Етӗрнере пурӑнакан вӑйпитти тӑван хӗрне хӗненӗ.
29 ҫулти арҫын пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӳсӗр пулнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын хӑйӗн хӗрне юратманран харкашма тытӑннӑ. Ӑна вӑл темиҫе хутчен алӑпа, чӗн пиҫиххипе уринчен ҫапнӑ, урӑхла майпа та вӑл ачана ыраттарнӑ.
7 ҫулхи тӗпренчӗке хӗненӗ ашшӗ тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫамрӑк арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе явап тыттарӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра хӗрачапа амӑшӗпе усал ашшӗпе пурӑнмаҫҫӗ.
Паян кӑнтӑрла, 12 сехетсенче, М-7 автоҫулӑн 734-мӗш ҫухрӑмӗнче, Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ҫывӑхӗнче, хӑрушӑ авари пулнӑ. Шел те, унта ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ача та пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шевроле» водителӗ руле итлеттереймен, йывӑр тиевлӗ «Сканийӑна» сулахай айккипе ҫакланнӑ. Унтан минивэн хирӗҫ килекен КамАЗ ҫине пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн «Скания» «Калинӑпа» ҫапӑннӑ. Тепӗр машина аварирен пӑрӑнас тесе кювета чамнӑ.
«Шевроле» машинӑра пулнӑ тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫав шутра – 7-ри тата 15 ҫулти хӗрачасен. Пӗри пульницӑна илсе кайнӑ чухне сывлама пӑрахнӑ. «Калинӑри» икӗ ҫын тата «Шевролери» ача суранланнӑ.
4 ҫулти Кира Ҫӗнӗ ҫулта пукане ҫуртне парнелессе кӗтнӗ. Унӑн ӗмӗтне ЧР строительство министрӗ Александр Героев пурнӑҫланӑ.
Ҫемьере 5 ача ӳсет – тӑватӑ арҫын ача тата пӗр хӗрача. Кира хӑйӗн ӗмӗтне «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» сайтра ҫырса пӗлтернӗ. Чӑрӑш ҫинчи теттене строительство министрӗ Александр Героев уҫнӑ – Кирӑна Ҫӗнӗ ҫулпа пукане ҫуртне парнеленӗ.
Министр ачан куҫӗ телейпе ҫиҫнине курса савӑннине пӗлтернӗ. «Ку чӑннипех те Ҫӗнӗ ҫулхи тӗлӗнтермӗш», - тенӗ вӑл.
Палӑртмалла: «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акципе килӗшӳллӗн нумай ачаллӑ ҫемьенчи тата йывӑрлӑха лекнӗ ачасен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тӗнчипе паллӑ велоҫулҫӳревҫӗсен: Никитӑпа Анастасия Тӗнчесен — ҫемйинче ывӑл ҫуралнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫемье пӗлтӗр тӗнче тӑрӑх велоҫулҫӳреве тухнӑччӗ, чӳк уйӑхӗнче вӗсем Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене самолетпа вӗҫсе кайнӑччӗ. Инҫе ҫула мӑшӑр ҫулталӑкри хӗрӗпе тухнӑччӗ.
АПШри Техас штатӗнче вӑхӑтлӑха тӗпленнӗ ҫемьере йыш хушӑнчӗ. Халӗ ачана ят панӑ. Кун пирки Настя Инстаграмра пӗлтернӗ. Пӗчӗкскере Эльдар ят панӑ. Ку вӑл — тӗрӗк ячӗ.
«Хӗвел парни тенине пӗлтерет. Ачамӑр — хӗллехи шӑрӑх кун ҫуралнӑскер. Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗ ку хӗлле, чӑн та, чи ӑшшисенчен пӗри пулчӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Настя.
Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫак кунсенче канать. Ҫакӑн пирки республикӑн влас органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнине асӑрхамарӑмӑр, анчах Олег Николаев Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ.
«Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗччен отпускра, анчах республикӑри лару-тӑрупа кӑсӑклансах тӑратӑп», — тенӗ вӑл постра.
Олег Николаев Сурхуринче кӑшӑлвирусран асӑрханма чӗнсе каланӑ. Кӗлле килте телевизорпа та пӑхма май пуррине палӑртнӑ. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ачисемпе студентсен хӗллехи каникулне тӑсса памӗҫ.
Полицейски Хӗл Мучи тумне тӑхӑнса службӑра вилнӗ ӗҫтешӗн ачи патне Ҫӗнӗ ҫулпа саламлама килнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗ Андрей Макаров 2010 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче службӑра вилнӗ. Унӑн хӗрӗ ҫурма тӑлӑха юлнӑ. Валерия халӗ 3-мӗш класра вӗренет. Вӑл Хӗл Мучи килсен хаваспах сӑвӑ каласа кӑтартнӑ, шкулта лайӑх вӗреннине пӗлтернӗ.
Хӗл Мучи хӗрачана пылак ҫимӗҫ парнеленӗ. Валерия куншӑн питӗ савӑннӑ. Пакунлисем леш тӗнчене куҫнӑ ӗҫтешӗсене, вӗсен ҫемйисене манмаҫҫӗ.
Республикӑри нимеҫӗсен «Действуй» центрӗ «Манпа пӗрле ӗмӗтлен» проектпа килӗшӳллӗн «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акцие иккӗмӗш ҫул ирттерет. Сӑмах май, акцие 2018 ҫулта РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарса янӑ.
Шупашкарти интернат шкулта вӗренекен Максим Быков ноутбук пирки ӗмӗтленнӗ. Ҫакна вӑл «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» проектӑн сайтӗнче ҫырнӑ.
ЧР вице-премьерӗ Михаил Ноздряков арҫын ачан ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Вӑл Максима Ҫӗнӗ ҫул умӗн ноутбук парнеленӗ.
Сӑмах май, Михаил Ноздряков акцие пӗлтӗр те хутшӑннӑ. Ун чухне вӑл 8-ти Илья Голубовскин ӗмӗтне пурнӑҫланӑ – ӑна тата унӑн йӗкӗреш хӑраххине пралуксӑр колонка тата «Лего» парнеленӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче республикӑра чи пӗрремӗш ҫуралнӑ ачасем – арҫын ачасем. Пӗри ирхи 4 сехет те 2 минутра, тепри 7 сехет те 55 минутра ҫут тӗнчене килнӗ. Иккӗшӗ те – ҫемьери пӗрремӗш ачасем. Вӗсем Хулари 1-мӗш клиника пульницин пепкелӗх центрӗнче ҫуралнӑ.
2020 ҫулта юлашкинчен ҫуралнӑ ача та ҫак пепкелӗх центрӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Вӑл та арҫын ача. Пепке раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 20 сехетре ҫуралнӑ.
Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, амӑшӗсем те, ачисем те хӑйсене лайӑхах туяҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнчи пӗр ҫемьешӗн Ҫӗнӗ ҫул инкекпе вӗҫленнӗ. Паян ирхине 5 сехет те 51 минутра пушарнӑйсем патне шӑнкӑрав ҫитнӗ. Урнар ялӗнчи Октябрь урамӗнчи ҫурт ҫунма пуҫланӑ иккен.
Шел те, пушарта ҫынсем вилнӗ, вӗсен йышӗнче – виҫӗ ача. Вӗсем 2010, 2013 тата 2016 ҫулсенче ҫуралнӑскерсем. Пушар тухнӑ самантра пӳртре кил хуҫи, 1969 ҫулта ҫуралнӑскер, унӑн пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӗ тата унӑн 2 хӗрӗ, пӗр хӗрӗн ачисем пулнӑ. Пушарта 51 ҫулти арҫын ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ.
Пушара 10 сехетре сӳнтерсе пӗтернӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ӗҫе пӑхса тухаҫҫӗ.
Тӗнчипе паллӑ велоҫулҫӳревҫӗсен, Никитӑпа Анастасия Тӗнчесен, йыш хушӑннӑ. Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗсен ывӑл ҫуралнӑ. Унчен вӗсем хӗр ӳстеретчӗҫ.
Настя Техас штатӗнчи клиникӑсенчен пӗринче ҫӑмӑлланӑ. Ҫамрӑк амӑшӗ Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, Настьӑн врачӗ — Эстонирен АПШна куҫса кайнӑ тухтӑр. Вӑл вырӑсла хӑш-пӗр сӑмаха ӑнланать. Настя хӑй те акӑлчанла пӗлет. Анчах вӑл хӑйӗнпе васкамасӑр калаҫма ыйтнӑ. Кун пек ӑнланма ҫӑмӑлрах.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи клиникӑра меню Раҫҫейри пек мар иккен. Ҫӑмӑлланӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма бургер тата чипс панӑ. Каҫхи сакӑр сехетре пӗҫернӗ ҫӗрулми, шалча пӑрҫи тата бургер ҫитернӗ, тепӗр кунне — ӑшаланӑ бекон. Кофе тата апельсин сӗткенне те ӗҫме чармаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |