Паян, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, РСФСР халӑх артисчӗн, Чӑваш АССР халӑх артисчӗн, К. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗн Виктор Родионовӑн асӑну хӑми патне чечек хунӑ.
Артиста хисеп туса театр актерӗсем, журналистсем, актерӑн тӑванӗсем пухӑннӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Виктор Родионова аслӑ артист тени сахал тесе хакланӑ. «Сцена хыҫӗнче вӑл пӗр сӑмах каласанах, ура ярса пуссанах ӑна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илетчӗҫ», — тенӗ вӑл. Унӑн уйрӑмах ӑнӑҫлӑ сӑнарӗсем камитсенче палӑрнине каланӑ.
СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина Виктор Родионовпа пӗрле вӗреннӗ. «Унӑн Левитанла сасси, иниеллигентлӑхӗ, хӑйне епле тытни пурне те тыткӑнланӑ», — тенӗ Вера Кузьмина.
Паян театрта Виктор Родионовӑн астӑвӑм каҫӗ иртӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн Пушкӑртстанри гастролӗ вӗҫленнӗ.
Гастроль вӑхӑтӗнче артистсем 11 спектакль кӑтартнӑ, сцена ҫинчи хӑйсен пултарулӑхӗпе 1500 ытла куракана тыткӑнланӑ.
Совет саманинче «чӑваш пуканисем» гастрольсене вӗҫӗмех ҫӳренӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-80-мӗш ҫулӗсенче театр ҫулсерен гастрольсенче пулнӑ. Чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан тӑрӑхсене ҫитсе вӗсем ачасем тата аслисем валли хатӗрленӗ ӗҫсене кӑтартнӑ. Юлашки ҫулсенче театр гастрольсене унчченхилле тӑтӑш ҫӳреймен. Юлашки хутчен ушкӑн Пушкӑртстанра 2007 ҫулта пулнӑ.
Хальхинче тулли графикпа ӗҫленӗ: кӑнтӑрла ачасем валли спектакль лартнӑ, каҫхине — аслисем валли хатӗрленӗ программӑпа. Артистсен кунсерен темиҫешер ҫухрӑм кайса тепӗр вырӑна ҫитме тивнӗ.
Гастроль вӑхӑтӗнче Ӗпхӳ тата Бирск хулисенчи тата ултӑ ялти сцена ҫине тухнӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппи ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, масарсем ҫинче пулнӑ. Вӗсем театрта ӗҫленисен тата пьесӑсем ҫырнӑ ҫынсен вил тӑприсем ҫине ҫитсе вӗсене тирпейлеҫҫӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку йӑла учрежденире тахҫантанпах пырать.
Йыш чи малтанах Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫине кӗрсе тухнӑ. СССР халӑх артистки Вера Кузьмина мӑшӑрӗн, чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Артистсем СССР халӑх артисчӗн Алексей Ургалкинӑн, РСФСР халӑх артисчӗн Виктор Родионовӑн, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗн Леонид Семеновӑн вил тӑприсене тирпейленӗ. Театра питӗ юратнӑ Валерий Ярды Олимп чемпионӗ канлӗх тупнӑ вырӑна пуҫ тайнӑ.
Карачурари, Лапсарти, Явӑшри ҫӑвасем ҫине те кӗрсе тухнӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Андриян Павловӑн пултарулӑх каҫе иртет. Вӑл 18 сехетре пуҫланнӑ.
Андриян Николаевич — режиссер, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ комсомол премийӗн лауреачӗ.
70 ҫулти актера уяв каҫӗнче ӗҫтешӗсем, пултарулӑх коллективесем саламлаҫҫӗ. Унтан «Чуххӑм Ванькка авланать – кай, кай, кай…» спектакль кӑтартма палӑртнӑ.
Андриян Павлов 1949 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри театр институтӗнче вӗреннӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ театрта 1972-1983 ҫулсенче актер пулса ӗҫленӗ. 1985 ҫулта режиссер курсӗсенчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн режиссер-постановщикра ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта тӳлевсӗр киноконцерт кӑтартӗҫ. Вӑл 19 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнчи лапамра пуҫланӗ. Ӑна Раҫҫейӗн патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ.
«Чӑвашкино» пӗлтернӗ тӑрӑх, киноконцерта Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Чӑваш патшалӑх академи капелли, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ, «Чӑвашкино» тата электрон документацин архивӗ йӗркелӗҫ.
Программӑна республикӑри паллӑ ушкӑнсен: юрӑпа ташӑ ансамблӗн, академи капеллин, оперӑпа балет театрӗн — артисчӗсен концерчӗпе пӗрлех патшалӑх ялавӗ ҫинчен ӳкернӗ фильмсене кӗртнӗ. Фильмсене «Чӑвашкино» тата электрон документацин архивӗ кӑтартӗ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, РСФСР халӑх артистки, театр тата кино актриси Алла Покровская вилнӗ. Вӑл 81 ҫулта пулнӑ. Лента.ру пӗлтернинче вилӗм сӑлтавне асӑнман. Сцена ӑстине ӑҫта пытарассине тата унпа хӑҫан сывпуллашассине каярах пӗлтерӗҫ.
Покровская МХАТ студин профессорӗ пулнӑ. 2004 ҫултанпа Чехов ячӗллӗ театр труппинче ӗҫленӗ, «Современник» сцени ҫине те тухнӑ.
«Строится мост», «Выбор цели», «Однофамилец», «Охота на лис» тата «Высоцкий. Спасибо, что живой» фильмсенче ӳкерӗннӗ. «Великан-эгоист», «Сказка о царе Салтане», «Перевал» тата «Когда-то давно...» мультфильмсене калаҫтарма хутшӑннӑ.
Артистка Борис Покровский опера режиссерӗн, СССР халӑх артисчӗн тата Тӗп ача-пӑча театрӗн режиссерӗн Анна Некрасован ҫемйинче ҫуралнӑ. Олег Ефремовӑн мӑшӑрӗ пулнӑ. Вӑл — Михаил Ефремов актерӑн амӑшӗ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, республикӑн Правительство ҫуртӗнче тӗрлӗ енпе тӑрӑшса палӑрнӑ ӗҫченсене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Вӗсен шутӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн икӗ артисчӗ пур.
Раҫҫей Президенчӗн Хисеп грамотине Нина Гроигорьева тивӗҫнӗ. Вӑл, аса илтерер, — Раҫҫей халӑх артистки, Чӑваш АССР халӑх артистки, Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫынни.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Владимир Семенова «Чӑваш Республики тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннине те эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ӑна та паян Правительство ҫуртне йыхравланӑ.
Патшалӑх наградисене тивӗҫнине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй саламланӑ.
«С легким паромри!» Женя Лукашина, «Служебный романри» Анатолий Новосельцева вылякан Раҫҫей халӑх артисчӗ Андрей Мягков актер тымарӗсем — Тутарстанри Тӑхӑрьял тӑрӑхӗнчен. Ҫакӑн пирки Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче пӗлтернӗ. Анатолий Новосельцов вылянӑ артиста пирӗн халӑх йӑли-йӗрки килӗшнӗ иккен.
«Тутарстанри Пӑва районӗнчи Раккассинче пурӑнакан Е. Долгова аса илнӗ тӑрӑх, Пӳркелӗнчи Хӑята ҫамрӑксем тавра ялтан пуҫтарӑннӑ. Ҫав вӑйӑсене халӗ пурте пӗлекен, хӗрӗх ытла илемлӗ фильмра ӳкерӗннӗ Андрей Мягков артист та хутшӑннӑ. Вӑл Хусанта тата Ешӗлварта ӳснӗскер, хӑйӗн Раккассинчи иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш сыпӑкри тӑванӗсем патне кайкаланӑ, кунти чӑваш вӑййипе йӑли-йӗрки ун кӑмӑлне кайнӑ», — ҫырнӑ хаҫатра Анатолий Тимофеев.
Чӑваш Енри шкул ачин илемлӗ вулас ӑсталӑхне Наталья Варлей, Сергей Горобченко актер тата Марина Москвина писатель хаклӗҫ.
Шупашкарти Дмитрий Егоров «Живая классика» (чӑв. Чӗрӗ клсссика) илемлӗ вулакансен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗнче ҫурма финала лекнӗ. Суйлав тапхӑрӗ пӗтӗм тӗнчери «Артек» ача-пӑча уйлӑхӗнче иртнӗ. Унта 85 регионти ача-пӑча пухӑннӑ. Пурӗ 255 ҫын. Вӗсем пилӗк кунта тӗрлӗ лапамра ӑмӑртнӑ. Конкурсҫӑсем классика тата хальхи вӑхӑтри прозӑна вуланӑ. 44 ача ҫурма финала, вӗсенчен 18-шӗ финала лекнӗ.
Дмитрий Егоров конкурса иккӗмӗш ҫул хутшӑнать. Малтанхинче вӑл хулари конкурсран мала иртеймен. Ҫурма финалистсен ятӗнче хӑйӗн хушаматне илтсен вӑл хытах тӗлӗннӗ. Ача театр студине ҫӳрет, вулама юратать. Конкурса Василий Шукшинӑн «Чудик» калавӗпе хутшӑннӑ.
Паян 20 сехетре конкурсӑн финалӗ иртӗ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял-Покровски ялӗнче ҫуралнӑ Владимир Семенов артист ыран, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, юбилей каҫне йыхравлать. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑл 1972 ҫултанпа тӑрӑшать.
Артист ӑсталӑхне Шупашкар районӗн ҫынни Ленинградри (халӗ Питӗрти) А.Н. Островский ячӗллӗ театр, музыка, кинематографи институтӗнче туптанӑ.
Ҫур ӗмӗре яхӑн театрта ӗҫлекенскер сӑнарсене ӗнентерӳллӗ калӑплать. Кӑра та ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын сӑнарӗ уйрӑмах ун валли тейӗн.
Владимир Семенов Чӑваш АССР халӑх артисчӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ятсене тивӗҫнӗ.
Юбилей каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ. Малтан артиста саламлӗҫ, кайран «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп» спектакле кӑтартӗҫ. Унта Владимир Семенов Летяев рольне калӑплать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |