Паян 13 сехет те 45 минутра Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗ ҫывӑхӗне хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта пӗчӗк ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ЧР ШӖМӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фиат» рулӗ умӗнче Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Приорӑпа» ҫапӑннӑ.
Хӗрарӑмӑн 3 ҫулти ывӑлӗ ятарлӑ ларкӑчра ларнӑ-ха, анчах вӑл ӑна пиҫиххипе ҫаклатман. Машинӑсем ҫапӑнсан ача салонран тухса ӳкнӗ. Шел те, пульницӑна илсе кайнӑ чухне арҫын ача вилнӗ.
«Приорӑра» пулнӑ водительпе пассажира тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫын хӗрне хӗнесе пурӑннӑ, ашшӗн тивӗҫне пурнӑҫлман, тивӗҫлӗ воспитани паман. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухӗ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа авӑн уйӑхӗччен ҫак арҫын 11 ҫулти хӗрне тивӗҫлипе пӑхман. Килте антисанитари пулнӑ. Ачан ҫывӑрмалли тата урок тумалли условисем пулман. Кунсӑр пуҫне унӑн кашни кун йӗркеллӗ апатланма май пулман. Ашшӗ ӳсӗр чухне хӗрӗпе хирӗҫнӗ, ӑна хӗненӗ.
Хальхи вӑхӑтра арҫынна ашшӗн прависӗр хӑварнӑ. Амӑшӗ анччен ку правасӑр тӑрса юлнӑ. Хӗрача тӑванӗсем патӗнче пурӑнать.
ЧӲК | 21 |
Кашни ҫыннӑн хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗ. Пӗрисем кӑшӑлвирус ересрен хӑраса пурӑннӑ чух теприсем хӑйсене ку амак илеймӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ачасене шкулта епле вӗрентес ыйту та ҫавна май тӗрлӗ шухӑшлӑх ҫуратать. Пӗрисем ывӑл-хӗрне килте, компьютер умӗнче ларса, вӗрентмелле теҫҫӗ. Шкула кайсан ачасем чирлесе таврӑнӗҫ, килти ватӑсене те вирус ертӗҫ тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Теприсен шухӑшӗпе вара инҫет мел ҫыхӑнӑвӗпе йӗркеллӗ вӗренме, шкул программине ӑша илме йывӑр. Йышлӑ ача-пӑчаллисенченчен хӑшӗсем кашни тӗпренчӗкӗ валли пӗрер компьютер ҫук тесе каланине илтме тивет.
Паян Шупашкарти Гагарин палӑкӗ умне пӗри пикета тухнӑ. Вӑл ачасене инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентнине хирӗҫ-мӗн.
Никитӑпа Настя Тӗнчесем АПШра пурӑнаҫҫӗ. Аса илтерер: вӗсем 2019 ҫулта Ая ятлӑ хӗрӗпе велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑ, Европӑна ҫаврӑннӑ.
Тӗнчесем йыш хушӑнасса кӗтеҫҫӗ. Настя ҫурла уйӑхӗнче халӑх тетелне сӑнӳкерчӗк кӑларса лартнӑ, унта унӑн хырӑмӗ палӑрать.
«Эпӗ калаймастӑп: эпир АПШра юлӑпӑр-и е ҫук-и. Пулӑмсем хӑйсен йӗркипе пырӗҫ. Эпӗ Раҫҫей пирки ӗмӗтленетӗп, ҫӑв вӑхӑтра тунсӑхламастӑп (ҫынсемпе ҫутҫанталӑкшӑн кӑна). Ҫапла, тӗлӗнмелле. Маншӑн ку сериал сценарийӗ ҫырӑнса пӗтмен-ха», - тенӗ Настя.
Кӑҫал эпир чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунне пуҫласа уявлӑпӑр. Аса илтерер: вӑл куна ытахальтен суйласа илмен. Шӑп та лӑп ҫав кун Екатерина Ефремова тӗрӗ ӑсти ҫуралнӑ. Чӑваш тӗррин кунне туса хума республикӑри хастарсем ыйтнӑччӗ.
Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралакан ачасем валли пирӗн республикӑра парнесем хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Чӑваш сӗмӗллӗ парнене, чӑваш тӗрриллӗ ача кипкине, республикӑри ача ҫуратмалли ҫуртне парса тухӗҫ. Ҫав парне Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралакан мӗнпур тӗпренчӗке лекӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев журналистсене пӗлтернӗ.
Андреевсем пӗр самантра нумай ачаллӑ ҫемье пулса тӑнӑ. Вӗсен виҫӗреш ҫуралнӑ.
Икӗ арҫын ачапа пӗр хӗрача срокран маларах, юпа уйӑхӗнче, ҫут тӗнчене килнӗ. Вӗсем кесарево мелӗпе ҫуралнӑ. Пепкесем 1654 грамм, 1486 грамм, 1182 грамм тайнӑ. Вӗсем пульницӑра пӗр уйӑх выртнӑ, вӗсене специалистсем сӑнаса тӑнӑ. Ара, кирек хӑш вӑхӑтра та ачасен сывлӑхӗ япӑхланма пултарнӑ. Халӗ ачасен сывлӑхӗ чиперех.
Ашшӗ-амӑшӗ ачасене Серафим, Савелий, Ева ят хунӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр те, кӑҫал та республикӑра виҫӗреш пулманччӗ.
Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ачча ялӗнче пурӑнакан арҫын ывӑлне хӗненӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 43 ҫулти арҫын ӳсӗр чухне ывӑлне хӗненӗ. Ку пӗрре мар пулнӑ. Следовательсем вӑл 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа ывӑлӗ ҫине алӑ ҫӗкленӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
18 ҫул тултарман ачана хур кӑтартнӑшӑн арҫыннӑн явап тытма тивӗ. Халӗ арҫын ача 13 ҫулта. Ӗҫ-пуҫа малалла тишкереҫҫӗ, судпа медицина экспертизи ирттереҫҫӗ.
Малашне Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ ҫӗнӗ ҫуртсенче ҫӑрапа уҫмалли чӳречесем лартӗҫ. Кун пирки ЧР Правительствинче иртнӗ канашлура калаҫнӑ, ку ыйту пирки строительство министрӗ Александр Героев тӗплӗнрех каласа кӑтартнӑ.
Ҫакна ачасем ҫӳллӗшӗнчен ӳксе ан вилччӗр тесе профилактика тӗлӗшпе тӑваҫҫӗ. Аса илтерер: ачасем шӑпах ҫак сӑлтава пула ытларах вилнине палӑртнӑ. Кӑҫал 6 шӑпӑрлан ҫӳллӗ хутри чӳречерен ӳксе пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 23 ача суранланнӑ. Юлашки хутчен кунашкал тӗслӗх Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пулнӑччӗ.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 32 ача сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова каласа кӑтартнӑ.
Пӗлтӗр 36 ача сарӑмсӑр вилнӗ, виҫӗмҫул – 52 ача, 2017 ҫулта – 48 ача. Ытларах чухне шӑпӑрлансем чӳречерен ӳксе вилеҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кун пек майпа 6 ача пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 23 ача суранланнӑ.
Ҫавӑн пекех аслисем ачасене хӑрушлӑхра хӑвараҫҫӗ, тин ҫуралнӑ ачана вӗлернӗ тӗслӗх те пулнӑ. Аса илтерер: чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Ярославль урамӗнче тин ҫуралнӑ пепке виллине тупнӑ, ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар хулинче шкул ачине машина ҫапса хӑварнӑ.
Яш ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта инкеке лекнӗ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх автоинспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек хулан Кӑнтӑр поселокӗнче чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 16 сехет те 35 минутра пулса иртнӗ.
Ҫул урлӑ каҫакан яш ҫине «Лада Гранта» автомобиль пырса кӗнӗ.
Ача йывӑрах мар суранланнӑ. Турра шӗкӗр, пульницӑра сипленмеллех шар курман вӑл.
«Инкек вӑхӑтӗнче водитель урӑ пулнӑ», – уҫӑмлатнӑ Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн Шупашкарти пайӗнче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |