Чӑваш Ен вулавӑшӗнче илемлӗ вулакансен СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ регионсен хушшинчи конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Мероприятие Чӑваш халӑх артистки Анна Кутузова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталья Сергеева (вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче режиссерта ӗҫлет), Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Григорьев, асӑннӑ театрти Алевтина Семенова артист, Пукане театрӗн артисчӗ Ольга Тарасова, Алексей Шадриков юрӑҫ, Светлана Асамат поэт хутшӑннӑ.
Конкурса икӗ турпа ирттернӗ, вӑл пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчех пуҫланнӑ, пуш уйӑхӗччен пынӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑннисен пултарулӑхне ҫулне кура 5 ушкӑнра тата поэзипе проза номинацисене уйӑрса хакланӑ.
Вера Кузьминан тӗп парнине Элӗк районӗнчи Мӑн Вылӑри Дарья Сорокина тивӗҫнӗ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Гагарин урамӗнчи 22-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче «Киа Рио» машина 11 ҫулти хӗрачана ҫапса хӑварнӑ. Водитель вырӑнтан тарнӑ.
Хӗрача «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине машина пырса кӗнӗ. Водитель ачан сывлӑхӗ пирки ыйтса пӗлес тесе самантлӑха чарӑннӑ. Кайран малалла кайнӑ.
Каярахпа ашшӗ-амӑшӗ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ. Унӑн чӗркуҫҫи кӑштах аманнӑ. Инкек хыҫҫӑн темиҫе сехетренех ҪҪХПИ инспекторӗсем руль умӗнче ларнӑ хӗрарӑма шыраса тупнӑ. 32 ҫултискер тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.
Шупашкарта 5-мӗш хутран ӳкнӗ арҫын ачана тытса ӗлкӗрнӗ Вениамин Егорова Шупашкар хула администрацийӗ чысланӑ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Мир проспектӗнче чӳречерен ӳкнӗ 5 ҫулти арҫын ача ӑна пула чӗрӗ юлнӑ, вӑйлах суранланман.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата хула пуҫлӑхӗ Алексей Кортунов арҫын паттӑр пулнине палӑртнӑ. Ӑна тав ҫырӑвӗпе, парнесемпе чысланӑ. Ҫав йышра – хула сӑнне ӳкернӗ картина.
Вениамин Егоров хӑй те ача ашшӗ, унӑн ывӑл ӳсет. Вӑл ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма сӗннӗ, пӗччен хӑвармалла марри пирки асӑрхаттарнӑ.
Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри паллӑ сӑвӑҫсенчен пӗри, вун-вун юрӑ сӑмахӗсен авторӗ Альбина Юрату шкулсемпе ача пахчисене тӑтӑшах тухса ҫӳрет. Ӳркенменскер хулари ачасем патне ҫеҫ мар, районтисем патне те ҫитет.
Ҫак кунсенче вӑл Шупашкарти «Теремок» 93-мӗш ача пахчинче пулнӑ. «Тӗлпулу питӗ интереслӗ иртрӗ. Ачасемпе юрларӑмӑр, ушкӑнпа сӑвӑсем каларӑмӑр, мана валли ятарласа чӑвашла юрӑ та юрларӗҫ, юмахсем ҫырма вӗрентӗмӗр... «Теремок» ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансене чунтанах юратрӑм. Воспитательсене чун-чӗре тавӗ. Асӑнмалӑх-савӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнтӗмӗр...», — хыпарланӑ чӑваш чунӗллӗ хастар сӑвӑҫ Альбина Юрату.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрне хулари ӗҫекен пӗр ҫемье пирки систерекенсем тупӑннӑ. Евитлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗчӗк хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ ӗҫкӗпе иртӗхет, хайхисем ниҫта та ӗҫлемеҫҫӗ.
Социаллӑ учреждени специалисчӗсем вырӑна тухса кайнӑ. Чӑн та, суйса хыпарламан иккен. Ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу паракан пай специалисчӗсем ҫитнӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ӳсӗр пулнӑ, килте хӑтсӑрлӑх тата тирпейсӗрлӗх хуҫаланнӑ, аслисем вӗри апат та пӗҫермен. Учреждени специалисчӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ачана реабилитаци центрне илсе кайнӑ.
Ачасӑр юлнӑ ашшӗ-амӑшӗпе специалистсем ӗҫленӗ. Ҫине тӑни сая кайман. Амӑшӗ наркологи диспансерӗнче сипленме килӗшнӗ, ашшӗ ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ачана ҫемьене, ашшӗ-амӑшне, тавӑрса панӑ.
Республикӑра 7 ҫулти ачан пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ. Уншӑн тухтӑрсем кӗрешнӗ. Уйрӑмах – икӗ пульницӑри икӗ хирург.
Ачасем ӑнсӑртран пӳлӗм алӑкне ҫӗмӗрнӗ. Арҫын ачан хулпуҫҫи ҫинчи артери сенленнӗ. Ку ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Кашни минут хаклӑ пулнӑ. Арҫын ача вилме е алӑсӑр тӑрса юлма пултарнӑ. Ӑна часрах операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ, ҫав вӑхӑтрах Республикӑри кардиологи диспансерӗн чӗрепе юн тымарӗсен хирургне Андрей Драгунова чӗнсе илнӗ.
Икӗ хирург операцие вӑхӑтра туса ӗлкӗрнӗ. Юна чарнӑ, аллине сыхласа хӑварнӑ. Халӗ арҫын ача хӑйне чиперех туять, сывалса пырать.
Канмалли кунсенче васкавлӑ медпулӑшу ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ виҫӗ ҫын патне вырӑна ҫитнӗ. Шел те, пӗри вилмеллех суранланнӑ.
Пӗр арҫын ялта пӳрт тӑрринчен ӳкнӗ, тепри – нумай хваттерлӗ ҫурт чӳречинчен. Вӑл вилнӗ.
Шар курнӑ тепӗр ҫын – 8 ҫулти арҫын ача. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртӑн пӗрремӗш хут чӳречинчен ӳкнӗ. Ача москитлӑ сетка ҫине таяннине иртен-ҫӳрен курнӑ та васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Сетка чӑтайман, арҫын ача аялалла ӳкнӗ. Тухтӑрсем ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, пуҫӗ тата чӗркуҫҫи суранланнӑ. Ачана аслисем асӑрхаса ҫитерейменни паллӑ.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Мир проспектӗнчи 6-мӗш ҫуртран ача ӳкни пирки, ӑна ҫав вӑхӑтра ҫывӑхра пулнӑ ҫын алли ҫине тытни ҫинчен сайтра пӗлтернӗччӗ..
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм 27 ҫулта. Ун тӗлӗшпе малтан амӑшӗн тивӗҫӗсене йӗркеллӗ пурнӑҫламнашӑн протокол ҫырнӑ. Ача ӳкнӗ вӑхӑтра вӑл ҫырӑнмасӑр пурӑнакан упӑшкипе пӗрле хӑнара пулнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Аса илтерер: ача 5-мӗш хутран арҫын алли ҫине, унтан ҫӗр ҫине ӳкнӗ. Вӑл вӑйлах суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ачана реанимацирен ахаль палатӑна куҫарнӑ ӗнтӗ.
Ӗнер Шупашкарта тата тепӗр ача инкеке лекнӗ. 2016 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ача Мир проспектӗнчи 6-мӗш ҫуртри 5-мӗш хутран персе анма тӑнӑ. Ача пулӑшма чӗннине Вениамин Егоров ятлӑ ҫын илтнӗ. Турра шӗкӗр, вӑл инкек ҫывӑхӗнче пулнӑ.
«Йӑлтах темиҫе ҫеккунтра пулса иртрӗ. Эпӗ чӳрече патне чупса пынӑ чухне арҫын ача пиллӗкмӗш хутӑн карнизӗнчен ҫакӑнса тӑратчӗ. Эпӗ аялтан алӑпа тытрӑм, вӑл ман алӑ ҫине, унтан курӑк ҫине персе анчӗ», — каласа кӑтартнӑ арҫын журналистсене. Вениамин Егоров ҫийӗнчех 112 номерпе шӑнкӑравласа янӑ.
Халӗ арҫын ачан сывлӑхӗ аптӑрасах каймасть. Ӑна реанимаци уйрӑмӗнчен ахаль палатӑна куҫарнӑ.
Питӗр хулинчи Национальноҫсен ҫуртӗнче Чӑваш эстрада юррин «Кӗмӗл сасӑ» пӗтӗм Раҫҫейри ХХII конкурсӗн регионсем хушшинчи тапхӑрӗ иртнӗ. «Невари кӗмӗл сасӑ — 2021» фестиваль-конкурса Питӗр тӑрӑхӗнчи «Юрату» тата «Парне» чӑваш ансамблӗсем те хутшӑннӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш Енри Дарья Моранькова та пырса ҫитнӗ. Конкурсра вӑл 1 степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. «Кӗмӗл сасӑ — 2021» пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра пике Ленинград облаҫӗн чысне хӳтӗлӗ.
Дарья 2008 ҫулта Куславккара ҫуралнӑ. Унти ӳнер шкулӗнчи эстрада тата хор уйрӑмӗсенче вӗренет. Хӗрачан педагогӗ — Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Диляра Стулова. Музыка шкулне ачана аслисем 3 ҫултах илсе ҫӳреме тытӑннӑ. Солист евӗр хӗрача сцена ҫине 4 ҫулта тухнӑ. Дарья Моранькова тӗрлӗ конкурса хастар хутшӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |