Тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсем сахал мар. Вӗсем аккаунта ҫӗмӗрсе кӗреҫҫӗ те урӑх ҫын ячӗпе укҫа ыйтаҫҫе.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑм ав тусӗнчен Инстаграмра ҫыру илсен нумай шутласа тӑман, 500 тенкӗ куҫарса панӑ. Хайхи тус ачи аварие лекни пирки, ӑна часрах хаклӑ йышши операци тумалли ҫинчен ҫырнӑ. Ку ӗненнӗ, укҫа куҫарсан ҫеҫ тусӗ патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗн йӑлтах йӗркеллӗ иккен, хӗрӗ сып-сывах. Халӗ йӗрке хуралҫисем ултавҫӑ кам иккенне палӑртаҫҫӗ.
Ултавҫӑсем сӑн ӳкерчӗк илеҫҫӗ те унпа усӑ кураҫҫӗ, укҫа ыйтаҫҫӗ. Чылай чухне вӗсем пӗр пек текстпах усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑнпа асӑрхануллӑ пулмалла.
Пандеми вӑхӑтӗнче 16 ҫул тултарман ачасемшӗн икӗ хутчен пособи пачӗҫ. 3-16 ҫулсенчисене ҫӗртме уйӑхӗнче – 10 пин тенкӗ, 0-3 ҫулсенчисене виҫӗ уйӑх 5-шер пин тенкӗ пачӗҫ.
Кайран татах укҫа куҫарчӗҫ. Ун чухне 16 ҫул тултарман кашни ачашӑн 10 пин тенкӗ пачӗҫ.
Халӗ правительствӑра Пенси фончӗ паракан тӳлеве уйӑхсерен пама сӗннӗ. Саккун проектне ырласан Раҫҫейре пурӑнакан кашни ачашӑн, 18 ҫул тултарман пулсан, 10 пин тенкӗ тӳлӗҫ. Ҫапла майпа кӑшӑлвирус кризисӗнче ҫемьесене пулӑшасшӑн.
Станислав Убасси журналист Фейсбукра кӑсӑклӑ пӗр темӑна хускатнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри ача пахчисенче манкуртсене ӳстереҫҫӗ.
«Ача-пӑча пахчисенче (садиксенче) чӑваш чӗлхи ҫук!
Ҫавна пула чӑваш ачана пӗчӗкрен манкурт пулма вӗрентеҫҫӗ.
Ирӗксӗрех ашшӗ-амӑшсем те хӑйсен ачӑрсене садиксене ярас умӗн вӗсемпе вырӑсла кӑна калаҫаҫӗ. Мӗншӗн?
Мӗншӗн тесен анчах калаҫма пуҫланӑ ачана ҫав «вырӑс садике» кайма хатӗрлемелле-ҫке! Калаҫма-ӑнланма пӗлмен ача (паллӑ, вырӑсла ) садикре пулмалла мар!
Вара ҫав ача чӑваш чӗлхине тӑван чӗлхе тесе йышӑнмасть!!!» — — пӗтӗмлетнӗ Станислав Убасси.
Поста вӑл Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен ушкӑнне икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — вырнаҫтарнӑ.
Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче Шупашкарта пӗр хӗрарӑм тин ҫуралнӑ ачине пульницӑрах хӑварма килӗшу алӑ пуснӑ. Кун хыҫҫӑнах вӑл тухса кайнӑ.
Ҫав хӗрарӑмӑн тепӗр ача та пур. Вӗсем ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнмаҫҫӗ. Пӗчӗк пепкине ача ҫуратмалли ҫуртра хӑварнине ҫапла ӑнлантарнӑ. Ашшӗ вара ҫук.
Опекӑпа попечительлӗх органӗсем хӗрарӑмпа калаҫнӑ, ачине хӑварни мӗн патне илсе ҫитернине ӑнлантарнӑ. Вӗсемех ӑна ку ыйтӑва тӑванӗсемпе сӳтсе явма сӗннӗ.
Хӗрарӑм ҫывӑх ҫыннисемпе калаҫнӑ. Ку витӗм кӳнӗ, вӑл ачине ҫемьене илнӗ, унччен ҫырнӑ килӗшӗве пӑрахӑҫлаттарнӑ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин Президент пепкелӗх центрӗнче виҫӗреш ҫуралнӑ. Кӑҫал унта апла тӗслӗх халиччен пулман. Хӗрарӑм виҫӗреш ҫуратакан тӗслӗхсем ытти чухне ҫулталӑкра пӗр хутран пуҫласа тӑватӑ хут таран пулкаланӑ.
Халӗ асӑннӑ тӗслӗхре ҫут тӗнчене виҫӗ хӗр килнӗ. Вӗсем 1,5 килограма яхӑн таяҫҫӗ. Ҫут тӗнчене вӑхӑт ҫитиччен васкасарах килнисен сывлӑхӗшӗн тухтӑрсем тӑрӑшаҫҫӗ.
Ачасен амӑшӗ шурӑ халатлисене каланӑ тӑрӑх, пӗр харӑс виҫӗ пепке ҫуралнӑшӑн килтисем савӑннӑ. Хӗрарӑм унчченхи ачана 2018 ҫулта ҫуратнӑ. Ҫавӑн чухне ҫамрӑк ҫемьене ывӑл килнӗ. Халӗ телейлӗ мӑшӑр харӑсах тӑватӑ ачаллӑ пулса тӑнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан, Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗ шутланакан ашшӗ-амӑшне, ача усрава илнисене, опекунсене ачисене шкула яма республика хыснинчен пулӑшӗҫ. «Виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси ҫинчен» хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, укҫана кашни ача пуҫне 5-шер пин тенкӗ памалла. Ҫав йышӑнӑва кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ кӑткӑс лару-тӑрӑва кура тунӑ. Анчах укҫа пур ҫемьене те тивӗҫмӗ. Ҫемьери кашни ҫын пуҫне тивекен тупӑш Чӑваш Енре пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен сахалтарах пулсан ҫеҫ парӗҫ.
Шупашкар хулинче икӗ ача пахчи тума пуҫланӑ. Халӗ мӗнпур ӗҫе тенӗ пек тӗрлӗ наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хӑпартаҫҫӗ. Ача-пӑча учрежденийӗсене «Демографи» нацпроектпа килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Ача пахчисене 2021 ҫулта хута ямалла.
«Радужный» микрорайонта 250 вырӑнлӑх 3 хутлӑ ача пахчи пулӗ. Ӑна тӑвассипе ӗҫлекен строительство организацийӗ учреждени вырӑнне хатӗрлет. Ҫитес эрнере унта сӑвай ҫапма пуҫлӗҫ.
«Солнечный» (чӑв. Хӗвеллӗ) микрорайонта 110 вырӑнлӑх икӗ хутлӑ учреждени тӑваҫҫӗ. Унта строительсем ҫӗр ӗҫӗсене вӗҫлеҫҫӗ, ҫуртӑн цоколь хутӗнчи урайне хӑйӑр сарма тытӑннӑ. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче стенасене хӑпартма пуҫлӗҫ.
Шупашкарти Пепкелӗх центрӗнче 650 грамм таякан ача ҫуралнӑ. Вӑл 25-мӗш эрнере кун ҫути курнӑ.
Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Пӗчӗкскерӗн чӗрине операци тунӑ. Ҫак йывӑр ӗҫе ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин штатра тӑман ача-пӑча хирургӗ Анатолий Павлов тата ведомствӑн штатра тӑман ача-пӑча анестезиолог-реаниматологӗ Дмитрий Лукоянов тунӑ. Ача виҫи пӗчӗк пулни операцие тата кӑткӑслатнӑ.
Унччен кунашкал операцисене тунӑ-ха, анчах ача виҫи кун пек пӗчӗк пулнӑ тӗслӗх тӗл пулман.
Шупашкарти 19-мӗш шкулта вӗренекен Сергей Михайлов ашшӗпе пӗрле Етӗрне районӗнчи пӗвене шыва кӗме кайнӑ. Арҫын ача пӗве варрине ишсе ҫитсен пуҫӗпех шыва путнӑ хӗрачана курнӑ та ӑна пӗр тӑхтамасӑр пулӑшнӑ, ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Унтан хӗрачана пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Ҫак хӗрача яла тӑванӗсем патне хӑнана килнӗ-мӗн, шӑрӑх ҫанталӑкра шыва кӗме шутланӑ. Юрать, вӑл путнине 8-мӗш класс пӗтернӗ Сергей курнӑ. Арҫын ача ҫӑмӑл атлетикӑпа тата йӗлтӗр спорчӗпе кӑсӑкланать. Вӑл программист пуласшӑн.
Хӗрачан тӑванӗсем Сергея тав тӑваҫҫӗ. Арҫын ачан шухӑшӗпе вара, вӑл паттӑрла ӗҫ туман, ҫынна йывӑрлӑхра пулӑшнӑ ҫеҫ.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫӗпрел ялӗнче 12 ҫулти арҫын ача путнӑ. Вӑл пӗвере вӗрсе хӑпартнӑ матрас ҫинче ишнӗ. Унччен те пулман – вӑл ҫаврӑнса ӳкнӗ, шывран тухайман.
Ачана ҫыран хӗррине илсе тухнӑ, тухтӑрсем ҫитиччен медпулӑшу панӑ. Васкавлӑ медпулӑша фельдшерӗсем тата районти пульницӑн тухтӑрсем арҫын ачана леш тӗнчерен тавӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Шупашкара Республикӑри ача-пӑча клиникине санавиаципе ӑсатнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ача амӑшӗнчен шыва кӗме ирӗк ыйтнӑ, анчах лешӗ хирӗҫленӗ. Вара вӑл ашшӗнчен ирӗк илсе пӗве хӗррине кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |