. Ӑна пульница леҫсен тухтӑрсем унӑн тиф пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Тепӗр темиҫе кунран ним туйми пулнӑскере морга ӑсатма хатӗрленӗ. Анчах аппӑшӗ ӑна киле илсе кайнӑ, килте вара чӗрелнӗ.
Шорникова Елена Васильевна1930-мӗш ҫулта Елена Васильевна Шупашкара ҫитнӗ. 1934 ҫулта Совпартшкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн шкулти драмкружок ертӳҫи Б.А.Алексеев сӗннипе театрпа музыка техникумнне вӗренме кӗнӗ. Вӗренсе тухнӑ чухне тытакан экзаменра «Виринея» спектакльте тӗп роле вылянӑ. Хаҫатсенче ырласа ҫырнӑ пирки ку ӑна самай хавхалантарнӑ. 1937 ҫулта Чӑваш драмтеатрне ӗҫлеме кӗнӗ.
1936 ҫулта Хветӗр Уяр ҫыравҫӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. 64 ҫул пӗрле пурӑнса икӗ хӗр ӳстернӗ.
Театрта пурӗ 100 ытла сӑнар калӑпланӑ. Ҫамрӑк та илӗртӳллӗ хӗрсен сӑнарӗсене нумаях паман Елена Васильевнӑна, тӗрлӗ халӑх хӗрарӑмӗсен ролӗсене выляма тивнӗ. Паллах, хӗрсен ролӗсем те пулнӑ ӗнтӗ: "Кушарти" Лисук, "Аслатири" Катерина, "Лиза Коротковӑри" тӗп сӑнар тата вӗренсе тухнӑ чухнехи чи пӗрремӗш пысӑк роль — Виринея.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ашшӗ ӑна «Елюк» тенӗ, енчӗпек тени пулман-ши ку? (Римма Прокопьева)


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-11-02 07:02:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12142 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем