Ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Мускавра, «Открой красивую Чувашию» (чӑв. Хитре Чӑваш Енпе паллаш) билбордсене курма пулать.
«Советская Чувашия» хаҫат Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ МИХ Мускав хулин туризм енӗпе ӗҫлекен комитечӗпе ҫыхӑннӑ. Унтисем хыпарланӑ тӑрӑх, видеоэкранлӑ реклама щичӗсене виҫӗ теҫетке штук вырнаҫтарнӑ. Билборд виҫи — 3×6 м. Мускав урамӗсенче вӗсем ҫу вӗҫлениччен пулӗҫ.
Реклама щичӗ ҫинчи хӗр Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, халӗ Оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекен Анна Данилова иккен.
Хӗр ҫинчи тум Григорий Хирбюн «Нарспи» оперинчен. Аннӑна ҫав тумпа пӗррехинче Хула кунӗнче пӗр фотограф ӳкерсе илнӗ. Кайран ҫав ӳкерчӗксене тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче вырнаҫтарнӑ. Кайран ҫав тумлӑ сӑнӳкерчӗксене Аннӑран Туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен регионти агентствӑран ыйтса илнӗ. Хӗр мӗн пуррине ярса панӑ.
Мускаври билбордра хӑйӗн сӑнне вырнаҫтарнине пӗлсен Анна савӑннӑ.
«Чӑваш Ене юрататӑп, Шупашкара юрататӑп! Тӑван республикӑна кӑтартма питех те кӑмӑллӑ!» — пӗлтернӗ вӑл хаҫатҫӑсене.
Паян, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Котеев 60 ҫул тултарать.
Николай Котеев 1961 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енри Хӗрлӗ Чутай салинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл Раҫҫейӗн патшалӑх пӗчӗк академи театрӗ ҫумӗнчи М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн тӳрех К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ӗҫтешӗсем хакланӑ тӑрӑх, ҫак ҫулсенче артист тӗрлӗ енлӗ сахал мар сӑнара ӑнӑҫлӑ та ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ. Паян та вӑл хальхи вӑхӑтри репертуарти нумай спектакльте вылять.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, чӑваш сценин ӑсти пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ ҫын – Чӑваш пукане театрӗн артисчӗ Пётр Клементьев. Вӑл 66 ҫулта пулнӑ.
Пётр Клементьев – Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ. Ун пирки тӑван театрӗнче пукане театрӗн артисчӗ пулмах ҫуралнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Турӑ панӑ ӑсталӑхӗ тапса тӑнине ӗҫтешӗсем курнӑ ҫеҫ мар, театр критикӗсем витӗр туйнӑ. Чи пахи – куракансем: пӗчӗккисемпе пӗрлех аслисем те – юратни.
Чӑваш пукане театрӗнче Пётр Клементьев 1973 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан – пулӑшакан артистсен йышӗнче. Кайран пуканесене хӑй чӗрӗлӗх кӗртме пуҫӑннӑ. Театрта Клементьев пек артист ҫукки пысӑк ҫухату тесе палӑртаҫҫӗ.
Артистпа ыран, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче 10 сехет те 30 минутран пуҫӑнса 12 сехет те 30 минутчен сывпуллашӗҫ.
Нумаях пулмасть, тата уҫӑмлатарах каласан, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Геннадий Медведев 60 ҫул тултарнӑ.
Геннадий Павлович пирки театрта Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ пулнисӗр пуҫне драматург, куҫаруҫӑ, педагог тесе пӗлтернӗ.
Геннадий Медведев Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче 1961 ҫулхи утӑ уйӑхн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1978-1983 ҫулсенче Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинче вӗреннӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1983 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫак ҫулсенче вӑл чылай роле калӑпланӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ 88-мӗш сезона «Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ» спектакльпе хупнӑ.
Спектакль умӗн Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов пӗрлешӗвӗн чи пысӑк наградипе — медальпе — чысланӑ.
«Чӑваш Енӗн театр ӳнерне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» медальпе тата асӑнмалӑх парнепе Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсене Валентина Суриковӑна, Лидия Назаровӑна тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине Раиса Поляковӑна чысланӑ.
Союз йышне кӗнӗ ҫамрӑк артистсене: Дмитрий Михайлова тата Надежда Полячихина-Сергеевӑна — пӗрлешӗвӗн пайташӗ пулнине ӗнентерекен удостоверенисем панӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, литературӑпа ӳнер енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗ Светлана Андреева 50 ҫул тултарнӑ.
Лауреат тата тава тивӗҫлӗ ятсене сцена ӑсти ҫамрӑклах тивӗҫнӗ: преми лауреатне – 2004 ҫулта, хисеплӗ ята – 2005 ҫулта.
Светлана Владимировна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ.
Артистка сӑнарсене ӗнентерӳллӗ калӑпланипе пӗрлех хитре сӑнӗпе, уҫӑ та янӑравлӑ сассипе куракансене килӗшет. Унӑн тӗп хӑйнеевӗрлӗхӗ – артистланнине кӑтартманни. «Хӗр ҫураҫма кайсан» спектакльти Фиса-и вӑл е «Шӑпчӑк юрланӑ каҫри» Инга-и, «Йывӑҫсем вилӗме пуҫ таймаҫҫӗ» спектакльти Марта-Изабелла-и е «Тухса каяс умӗн» спектакльти Иринка-и, «Тӑлӑх арӑмсен йӑпатмӑшӗнчи» Грациелла-и е «Пуса каччинчи» Света-и т.ыт.те – Светлана Андреева калӑплакан кашни сӑнар куракана тыткӑнлать.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗн ташӑҫи, артисчӗ, солисчӗ Владимир Кудаков пурнӑҫран уйрӑлса кайни пирки хурланса пӗлтернӗ. Ку хыпара Фейсбукра вырнаҫтарнӑ.
Владимир Валентинович хӑйӗн ӗҫне чунтан юратакан артист пулнӑ, унӑн пултарулӑхӗ куракансене тыткӑнланӑ. Ӑна ӗҫтешӗсем те хисепленӗ.
Владимир Кудаковпа ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче сывпуллашнӑ.
Владимир Кудаков 1962 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ҫуралнӑ. Самарти ӳнерпе культура институтӗнче «Хореографи» специальноҫне алла илнӗ. 2011 ҫултанпа «Ҫавал» ансамбльте ташланӑ.
Нумаях пулмасть Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистки, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ирина Архипова Мускавра пултарулӑх командировкинче пулнӑ. Ҫулҫӳреве Раҫҫейри Театр ӗҫченӗсен союзӗ парнеленӗ. Ҫак чыса артистка союз ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн тата юбилей ячӗпе тивӗҫнӗ.
Мускавра пулнӑ май сцена ӑсти Мусквари театрсенче пулнӑ. Сӑмахран, Раҫҫей академи ҫамрӑксен театрӗн «Горе от ума» спектакльне (ӑна Алексей Бородин режиссер лартнӑ) кайса курнӑ. А. Чехов ячӗллӗ МХАТра Питӗрти театр кӑтартнӑ «Литургия Зерро» спектакле пӑхнӑ, Е. Вахтангов ячӗллӗ театрта — «Король Лир» спектакле, Моссовет театрӗнче — «Ричард III», Мускаври оперетта театрӗнче — «Анна Каренина» мюзикла.
«Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗн (ертӳҫи — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Лилия Прокопьева) артисчӗсем нумаях пулмасть Белоруҫ Республикин тӗп хулинчен, Минскран, таврӑннӑ. Унта Минскри трактор савучӗн 75 ҫулхине халалланӑ юбилей мероприятийӗсем иртнӗ. Чӑваш артисчӗсем шӑпах ҫавӑнта хутшӑннӑ та.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн тӗп музыка коллективӗсенчен пӗринпе пӗрлех Минскра «Фантом» ташӑ студийӗ, «Паша Ангелина ячӗллӗ бригадӑри» тракторист-хӗрсем, Шупашкарти Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗн ӗҫченӗсем «Эволюция тяговой силы» экспозиципе хутшӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ опера труппин малтанхи солисчӗсенчен пӗри пулнӑ Тамара Супонина куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Чӑваш халӑх артистки пурнӑҫран ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ.
Пулас артисткӑн ачалӑхӗ Минск облаҫӗнчи Лебедево ялӗнче иртнӗ. Белоруссинчи патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Пирӗн республикӑра ҫамрӑк артистка сцена ҫине пуҫласа 1967 ҫулта тухнӑ, К. Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх лартнӑ оперӑра вылянӑ.
Тамара Михайловна каярах аса илнӗ тӑрӑх, ӑна Чӑваш драма театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри Ольга Ырсем нумай пулӑшнӑ, илемлӗ те пуян чӑваш чӗлхин хӑйне евӗрлӗхне уҫса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |