Сывлӑх
![]() Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнченпе Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнӑҫнӑ ача-пӑча инфекци пульници кӑшӑлвируспа чирлӗ ачасене йышӑнать. Унта пӗчӗк пациентсем, ҫав шутра йывӑр чирлекенсем те, лекеҫҫӗ. Тухтӑрсем вӗсен пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, раштавӑн 10-мӗшӗнче реанимаци уйрӑмне икӗ ача лекнӗ. Пӗри ҫулталӑк та тултарман. Иккӗшӗн те – карланкӑ стенозӗ. Кун пек чухне ИВЛпа сывлаттараҫҫӗ. Юрать, халӗ ачасем хӑйсене лайӑхах туяҫҫӗ. Сӑмах май, кунти «хӗрлӗ зонӑна» уйӑхсерен 100 ытла ача лекет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |